Чӑваш Енре апат-ҫимӗҫ хакӗ иртнӗ эрнерен мӗнлерех улшӑннӑ? Хӑшӗсен хакӗсем хӑпарнӑ? Мӗн йӳнелнӗ? Чӑвашстат нарӑсӑн 21–29-мӗшӗнчи хаксене тишкернӗ.
Ҫак тапхӑрта помидор 6,3 процент ӳснӗ. Ҫавӑн пекех сӗт хакӗ хӑпарнӑ — 2,4 процент. Лавкка-пасарта панулми, хӑяр, ҫӗрулми, купӑста хакланнӑ.
Ҫав вӑхӑтрах пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вир кӗрпи, сурӑх какайӗ, кӑлпасси йӳнелнӗ. Сухан, кишӗр, сахӑр, рис, ӗне какайӗн хакӗ те кӑштах чакнӑ.