Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче служба тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне вилнӗ полицейскисене асӑнмалли кун. Мускавра Владимир Колокольцев пурнӑҫне панӑ полицейскисен амӑшӗсемпе тӗл пулнӑ. Вӗсен йышӗнче Шупашкар районӗнче ҫуралса ӳснӗ Леонид Пучковӑн амӑшӗ Галина Александровна та пулнӑ. Мускава пухӑннисем вилнӗ полицейскисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑнӑ.
Леонид Пучков – полицин аслӑ сержанчӗ. Вӑл Шупашкар районӗнче патрульпе пост службин уйрӑм взводӗнче водительте ӗҫленӗ. Чӑваш арҫынни 2013 ҫулхи аванӑн 16-мӗшӗнче Чечняра пуҫ хунӑ. Ун чухне террорист хӑйне сирпӗтсе янӑ. Ҫав кун виҫӗ полицейски вилнӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ – Чӑваш Енрен. Тепӗр тӑхӑр ҫын аманнӑ.
Леонид Пучковӑн арӑмӗ тата пӗчӗк ачи тӑлӑха юлнӑ. РФ Президенчӗн 2014 ҫулхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн ӑна Паттӑрлӑх орденӗпе чысланӑ.
