Кӑҫал Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑранпа 70 ҫул ҫитет. Ӑна халалласа ятарлӑ проект пуҫарнӑ — «Астӑвӑм ҫырӑвӗсем».
Ҫак хӑрушӑ вӑрҫӑ кашни яла, кашни киле пырса тивнӗ — салтака ӑсатнӑ, тылра ӗҫленӗ. 70 ҫул иртнӗ пулин те хӑш-пӗрисен фронта янӑ ҫырусем упранаҫҫех. Проект тарӑх ҫав ҫырусене пухса кӗнеке кӑларасшӑн, ҫавӑнпа та пуҫаруҫӑсем тӑванӗсене (ачисене, мӑнукӗсене) вӗсене ярса пама ыйтаҫҫӗ.
Ҫырусене хӑварӑн килсе леҫмелле мар, хальхи технологисемпе усӑ курмалла — сканерламалла (е фотоаппаратпа ӳкерсе илмелле) та siru@chuvash.org адреспа ярса памалла.
Сирӗн килте е тӑванӑрсем патӗнче ҫавнашкал ҫыру упранса юлнӑ пулсан — проекта, тархасшӑн, пулӑшӑр! Хӑвӑршӑн та лайӑх пулӗ — сирӗн тӑванӑрсем янӑ ҫыру кӗнекен тухса ӗмӗрлӗхе упранса юлӗ.