Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Японири ҫӗр чӗтренӗвӗ кӳнӗ сиен

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
tvn 16.03.2011 21:00 | 1798 хут пӑхнӑ
«Фукусима-1» АЭСӗ. AFR сӑнӗ
«Фукусима-1» АЭСӗ. AFR сӑнӗ

«Фукусима-1» АЭСӗн хӑрушлӑх шайӗ Чернобыльти авари патнелле ҫитнӗрен ЕП шухӑшӗпе тепӗр темиҫе сехетрен Япунире апокалипсис пуҫланмалла.

Европарламент умӗнче энергетика еврокомиссарӗ Гюнтер Оттингер сӑмахне ӗненес пулсан, япунсен «Фукусима-1» АЭСӗ тӗрӗслев тытӑмӗнчен тухса ӳкнӗ - кун пирки Reuters пӗлтерет.

Еврокомиссар шухӑшӗпе, темиҫе сехетрен Японири лару-тӑру пысӑк катастрофӑна куҫасси патне ҫитнӗ — утравра пурӑнакансен пурнӑҫӗ хӑрушлӑха ӳкме пултарать. АЭС системинчи сивӗтмӗш хатӗрӗсем юрӑхсӑра тухнӑран Гюнтер Оттингер хӑйӗн сӑмахӗнче «эпир халӗ катастрофӑпа питӗ пысӑк катастрофа хушшинче тӑратпӑр» тесе пӗлтерчӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Япунири лару-тӑру пирки информаци сахал пулни ҫинчен ӳпкелешрӗ.

Раҫҫей патшалӑхӗн Росатом корпараци пуҫлӑхӗ Сергей Кириенко шухӑшӗпе Японири кризис чи япӑх сценари еннелле куҫни пирки палӑртрӗ. Унӑн шухӑшӗпе, Раҫҫейӗн Инҫет Тухӑҫӗнче пурӑнакансемшӗн хӑрушлӑх халлӗхе ҫук-ха.

Ку пӑтармах чылай патшалӑха хӑйӗн атом энергетикин программине ҫӗнӗрен пӑхса тухма хистенӗ. Китай влаҫӗсем, тӗслӗхрен, ҫӗнӗ атомлӑ электростанцисене никӗслеме чарнӑ. Хальхи вӑхӑтра усӑ куракан тата ҫӗнӗрен хӑпартакан АЭС-сене те анлӑн тӗрӗслеме пуҫланӑ. Германи правительстви ҫав шутрах 1980-мӗш ҫулччен хӑпартнӑ 7 атомлӑ электростанци ӗҫне чарса лартнӑ. Венесуэла президенчӗ Уго Чавес вара ҫӗршывра АЭС тума чарнӑ

#пӑтӑрмахсем, #тӗнчере

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.rbc.ru
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем