Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Хирпӳ композиторӑн юбилейне халалласа

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 23.12.2011 14:34 | 1260 хут пӑхнӑ

Раштавӑн 17-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗн культура ҫуртӗнче «Туссем тӗл пулнӑ чух чун савӑнӑҫпа тулать» уяв каҫӗ иртнӗ. Ӑна Григорий Хирпӳ композитор 100 ҫул тултарнине халалланӑ.

Гриша Хирбиков 1911 ҫулхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Чикмеҫин ялӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Сакӑр ҫул тултарсан пулас композитор ашшӗсӗр тӑрса юлнӑ. Ҫемье йывӑр лару-тӑрӑва ҫакланнӑ. Григорий амӑшне пулӑшас тесе ҫӑвӗпе кӗтӳ кӗтнӗ. «Иртен пуҫласа каҫчен вӑрманта таса сывлӑшпа киленсе ҫӳреттӗм. Кайӑк-кӗшӗк юррипе киленеттӗм. Вӑхӑт хӑвӑртрах ирттӗр тесе шӑхлич ӑсталаттӑм та кӗвӗ калаттӑм», — аса илнӗ Григорий Хирпӳ ачалӑхне. Композитор тӑванӗсем те юрӑ-кӗвӗ тӗнчипе туслӑ пулнине палӑртмалла. Аслашшӗн пиччӗшӗ кӗсле каланӑ, ашшӗн шӑллӗ сӗрме купӑсҫӑ пулнӑ, инструмента хӑй тӗллӗн ӑсталанӑ.

Уяв каҫне Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Геннадий Раков йӗркеленӗ. Вӑл паллӑ композиторӑн тӗрлӗ жанрти пултарулӑхне кӑтартма тӑрӑшнӑ. Хор Георгий Яковлевич хайланӑ юрӑсене шӑрантарнӑ. «Юратнӑ Шупашкарӑм», «Ҫамрӑксен вальсӗ» тата ыттисем те янӑранӑ. Хӗрӳ туйӑм ҫинчен Л.Гусаров, Л.Николаева, Л.Титов, Е.Афанасьева «Ши, ши, ши вара», «Ах, пӗлесчӗ» тата ыттисене шӑрантарнӑ. Николайпа Анна Семеновсем «Чӗре юррипе» савӑнтарнӑ. Композитор ачасем валли те сахал мар юрӑ хывнӑ. Шӑпӑрлансем вӗсене кӑмӑллаҫҫӗ.

— Григорий Яковлевич халӑх юррисене кӑмӑлланӑ, тӑван чӗлхене юратнӑ. Унӑн произведенийӗсем — чӑваш халӑхӗн чун уҫҫи. Вӗсем ҫӗр ҫултан та пӗлтерӗшне ҫухатмӗҫ, — тенӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Клавдия Федорова. Шел те ҫакна сӑмахпа кӑна пӗлтернӗ, уява йӗркеленӗ май паллӑ композитор чӑваш чӗлхине юратнине пӗрре те хисепе хуман вара — куравӗ те вырӑсла, сцена ҫинчи плакат та вырӑсла.

Аслӑ ҫулти куракансем концертра янӑранӑ юрӑ-кӗвве итлесе ҫамрӑклӑха аса илнине пытарман.

//«Хыпарти» статьяна усӑ курнӑ.

#Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Чикмеҫин, #юбилейсем, #

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем