Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Трак енри «Чӑваш пики—2012» ӑнӑҫлӑ иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 12.03.2012 19:11 | 1984 хут пӑхнӑ
Ӑмӑртури самант
Ӑмӑртури самант

Красноармейски районӗнче ял тӑрӑхӗсен пӗрлехи информаципе культура центрӗнче «Чӑваш пики — 2012» конкурс иртрӗ. Ӑмӑртӑва пӗтӗмпе 16-25 ҫулсенхи 11 хӗр упраҫ хутшӑнчӗ.

Конкурсантсем хӑйсен пултарулӑхне, кулинари ӑсталӑхне, ӑс-хакӑл шайне, сцена ҫинче тытма пултарнине тата уйрӑмах тӑван чӑваш чӗлхипе калаҫма мехел ҫитернине туллин кӑтартса пачӗҫ. Хаклавҫӑсен шучӗпе, вӗсем пурте ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫ — кашни хӗр упраҫ тӑван халӑх йӑли-йӗркине, ку чухнехи культурине аван пӗлнине кӑтартса пачӗҫ.

Чи илемлӗ те пултаруллӑ пикене суйласа илме вара пултарулӑх конкурсӗ аван пулӑшрӗ. Конкурсантҫӑсем юрларӗҫ, ташларӗҫ, сӑвӑ та вуларӗҫ, музыка инструменчӗсемпе те вылярӗҫ.

Конкурссем витӗр ӑнӑҫлӑ тухса «Чӑваш пики — 2012» ята Еншик Чуллӑ ял тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи ӳнерпе культурологи факультечӗн 2-мӗш курс студентки Елена Николаева ҫӗнсе илчӗ.

«Вице Чӑваш пики — 2012» ята вара унран ҫамрӑкрах пике — Красноармейски шкулӗн 10-мӗш класӗнче вӗренекен Анастасия Никифорова тивӗҫрӗ.

Ытти конкурсантсем те тӗрлӗ номинацисенче ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗҫ, вӗсене те дипломсемпе тата парнесемпе чысласа хавхалантарчӗҫ.

 

Сӑнсем

#Чӑваш пики, #Еншик Чуллӑ, #Красноармейски, #Красноармейски районӗ, #конкурссем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuv-krarm.3dn.ru/
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем