Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Шкулсенчи ҫӗнӗлӗх

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
galina.belkova 07.11.2010 22:07 | 1491 хут пӑхнӑ
Хырхӗрри тӗп шкулӗнче 5-мӗш класра вӗренекенсем. ОРКСЭ урокӗ.
Хырхӗрри тӗп шкулӗнче 5-мӗш класра вӗренекенсем. ОРКСЭ урокӗ.

Паллӑ ӗнтӗ, ҫӗр ҫинче икӗ пине яхӑн тӗрлӗ халӑх пурӑнать. Кашни халӑхӑнах хӑйне евӗр йӑли-йӗрки, тӗн-ӗненӗвӗ. Пирӗн Кӗтне тӑрӑхӗнче те авалтанпах ҫумма-ҫуммӑн чӑваш, вырӑс, тутар халӑхӗсем туслӑн пурӑнаҫҫӗ, ирҫе, ҫармӑс тата ытти халӑх ҫыннисем те тӗл пулаҫҫӗ. Ҫывӑхра пурӑнакан халӑхсем пӗр-пӗрин йӑлисене хӑнӑхса-ӑнланса пыма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫак пулӑм малалла аталантӑр тесе иртнӗ 2009/2010 ҫулӑн тӑваттӑмӗш чӗрӗкӗнче Раҫҫейри ятарласа суйласа илнӗ регионсенчи пӗтӗмӗшле вӗренӳ паракан шкулсенче ҫӗнӗ предмет — ОРКСЭ (Основы религиозной культуры и светской этики) вӗрентме тытӑнчӗҫ. Ӑна ертсе пыма кӗҫӗн классенче вӗрентекенсене ятарласа Вӗрентӳ институтне чӗнсе илсе хатӗрлени ҫинчен Комсомольски район хаҫатӗнче ҫырса пӗлтернӗччӗ. Пӗлтӗрхи тӑваттӑмӗш класра вӗренекен ачасем кӑҫал та ҫӗнӗ предмета малалла вӗренчӗҫ. Районти чылай ашшӗ-амӑшӗ ачисене православи тӗн йӗркине вӗрентме кӑмӑл турӗ. Унсӑр пуҫне хӑйсен пепкисене этика, ислам тата тӗнчери тӗн йӗркисемпе паллаштарас текенсем те пур. Ачасене вӗренме меллӗрех пултӑр тесе вӗрентӳ кӗнекисемсӗр пуҫне электронлӑ пособисем те кӑларнӑ. Ҫак вӗрентӳ хатӗрӗсем нумай енлӗ те пуян: кунта тӗрлӗ сӑнӳкерчӗксем, схемӑсем, сӑвӑсем, паллӑ ҫынсем. Ачасем вӗренӳре еплерех ӗлкӗрсе пынине тӗрӗслемелли тестсемпе тренажерсем, интерактивлӑ майсем. Пиллӗкмӗшсем ҫак уроксене хапӑлласах ҫӳреҫҫӗ, нумай ыйтусене сӳтсе явса хуравсене пӗрле шыраҫҫӗ.

Вӗрентекенсем те уроксене ирттермелли ҫӗнӗ майсем тупма тӑрӑшаҫҫӗ. Юпан 28-мӗшӗнче пирӗн районти ОРКСЭ предметне вӗрентекенсем Комсомольскинчи пӗрремӗш номерлӗ шкула пуҫтарӑнчӗҫ. Пушӑ алӑсемпе мар — кашниех хӑй хатӗрленӗ пӗр-пӗр урок презентацийӗ е методика сӗнӗвӗсене илсе килнӗ. Кашни вӗрентекенӗн хӑйӗн методика майӗ, урокра усӑ курмалли сӗнӗвӗ пур. Фестиваль ӗҫлӗ лару-тӑрура иртрӗ. Чӑн та, пӗр-пӗринчен вӗренмелли питех те нумай. Фестивале хутшӑнакансем хатӗрленӗ ӗҫсенчен кашнинех пысӑк хак пама пулать. Вӗсенчен лайӑххисене суйласа илме вара питех те ҫӑмӑл пулмарӗ. Ҫапах та пӗрле сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн пилӗк ӗҫе «Чи лайӑххисем» тесе палӑртса Республика шайӗнче ирттерекен фестивале яма шут тытрӗҫ. Вӗсене Комсомольскинчи пӗрремӗш (Е.Сереброва), Нӗркеҫри (Л.Кузнецова) тата Ӗнелти (Н.Шамбулина) вӑтам, Хырхӗррипе (Г.Белкова) Александровкӑри (И.Воробьева)тӗп шкулсенче вӗрентекенсем хатӗрленӗ.

Чӗрӗк вӗҫленнӗ вӑхӑтра пирӗн ҫӗршыра паллӑ уява — Халӑх пӗрлӗхӗн кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Шӑпах ҫак куна халалланӑ та ӗнтӗ ҫӗнӗ предметӑн юлашки урокне. Ӑна пысӑк илемлӗ уяв пек туса ирттерме палӑртнӑ. Ачасен тӗрлӗрен халӑх юрри-ташшине, йӑли-йӗркине, апат-ҫимӗҫне сӑнласа пама, килти ҫывӑх ҫыннисем ҫинчен каласа парса паллаштарма юрать.

Ҫак уроксене ҫӳренӗ тӗрлӗ халӑх ачисем пӗр-пӗрин йӑлисене, тӗн тытӑмне, пурнӑҫ йӗркине ӑнланса пырасса шанас килет. Эпир пурте тӗрлӗрен пулсан та — эпир пурте — Раҫҫей ҫыннисем!

#Комсомольски, #шкулсем, #тӗн, #Комсомольски районӗ

 

Комментари:

Саша // 3441.61.8089
2010.12.23 21:51
Отметкăсем чăнах та лартмаççĕ-и вара?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем