Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Мӑн Шемертенре те малашне Культура Ҫурчӗ ӗҫлӗ!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 24.12.2010 15:44 | 1809 хут пӑхнӑ

Етӗрне районӗнчи Мӑн Шемертенре ял Культура ҫуртне уҫрӗҫ. 1710 ҫын пурӑнакан Мӑн Шемертен ял тӑрӑхӗ валли ку чӑн та пысӑк уяв пулчӗ. Культура ҫуртне Чӑваш Республикин Президенчӗн «Чӑваш Республикинчи ялти култура учрежденийӗсене ҫӗнетмелли мерӑсем ҫинчен» Хушӑвне пурнӑҫа кертнӗ май ҫӗнетнӗ. Базӑллӑ культура ҫуртне уҫма Шупашкартан Чӑваш Республикин Культура министрӗ Лизакова Роза Михайловна, ҫавӑн пекех Етӗрне районӗн пуҫӗ Краснов Александр Андреевич, Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Бандурин Сергей Николаевич тата ытти чаплӑ хӑнасем килсе ҫитнӗччӗ.

Культура ҫуртне уҫнӑ май фойере ял тӑрӑхӗнчи алӗҫ ӑстисен ӗҫӗсен куравне вырнаҫтарнӑччӗ.

 

Мӑн Шемертен ял тӑрӑхне пурӗ 6 ял кӗрет, 1700 ытла ҫын пурӑнать. Ку тӑрӑхра 3 культура ҫурчӗ, 3 клуб, пӗр клуб-вулавӑш, тӗслӗхлӗ вулавӑш, 2 музей, ӳнер шкулӗн илем уйрӑмӗ, пӗр вӑтам шкул, 2 фельдшер пункчӗ, чиркӳ пур. Культурӑпа кану сферинче 8 ҫын вӑй хурать, вӗсенчен 5-мӗшӗ аслӑ пӗлӳ илнӗ, 1 — ятарлӑ вӑтам, 2-ӗшӗ — вӑтам пӗлӳ. Район шайӗнче иртекен Анисим Асламас ячӗллӗ халӑх пултарулӑхӗн фестивалӗнче Мӑн Шемертен ял тӑрӑхӗн ушкӑнӗ яланах 2-мӗш вырӑн йышӑнать.

Мӑн Шемертен культура ҫуртне 1992 ҫултах тума тытӑннӑ. 2003 ҫулта ҫурта электричествӑпа газ кӗртнӗ. 2004 ҫулта тӗрлӗ мероприятисем валли фойене усӑ курма тытӑннӑ. 2008 ҫулта ҫак ҫурта туса пӗтерме 171 пин тенкӗ, пӗлтӗр — 154 пин тенкӗ уйӑрнӑ пулнӑ. Кӑҫал вара укҫа- тенкине самай хывнӑ — республика бюджетӗнчен 863,7 пин тенкӗ, ҫавӑн чухлех Ман Шемертен укҫи-тенкинчен.

Ҫапла май Мӑн Шемертенре те халь культура ҫурчӗ ӗҫлӗ.

Мероприяти савӑнӑҫлӑ концертпа вӗҫленчӗ.

#Етӗрне районӗ, #Мӑн Шемертен, #Мӑн Шемертен ял тӑрӑхӗ, #культура ҫурчӗсем, #культура

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем