Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Хӑйсен ирӗкӗпе пушарҫӑсен ӗҫне хутшӑнакансене ҫӑмӑллӑхсемпе тивӗҫтерӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
jakut8 08.10.2011 06:55 | 1212 хут пӑхнӑ

Ҫӗрпӳ районӗнчи депутатсем хӑйсен ирӗкӗпе пушарҫӑсен ӗҫне хутшӑнакансене налук тӗлӗшӗнчен ҫӑмӑллӑхсемпе тивӗҫтерме, укҫа-тенкӗ парса хавхалантарма йышӑннӑ. Ҫакӑ район хыснишӗн тӑкаклӑ пулӗ, анчах урӑхла май ҫук. Тӑрук инкек сиксе тухсан аякра вырнаҫнӑ 29 яла ҫӑлавҫӑсем вӑхӑтра ҫитеймесен те пултараҫҫӗ. Асаилтеретӗп, инкеклӗ ҫӗре вӗсен 20 минутран кая юлмасӑр ҫитмелле.

Хӑйсен ирӗкӗпе пушар хуралӗнче тӑракан ҫынсене шалу тивӗҫмест. Патшалӑх ҫӑмӑллӑхсем пуласса шантарать. Ҫӗрпӳ районӗн депутачӗсем, сӑмахран, вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсене страхлама палӑртнӑ. Пушар вӑхӑтӗнче шар курнӑ ҫӑлавҫӑ ҫемйине укҫа-тенкӗпе пулӑшӗҫ. Унсӑр пуҫне пушар хуралӗнче тӑракансене ҫӗр налукӗнчен хӑтарма палӑртнӑ.

Депутатсен йышӑнӑвӗ пур, — тет Ҫӗрпӳ район пуҫлӑхӗ Татьяна Кузьмина. — Халӗ ятарлӑ службӑсем документсене хатӗрлеҫҫӗ. Ҫитес ҫулхи хыснара асӑннӑ ӗҫсем валли укҫа-тенкӗ пӑхса хурӑпӑр.

Халӗ Чӑваш Енре 759 дружина тата хӑйсен ирӗкӗпе пушар хуралӗнче тӑракан 23 ушкӑн. Пӗр-пӗринчен вӗсем техника пурри-ҫуккипе уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствинче ҫитес вӑхӑтра йыш хушӑнасса шанаҫҫӗ. Ялта пурӑнакансем те, вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем те ҫакнашкал пушар хуралӗсем кирлине палӑртаҫҫӗ.

Хӑйсен ирӗкӗпе пушар хуралне кӗрес текенсем валли анкета управлени сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Ӑна ҫывӑхри пушар чаҫӗнче хӑварма пулать. Малтан тест ыйтӑвӗсене хуравлама тата вӗренӗве хутшӑнма тивӗ. Кайран кӑна вӗсене реестра кӗртӗҫ.

#Ҫӗрпӳ районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем