Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Пире кунта килӗшет»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 29.07.2011 11:09 | 2153 хут пӑхнӑ
Лагерьти ачасем
Лагерьти ачасем

«Пире кунта килӗшет», — теҫҫӗ «Туслӑх» ача-пӑча лагерӗнче канакансем.

Пушкӑртстанӑн Чӑваш культура пӗрлӗхӗ тата Авӑркас район администрацийӗ тӑрӑшнипе утӑн 11-мӗшӗнче Пишкайӑн ялӗнче ҫиччӗмӗш ҫу ача-пӑчасен «Туслӑх» профильлӗ лингвистика лагерӗ хӑйӗн алӑкне уҫнӑ.

Районти тӗрлӗ ялтан кунта 25 ача канать. Кӗске вӑхӑт хушшинче вӗсем туслашма‚ лагерь пурнӑҫӗн йӗркине хӑнӑхма ӗлкӗреҫҫӗ. Вӑхӑт савӑнӑҫлӑ та кӑсӑк иртет‚ мӗншӗн тесен кашни кун мероприятипе пуян. «Юр кумкки»‚ «Теприне пар»‚ «Манӑн кил — манӑн крепость» вӑйӑсем‚ паллашу каҫӗ‚ ача-пӑча фольклор уявӗ… — ку пуҫламӑшӗ ҫеҫ. Пӗтӗмлетсе каласан‚ ачасен тунсӑхлама вӑхӑт ҫук. Лагерь программинчи мероприятисем‚ тӗпрен илсен‚ тӑван тавралӑхпа‚ чӑваш халӑх историйӗпе‚ йӑла-йӗркепе‚ кӑмӑл-сипетпе‚ культурӑпа тата чӗлхепе ҫыхӑннӑ. Вӗсен хушшине Шурӑ Ту ҫине экскурсие‚ Чӑваш Хурамалӗнчи краеведени музейне кайни‚ халӑх алӗҫ ӑстисемпе‚ А.С. Савельев-Сас ҫыравҫӑпа тӗл пулни‚ Нептун кунӗ‚ чи лайӑх сочиненипе сӑвӑ‚ «Лагерь мисӗ» конкурсӗсене‚ «Чӑваш чӗлхине пӗлетӗр-и?» викторинӑна тата ыттине ирттерни те кӗрет.

— Ҫак кану кунӗсем ачасен чӗрисенче асра юлччӑр тесе мӗн пултарнине тума тӑрӑшатпӑр. Ялти кашни ҫемье ҫулсерен ачине лагере яраймасть. Апат ҫитерессине те кунта лайӑх йӗркеленӗ. Пахча ҫимӗҫ‚ пулӑ‚ какай‚ пылак шӗвек‚ улма-ҫырла… — кунне ултӑ хутчен ҫитереҫҫӗ. Людмилӑпа Вера Умовасем ҫав тери тутлӑ апат хатӗрлеҫҫӗ. Ачасенчен хӑш-пӗри тӑтӑшах апат ҫитернипе выляса та ӗлкӗрейменнине пӗлтерет‚ — палӑртать лагерь пуҫлӑхӗ‚ Пишкайӑн шкул пионервожатӑйӗ Е.В. Иванова.

Воспитательсен ӗҫне пулас учительсем‚ педагогика вӗренӳ заведенийӗсен студенчӗсем Вера Самсонова‚ Анна Самкова‚ Снежана Васильева илсе пыраҫҫӗ.

Лагере уҫнӑ чухне хӑнасем‚ ашшӗ-амӑшӗсем‚ кунта вӑй хуракансем умӗнче тантӑшсем чӑвашла юрӑ шӑрантарнӑ‚ пухӑннисем вӗсене тивӗҫлипе хакланӑ.

Район администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ З. А. Габзалилова:

— Кам амӑшӗн сӗчӗпе‚ шкул саккинчен тӑван чӗлхене ӑша хывать‚ ҫав ӑна ӗмӗрлӗхе упрать. Ку вара питӗ пӗлтерӗшлӗ! — тенӗ вӑл.

Ҫак сӑмахсене ҫирӗплетнӗн ачасем пухӑннисене илемлӗ чӑвашла юрри-кӗввипе‚ ташшипе савӑнтарнӑ.

#лагерьсем, #уйлӑхсем, #Пушкӑртстан, #Авӑркас районӗ, #Пишкайӑн, #чӑваш чӗлхи

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://ursas.ru/?p=4522#more-4522
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем