Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче тӗнчери пӗрремӗш хӗрарам-космонавт хӑйӗн 75-мӗш ҫулне кӗтсе илчӗ.
Валентина Владимировна Терешкова паллӑ ӑслӑхҫӑ, профессор, ҫӗршывшӑн усӑллӑ 50 ытла ӗҫпе палӑрнӑ. Ҫураласса вӑл Ярославль облаҫӗнчи Масленниковӑра ҫуралнӑ. Хресчен ҫемьинчен тухнӑ хӗр малтанах пир-авӑр хапрӑкӗнче вӑй хунӑ. 1963 ҫулхи ҫу кунӗсенчи вӗҫеве хальхи ҫамрӑксен ытларахӑш пайӗ пӗлмест пулин те хӑй вӑхӑтӗнче ун ҫинчен илтмен ҫын ҫуккӑччӗ те. Валентинӑн «Чайка» (вӗҫеври ячӗ, чӑвашла «Чарлан») карапӗ тӗнче уҫлӑхӗнче виҫӗ талӑка яхӑн пулнӑ.
Чӑвашсемшӗн Валентина пирӗн Андриян Николаевич Николаевӑн мӑшӑрӗ пулнипе хаклӑ. Тӑван енре вӗсем темиҫе хутчен те кил-йышӗпе пулкаланӑ, 1965 ҫулат икӗ талӑк Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнче те хӑналаннӑ.
Чӑваш кинӗ ҫар ӗҫӗпе пысӑк шая ҫитнӗ, генерал-майор пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра та Валентина Терешкова килте лармасть, яланах халӑхпа, яланах ҫӳревре тесен те тӗрӗс пулать пулӗ.