Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Пирӗн Республикӑна йывӑр наркотиксене ытларах урӑх тӑрӑхран илсе килсе сутаҫҫӗ. Ҫапах та ӑс-пуҫа минретекен ӳсентӑрана пахчара акса ҫитӗнтерекенсем те пур. Ҫавсене тупса палӑртас тӗллевпе йӗрке хуралҫисем тӑтӑшах «Мӑкӑнь» операци ирттереҫҫӗ.
Мӑкӑньрен е кантӑртан хаяр наркотик хатӗрлеме пулать. Ҫак ӗҫпе аппаланакансем ытларах чухне наркӑмӑшлӑ ӳсентӑрана хуҫисӗр, юхӑнса ларакан дачӑсен ҫӗр лаптӑкӗсенче ҫуркунне акса хӑвараҫҫӗ. Ҫавнашкал акаҫӑсем «ӗҫе» пуҫӑннине, е пахчаран пахчана сӑнаса утакан ют ҫынсене асӑрхасан тепӗр чухне вырӑнта пурӑнакансем шӑнкӑравласа пӗлтереҫҫӗ. Наркотикпе усӑ курнӑ пирки кӑҫал Шупашкар районӗнче кӑна Пуҫиле 8 ӗҫ пуҫарнӑ.
Пахчара мӑкӑнь 11 тӗпрен ытла ӳсет пулсан кил хуҫи пирки пуҫиле ӗҫ пуҫараҫҫӗ, 10 тӗпе яхӑн пулсан — административлӑ протокол ҫыраҫҫӗ. Пахчара пӗр тӗп мӑкӑнь ӳсни, ӑна шӑварса тӑрса кӑпкалатни наркӑмӑшлӑ чечеке 10 кун хушшинче тӗп тума хушакан хут ҫырма сӑлтав парать. Ҫак ӗҫе пурнӑҫламасан 2 пин ҫурӑран пуҫласа 3 пин ҫурӑ тенкӗ таран штраф тӳлеме тивӗ. Мӑкӑнь чечекне пуҫтаракансен вара урӑхла явап тытма тивет. 20 грамм таран пуҫтарсан Правительствӑ постановленийӗ тӑрӑх 2 ҫула кайса ларма пулать, 500 граммран ытларах пулсан вара — 5 ҫул таран.
Кашни тӗрӗслевре йӗрке хуралҫисем этеме анратакан мӑкӑнь тӗмӗсене тупса саккунпа килӗшӳллӗн вутта пӑрахса ҫунтараҫҫӗ.
