Эрнекун, пушӑн 18-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Александр Никонорович Алимасовӑн куравӗ уҫӑлнӑ. Ӑна пултаруллӑ ӳнерҫӗ пирӗнтен вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑранпа 40 кун ҫитнӗ тӗле йӗркеленӗ.
Александр Алимасовӑн ӗҫӗсем гуманитари институчӗн 2-мӗш хутӗнче вырнаҫнӑ, эсир вӗсемпе ӗҫ кунӗсенче 9-па 17 сехет хушшинче паллашма пултаратӑр.
Алимасов Александр Никонорович — чӑваш ӳнерҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ. 1935 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Пишпӳлек районӗнчи Ермолкино ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш ӳнерҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗ (1995).
Александр Никонорович кӑҫал нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче 77 кайсан вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗчӗ.
Шупашкарти ӳнер училищине (1964 ҫулта), Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн ӳнерпе графика факультетне (1974) вӗренсе пӗтернӗ. Телевиденире ӗҫленӗ, педагогика институтӗнче, ӳнер училищинче вӗрентнӗ. Чӑваш Республикин Мускаври елчӗлӗхӗ ыйтнипе Александр Никонорович чӑвашсен чи паллӑ ҫыннисен сӑнӗсене (Н.Я. Бичурин, Н.И. Ашмарин, И.Я. Яковлев, П. Хусанкай, П.Е. Егоров тата ыт.те) ӳкерсе панӑ, вӗсем халӗ унта упранаҫҫӗ.
Юлашки ӗҫӗ — гуманитари институчӗн вулав залӗнчи паллӑ ӑсчахсен портрет галлерейи валли тунӑ паллӑ археолог Каховскийӗн сӑнӗ.