Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Кӗрхи курав тӗлӗнтермӗшӗсем

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 06.10.2011 20:31 | 1368 хут пӑхнӑ
Кураври ҫимӗҫсем
Кураври ҫимӗҫсем

Чӳк уйӑхӗн пиллӗкмӗшӗнче — вӗрентекенсен кунӗ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче те ҫак уява сумлӑн паллӑ турӗҫ. Преподавательсем валли ятарласа концерт кӑтартрӗҫ.

Ку кӑна та мар, кӗрхи улма-ҫимӗс пуянлӑхне пуҫтарса курав та йӗркеленӗ. Кашни факультет хӑй ӑсталӑхне, фантазине кӑтартма мел тупнӑ. Темле асамлӑ чӗрчунсен тӗнчине лекнӗн туйӑнчӗ выставкӑпа паллашнӑ чух. Кашни пахча ҫимӗҫе чун кӗртнӗ, сӑн панӑ. Ҫак пӗчӗк теттесем кӗрхи ҫимӗҫсем тесе пӗрре пӑхсан калаймӑн та. Мӗн кӑна ҫук пуль кунта! Чӗрӗпӗ, чее тили, хаяр крокодилӗ, упи, мулкачӗ, упӑти… Куҫ чарӑлса каять. Ҫӑмартапа помидортан ӑсталанӑ кӑмпасем, ҫулҫӑсем, пилеш, чечексем. Ак тата… тата… купӑсти… епли кӑна ҫук-ши! Кавӑнран мӗн тӗрлӗ япала ӑсталаман-ши тата! Ку ҫеҫ те мар-ха. Кӗр мӑнтӑрӗн апат-ҫимӗҫӗ те сӗтел ҫинчех. Ҫавра ӑшӑ ҫӑкӑрӗ, сӑри, салачӗ… Каласа та пӗтерес ҫук пуль!

Апат-ҫимӗҫре кӑна мар, техникӑра та ӑсталӑх кӑтартакансем пулчӗҫ. Ак йывӑҫран касса тунӑ пӗчӗк упасем вутӑ сӗреҫҫӗ, пӗр спортсменӗ кире пуканӗ йӑтать, ҫавӑнтах арҫын ачипе хӗрачи велосипедпа пыраҫҫӗ. Епле интереслӗ! Чӑн-чӑн асам тӗнчи.

Ҫакӑн пек курава йӗркелекенсене пысӑк тав сӑмахӗ калас килет. Хамӑр та ача чухне пӗр япаларах темӗнле чӗрчун та курнӑ, ахаль теттесемпех вылянӑ. Тавтапуҫ пирӗнте ҫакӑн пек туйӑмсем ҫуратнӑшӑн сире, университет ӗҫченӗсем!

#Чӑваш патшалӑх университечӗ, #куравсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем