Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Таджикистан, Литва ачисем те чӑваш чӗлхине тӑван чӗлхе пек вӗренеҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 01.06.2018 12:27 | 1749 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи
gov.cap.ru сайтран илнӗ сӑн
gov.cap.ru сайтран илнӗ сӑн

Республикӑри ашшӗ-амӑшӗн 82 проценчӗ ачине шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентесшӗн. Регионти наци чӗлхине суйлакансен йышӗнче тӗрлӗ халӑх ачи пур. Шупашкарти 40-мӗш шкулта ав пур шӑпӑрлан та тенӗ пекех чӑваш чӗлхине тӑван чӗлхе пек мар, патшалӑх чӗлхи пек вӗренет.

Александр Марсович вӗрентекен ачасене хусканусем кӑтартса чӗлхене ӑнланма пулӑшать. Вӑл урока вӑйӑ евӗр те ирттерет. «Унччен эпир грамматикӑна, куҫарусене тӗпе хурса вӗрентнӗ тӗк, халӗ ку тытӑмран кӑштах пӑрӑнса калаҫӑва мала хуратпӑр», - тенӗ Александр Марсович «Чӑваш Ен» ПТРК журналистне. Вӑл Шупашкарти 40-мӗш шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литературине ӑса хывма пулӑшать.

Палӑртмалла: Александр Марсович кӑҫал республикӑра чӑваш чӗлхин тата литературин чи лайӑх вӗрентекенӗн ятне ҫӗнсе илнӗ. Халӗ вӑл Мускавра тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсен хушшинче иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри ӑсталӑх класӗнче Чӑваш Ен чысне хӳтӗлӗ. 2012 ҫулта маттур педагог унтан ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ.

40-мӗш шкулта Таджикистанри, Литвари ачасем те ӑс пухаҫҫӗ. Вӗсем те чӑваш чӗлхине тӑван чӗлхе пек ӑса хывма суйланӑ. Кунашкал урокра тарӑн пӗлӳ параҫҫӗ. Чӗлхене патшалӑх чӗлхи пек суйланисене вара ытларах чӑваш халӑхӗн культурипе паллаштараҫҫӗ.

#чӑваш чӗлхи, #Шупашкар, #ачасем, #шкулсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/news/19515
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2714.77.3186
2018.06.01 16:58
Agabazar
Литва ачи тени Литвара пуранакан ача тенине пĕлтерет.

Таджикистан ачи тени Таджикистанра пурнакан ача тени пулать.
Тимĕр Акташ // 2096.71.3989
2018.06.02 14:26
Александр Степанов - маттур! Ăна ăнăçу сунатпăр!
Тата вăл шупашкарти "Шуçăм" ансамблĕн (ертуçи Диана Сусарина (Семёнова) пултаруллă солист. Малтан вĕсем паллă "Уяв" ушкăнĕн артистсем пулчĕç. Тĕрлĕ фестивалĕсен лауретсем.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем