Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Районшӑн — тепӗр ҫӗнӗлӗх

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 24.10.2006 20:09 | 1377 хут пӑхнӑ

Район летопиҫӗнче истори пӗлтерӗшлӗ самантсем пайтах. Кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗ район ҫыннисемшӗн тепӗр истори пӗлтерӗшлӗ кун пулса юлчӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.Глухов тата ЧПУ ректорӗ Л.Кураков академикӑн пӗрлехи йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, ҫак кун Чӑваш Ишек ялӗнчи Пӗлӳ ҫурчӗн никӗсӗ ҫинче аслӑ шкул умӗнхи вӗрентӳ хатӗрленӗвӗн центрне уҫрӗҫ. Кунта хамӑр районти тата ытти регионсенчи вун пӗрмӗш класра вӗренекен 90 ача аслӑ вӗрентӳ шкулӗсенче пӗлӳ пухма хатӗрлерӗҫ. Асӑннӑ Пӗлӳ ҫуртне 2000 ҫулта Л.П.Кураков ентешӗмӗр тӑрӑшӑвӗпе тата хавхаланӑвӗпе хӑй ҫуралса ӳснӗ вырӑнта уҫнӑ. Ҫавӑнтанпа кунта ҫулсеренех лицеист-ачасем вӗренеҫҫӗ.

 

— Ҫак хӑтлӑ та малашлӑхлӑ шкулта эсир пысӑк хавхаланупа вӗренессе шанас килет. Пӗлӳ ҫуртӗнче чи-чи лайӑх вӗренекен лицеистсем пулни те кӑмӑллӑ. Кайран вӗсенчен пурте тенӗ пекех Чӑваш патшалӑх университетне е ытти аслӑ вӗренӳ заведенийӗсене вӗренме кӗреҫҫӗ. Паян Патӑрьел ҫамрӑкӗсемшӗн, манӑн пӗчӗк ҫӗршывшӑн, аслӑ пӗлӳ тӗнчине туртӑнмалли, ӑнтӑлмалли тепӗр ҫул уҫӑлнӑшӑн эпӗ питӗ савӑнатӑп. Пулас студентсем валли кунта пурте ҫителӗклӗ: Пӗлӳ ҫуртне газ кӗртнӗ, пӳлӗмсене хальхи компьютер техникипе пуянлатнӑ. Кунтах пуян библиотека фончӗ, наукӑпа тӗпчев лабораторийӗ пур. Вӗренекенсене ЧПУн чи лайӑх преподавателӗсем пӗлӳ параҫҫӗ. Манӑн тӗллев – вырӑнсенче пысӑк квалификациллӗ специалист пулас ӗмӗтлисене пулӑшасси, вӗсен ҫулне уҫасси, – терӗ Лев Пантелеймонович вӗренекенсемпе вӗрентекенсене пӗлӳ каҫалӑкӗнче ӑнӑҫу сунса.

 

Ҫӗнӗ вӗрентӳ-хатӗрленӳ центрӗ уҫнӑ ҫӗре Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗсем, ЧПУн Патӑрьел филиалӗн директорӗ Л.Лялина, ЧПУн Канаш филиалӗн директор ҫумӗ М.Верзакова, Пӗлӳ ҫурчӗн директорӗ А.Викторов, районти вӗренекенсемпе ашшӗ-амӑшӗ хутшӑнчӗҫ. Аслӑ шкула вӗренме кӗмелли хатӗрленӳ центрӗ ачасене экономика, медицина, инженерла-техникла, гуманитари ӑслӑлӑхӗсем енӗпе хатӗрлӗ. Ҫак кунах компьютерпа ӗҫлеме хӑнӑхас енӗпе те ятарлӑ курс уҫрӗҫ.

 

Источник новости («Авангард», Батырево)

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем