Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Пӗр пин ӗне усрамалӑх фермӑсем пулӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 08.09.2011 22:52 | 1505 хут пӑхнӑ

Вӑрнар районӗнчи Малтикас Шӗкӗр ялӗ ҫумӗнче икӗ ферма тума тытӑннӑ — вӗсенче пурӗ 1000 ӗне вырнаҫма пултарӗ. Вӗсене иккӗшне 40 ӗне харӑс сума май паракан пӳлӗм пӗрлештерсе тӑрӗ.

Хӑвӑрт ӗҫлеҫҫӗ — пӗрремӗш пайне кӑҫалах, чӳк уйӑхӗнчех туса пӗтерсе хута ярасшӑн. 2012 ҫулта пӗтӗм ӗҫе вӗҫлемелле. Хальхи вӑхӑта илес пулсан никӗсне ярса пӗтернӗ, тимӗр кӑшкарне хатӗрлеҫҫӗ. Фермӑсене туса ҫитерсенех хуҫалӑх ӑратлӑ ӗнесем туянма палӑртать.

Хуралтӑсен пӗтӗмӗшле хакӗ 177 миллион тенкӗпе танлашать.

Пӗр пин ӗне вырнаҫтарма юрӑхлӑ ҫӗнӗ фермӑсене илес пулсан — республикӑра ку виҫҫӗмӗш пулӗ. Пӗри Тӑвай районӗнче ӗҫлет, иккӗмӗшне Муркашра хӑпартаҫҫӗ. Ял хуҫалӑх министерстви шаннӑ тӑрӑх кунашкал хуҫалӑхсем республикӑра сӗт суса илессине самай пысӑклатма пултарӗҫ.

#Вӑрнар районӗ, #Муркаш, #Тӑвай районӗ, #Малтикас Шӗкӗр, #ял хуҫалӑхӗ

 

Комментари:

Атл // 1759.30.7240
2011.09.09 15:24
Ферма тунă чух сăвакансем валли те вĕри шывлă квартирсем тумалла - ялта вара çамрк пулать-юлать,ваттисем валли те -савăнччĕр ватлăхра..
Чи тутлă сĕт,çу,тăпăрч чăвашăн пулĕ - илекен нумай пулĕ,çĕр-шыв пирĕн ăнса пырĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем