Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
    
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
    
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
    
 Пӗрремӗш Тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче Лебеденко ӑстаҫӑ хӑй тӗллӗн кусма пултаракан Патша-танк шутласа кӑларнӑ пулнӑ.
Тимӗр урапана ӑсталама Лебеденко ҫав вӑхӑтра патшара ларнӑ II Микулайран 210 пин тенкӗ укҫа ыйтса илнӗ хыҫҫӑн пуҫӑннӑ. Архив хучӗсене тишкернӗ май ҫакӑ паллӑ: патша патне Лебеденко пуш алӑпа пыман иккен, йывӑҫран тунӑ хӑй тӗллӗн ҫӳрекен теттесем (пулас танкӑн пӗчӗк копийӗсем) илсе кайнӑ, вӗсен ӗҫне курсан патша тӗлӗнсе ӑстаҫа укҫа уйӑрма хушнӑ.
Патша-танк (ҫавӑн пекех вӑл «Лебеденко машини», «Лебеденко танкӗ», «Момонт», «Мастодонт» тата ытти ятсемпе паллӑ) пысӑк пулнӑ — ҫӳллӗшӗпе тӑршшӗ 11 метр таран. Виҫӗ тимӗр кустӑрмаран тӑнӑ. Малти икӗ кустарми 9 метр пысӑкӑш пулнӑ. Ӑстаҫӑ Вӑтам Азири урапасен тытӑмне шута илсе кустӑрмасене пысӑк тунӑ — ҫапла май вӗсем ниҫта та лакса лармӗҫ, пур вырӑнтан та пӗр кӑлтӑксӑр тухӗҫ тесе шутланӑ. Анчах, шел те, танка тӗрӗсленӗ вӑхӑтра ун ҫитменлӗхӗсем палӑрнӑ — малти ураписем, чӑн та, пур путӑк-шӑтӑкран та каҫма пултарнӑ пулсан, хыҫалти, пӗчӗкскер, ҫемҫе ҫӗр ӑшне путса ларнӑ. Тӗрӗслеме илсе тухнӑ патша-танкӑн малти ураписем темле тӑрӑшсан та хыҫалти урапана туртса кӑларайман. Аслӑ комисси танка усӑ курма юрӑхсӑр тесе йышӑннӑ хыҫҫӑн Патша-танк Орудьево (Мускав облаҫӗ) ҫывӑхӗнчи вӑрманта темиҫе ҫул тутӑхса-ҫӗрсе тӑнӑ. 1923 ҫулта ҫеҫ сӳтсе тимӗр-тӑмӑра ӑсатнӑ.
