Чӑваш Енре нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче сысна грипӗпе чирлесе пӗр ҫын вилнӗ. Чирлесе ӳкнӗ хӗрарӑма пульницӑна вырттарнӑ, анчах вӑл тепӗр кунхине сывлама пӑрахнӑ.
Ҫак хыпара ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ҫирӗплетнӗ: унашкал тӗслӗх чӑнах та пулнӑ. Ведомство асӑрханма та сӗннӗ: профилактика тӗлӗшпе алла час-часах ҫумалла, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнмалла. Сысна грипӗпе чирленине акӑ мӗнле пӗлме пулать: ӳт температури пысӑк, ӳслӗк тухать, сунас пуҫланать, пыр тата пуҫ ыратать, сывлама йывӑр, мышцӑсем ыратаҫҫӗ, конъюктивит аптӑратать. Сысна грипӗ ерсен тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтмалла, унсӑрӑн чир шала каять.
Сӑмах май, Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, пушӑн 1-7-мӗшӗсенче Чӑваш Енре гриппа тата ОРВИпе чирленӗ 6184 ҫынна шута илнӗ.