Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Черетлӗ икэрнелӗх

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
galina.belkova 01.03.2012 22:26 | 1386 хут пӑхнӑ
Комсомольскинчи шкул
Комсомольскинчи шкул

Комсомольскинчи пӗрремӗш вӑтам шкулта тӗрлӗ предмет эрнисене ирттересси йӑлана кӗнӗ. Вӗсене вӗрентекенсем кашни ҫулах шкул планӗпе килӗшӳллӗ йӗркелесе ирттереҫҫӗ. Анчахрах химипе биологи предмечӗсемпе хатӗрленӗ икэрнелӗх пулса иртнӗччӗ. Нарӑс уйӑхӗнче вара истори, обществознани, право тата экономика урокӗсене ертсе пыракан вӗрентекенсем ҫанӑ тавӑрсах ӗҫе пикенчӗҫ. Асӑнса хӑвармалла: 2012 ҫул — Раҫҫей исторйӗ ҫулӗ. Ҫавна май вӗрентекенсем кашни класрах Тӑван ҫӗршыв историне халалланӑ уроксем ирттерчӗҫ. Унсӑр пуҫне шкул ачисем валли тӗрлӗрен тупӑшусемпе вӑйӑсем йӗркелерӗҫ. Сӑмахран, пиллӗкӗмӗшсем хушшинче «Асамлӑ уй» («Поле чудес») вӑйӑра ачасен авалхи историпе ҫыхӑннӑ сӑмахсене пӗлмелле пулчӗ. Кунта 5а класра вӗренекен Диана Тимаева тата 5б класра вӗренекен Николай Миронов ҫӗнтерме пултарчӗҫ. Чӑн та, кӑҫал ҫеҫ истори предметне вӗренме тытӑннӑ пулсан та, аван пӗлӳ пуҫтарма пултарнӑ шӑпӑрлансем. Улттӑмӗшсем вара «Эрудит» вӑйӑра вӑй виҫрӗҫ. Вӗсен хушшинче ҫӗнтерӳҫӗ ятне Надия Абинова (6а) тата Юлиана Сыраева (6б) тивӗҫрӗҫ. Вӗсем мала тухнинчен те тӗлӗнмелли ҫук: уроксенче те хӑйсене лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартаҫҫӗ, класри тата шкулти ытти ӗҫсене та хутшӑнма ӳркенсе тӑмаҫҫӗ. Ҫиччӗмӗш классенче ӑс пухакансем «Экономическое лото» ирттерчӗҫ, кунта чи пултаруллисем Эльмира Айнетдиновапа (7а) Любовь Галкина (7б). Вӗсенчен аслӑраххисем, саккӑрмӗшсем, хӑйсен пӗлӗвӗсене «Мӗн? Ǎҫта? Хӑҫан?» вӑйра тӗрӗслерӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Максим Митюков (8а), Светлана Петрова (8б) тата Ирина Тимофеева (8в) алран вӗҫертмерӗҫ. Тӑххӑрмӗш классенче вӗренекенсем хушшинче ӑс-хакӑл пуянлӑхне Татьяна Козловапа (9а) Карина Долгова (9б) яр-уҫҫӑн палӑртрӗҫ. «Умник» тата «умница» хисеплӗ ятсене 10а класра ӑс пухакан Дмитрий Игонин, Александра Семенова, Юлия Самаркина тата Александр Матвеев тивӗҫрӗҫ.

Шкулта вӗренекен кашни ача ҫак предметсемпе ӳкерчӗксен, тӗрлӗрен пуҫватмӑшсен, хӑтлавсен, рефератсемпе докладсен, тӗпчев ӗҫӗсен конкурсӗсенче хутшӑнма пултарчӗ. Вӗсене пурне те пӑхса тухма аванах вӑй хума тиврӗ вӗрентекенсен. Пӗтӗмлетӳсене тума та ҫӑмӑлах пулмарӗ: ачасем хатӗрлесе килнӗ ӗҫсенчен кашниех тенӗ пекех пахалӑхӗпе тата хӑйнеевӗрлӗхӗпе палӑрса тӑчӗ. Ӗҫсене хакланӑ хыҫҫӑн малти вырӑнсене йышӑннисене шкул дирекцийӗ Хисеп хучӗсемпе чысларӗ.

Шкул вулавӑшӗнче чылай ҫул вӑй хуракан Раиса Николаевна Свистунова «Тӑван Ҫӗршыв, сана мухтатӑп» ятпа кӗнеке куравне йӗркелерӗ. Ҫак икэрнелӗхе хутшӑнса шкул ачисем хӑйсен пӗлӗвӗсемпе тавракурӑмне анлӑлатрӗҫ, ӑс-хакӑлне пуянлатрӗҫ.

#шкулсем, #Комсомольски районӗ, #Комсомольски, #ӑмӑртусем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем