Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Мобилӑллӑ тӑнтансен ӗмӗрӗ ҫитет пулас

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Володя 24.02.2012 22:27 | 1296 хут пӑхнӑ

Ҫак сӑмахсене вуласан ӗненмессӗн те пултаратӑр. Раҫҫейре пурӑнакансен 32%-чӗ Хӗвел Ҫӗр тавра ҫаврӑнать тесе шутлать иккен!

Ҫак ыйтӑва 2007ҫулта ҫамрӑксене панӑ пулнӑ. Ун чухне ҫакӑн пек шутлакансем 28% пулнӑ тет. Ку кӑна мар. Ҫӗр ҫынтан вунпӗрӗшӗ радиоактивлӑ сӗте вӗретсессӗн вӑл ӗҫме юрӑхлӑ тесе шутлаҫҫӗ иккен! Микроб е бактери теҫҫӗ пулас. Пӗлтӗр сывлӑша кислородпа ӳсентӑран, йывӑҫ-курӑк пуянлатать тесе 83% шутланӑ тет, кӑҫал вара ҫакӑнпа 78% кӑна килӗшет иккен.

Пирӗн халӑх ҫапла пулса тӑнине ниепле те ӗненес килмест. Раҫҫейе ухмахсем ҫавӑрса илеҫҫӗ-им? Вӑтӑр ҫул каялла эпир кӗнеке лавккисем умӗнче сехетшер черетре тӑраттӑмӑр, халӗ ҫав кӗнекесем лавккасенче тусанланса выртаҫҫӗ. Мӗнле хитре тата хӑйсем, алла тытма минетлӗ! Анчах та шучӗ 2-5 пинрен мала мар. Мӗншӗн? Халӑх вуламасть! Эпӗ шкулта вӗрентетӗп. Шкул программисем тӑнлӑ ҫын тума мар, укҫа шутлама, реклама вулама тата хӑвна хаклӑрах сутма кӑна вӗрентеҫҫӗ! Хальхи ҫамрӑка Хӗвел ӑҫталла тата мӗн тавра ҫаврӑннине пӗлни кирлӗ мар. Ӑна Хӗвелӗ те ӑшӑ е сивӗ чухне кӑна аса килет. Лайӑх канма, тутлӑ ҫиме. Хальхи ҫамрӑк, хулари хытӑрах тӗлӗнтерет: ҫитӗнет, авланать, ача-пача ҫуратса мӑнукӗсемпе савӑнать, анчах та ӗнен тӑватӑ чӗчӗ пулсассӑн унӑн тӑватӑ тӗслӗ шӗвек пулмалла тесе шутлать: сет, турах, йогурт, хӑйма юхмалла тесе шутлать. Ҫав тӑнпах леш тӗнчене те ӑсанать!

Мӗн тума пӗлмелле-ха? Америкӑпа Европӑран ҫӗне «мобилӑ» е «комп» килсех тӑрать вӗт-ха!

#шкулсем, #кӗнекесем, #ҫамрӑксем, #ача-пӑча

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем