Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче нумай пулмасть Яков Ухсай ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа «Ҫӗр поэчӗ: Ухсай Яккӑвӗн пултарулӑхӗнчи хресчен тата ҫӗр шӑпи» регионсен пӗрлехи ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртнӗччӗ. Ун тӗлне шкулсенче ятарласа ӳнер ӑмӑртӑвӗсем те ирттернӗччӗ. Ачасем ӑсталанӑ ӳкерчӗксене институтӑн курав залӗнче курма пулатчӗ — вӗсенче ҫамрӑк ӳнерҫӗсем Яков Ухсай пултарулӑхне епле курни, хӑйне евӗрлӗ сӑнарласа кӑтартни сисӗнетчӗ. Кӑранташ, тушь, гуашь, акварель сӑрӑ, киҫтӗк — вӗсемпе пӗлсе усӑ курсан чӑн та куҫа илӗртӳллӗ ӳкерчӗксем ӑсталама пулать.
Курав нумай вӑхӑт институтра вырнаҫнӑ хыҫҫӑн районсем тӑрӑх ҫулҫӳреве тухрӗ. Ӳкерчӗксемпе ҫапла май чылай ача-пӑча, ашшӗ-амӑшӗ паллашма пултарӗ.
Хӑш-пӗр ӳкерчӗксен илемлӗхне эсир тӗнче тетелӗнче те курма пултаратӑр — сире валли ятарласа институтра тунӑ сӑнӳкерчӗксене кунта вырнаҫтарнӑ.