Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Тетелти ҫӗнӗ журнал

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 06.03.2012 18:48 | 2957 хут пӑхнӑ

Вӗрентекен пурнӑҫӗ хальхи саманара ҫӑмӑл теме ҫук. Уроксене хатӗрленесси, тӗрлӗрен хут ӗҫӗ тӑвасси, уроксем хыҫҫӑн ачасене канӑвне йӗркелесси тата... — вуншар-вуншар ыйту тухса тӑрать. Ҫав вӑхӑтрах харпӑр хӑй пӗлӗвне ӳстересси те чи ҫивӗччисенчен пӗри. Ӑна ниепле те аякка хӑварма пулмасть — кунта вӗрентекенӗн кулленхи пурнӑҫӗ, шалӑвӗ, ҫемье пуласлӑхӗн тӗп пайӗ.

Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗсенче пурӑнакан вӗрентекенсен пурнӑҫне ҫӑмӑллатас тӗллевпе нумай пулмасть ҫӗнӗ тетелти журнал тухрӗ. Вӑл «Шкулта» ятлӑ, http://shkul.su адреспа вырнаҫнӑ.

Владимир Андреев, тӗтелти журнала ҫутта кӑлараканӗ каланӑ тӑрӑх чӑвашла интернет журнал кӑларас ӗмӗт унӑн тахҫанах пулнӑ. «Халӗ ку ӗҫе пуҫӑнма вӑхӑт ҫитнӗ. Паллах, журнал пӗтӗмпех шкул тата шкул таврашӗнчи пурнӑҫпа ҫыхӑннӑскер пулӗ», — тет вӑл 1-мӗш кӑларӑмӑн кӳртӗм пайӗнче.

«Шкулта» журналпа пурте тӳлевсӗр паллашма, унти материалсене хӑйсен ӗҫӗнче усӑ курма пултараҫҫӗ. 1-мӗш кӑларӑмра, сӑмахран, чӗлхе урокӗсенче словарьсемпе усӑ курасси пирки, шкул ачисен тӗпчев ӗҫӗсене йӗркелесси пирки, чӑваш литературине вӗрентмелли урок тӗсӗсене, глюкоза пирки, чӑваш чӗлхи кун-ҫулӗ пирки пӗлме пулать. Ҫавӑн пекех кунта 3 уяв сценарийӗ вырнаҫнӑ: Иван Яковлевпа ҫыхӑннӑ уявӑн, вӑйӑ картин, чӑваш литератури уявӗн. Хӑш-пӗр статьяпа пӗрле хӑтлавсем те пур — вӗсемпе те паллашма пулать.

#шкул, #вӗрентӳ, #хаҫат-журнал, #сайтсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://shkul.su/
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем