Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Мускава метро тума кайнӑ икӗ ентеш вилнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 01.02.2018 17:14 | 2414 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Шупашкартан Мускава ӗҫлеме кайнӑ каччӑпа арҫын пушарта ҫунса вилнӗ. Хытах пиҫсе кайнӑ тепӗр арҫын пульницари реанимаци уйрӑмӗнче выртать. Кун пирки паян «Чебоксары24» (чӑв. «Шупашкар24») портал пӗлтернӗ.

Хайхи инкек кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫӗрле «Некрасовка» метро станцине тунӑ ҫӗрте пулнӑ, унта вакун хыпса илнӗ. Ҫав вакунта метро тӑвакан строительсем выртса тӑнӑ. Пушарнӑйсем вут-ҫулӑма сӳнтернӗ хыҫҫӑн 25 ҫулти каччӑпа 35-ри арҫыннӑн виллисене тупнӑ.

«Про Город» (чӑв. «Хула пирки») пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем иккӗшӗ те — Шупашкар ҫыннисем, Мускава ӗҫлеме кайнӑ. Апла-и, капла-и — ку хыпара хальлӗхе никам та ҫирӗплетмен-ха.

Каласа хӑвармалла, реанимаци уйрӑмӗнче выртакан арҫын пурнӑҫӗшӗн тухтӑрсем кӗрешеҫҫӗ.

#пушарсем, #пульницасем, #Шупашкар, #Мускав, #пӑтӑрмахсем, #инкексем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2908.52.0441
2018.02.07 19:23
Agabazar
25-ри çынна та арçын теме пулать, 35-ри çынна та каччă теме пулать...

Кунта апла капла уйăрма кирлĕ пулман

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем