Нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Чӑваш Республикин халӑх артистки, Ҫеспӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн сцена ӑсти Лидия Красова 65 ҫул тултарасси, уяв каҫне нарӑсӑн 16-мӗшӗнче ирттерме палӑртни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Ӗнер Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Лидия Красова вылякан спектакльсенчен пӗрне, «Ҫерем ҫинчи ҫиҫӗм» ятлине, кӑтартнӑ. Спектакль умӗн юбиляра культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов саламланӑ май артиста ҫутҫанталӑк ӑсталӑх панине, Лидия Красован шалти чунӗн пуянлӑхне палӑртнӑ. Театр ӗҫченӗсем пӗрлешӗвӗн яваплӑ ҫыруҫи Галина Скворцова, Вӑрнар район ентешлӗхӗн ертӳҫи (Лидия Красова Вӑрнар районӗнчи Тӑвальушкӑнь Ялтӑра ялӗнче ҫуралнӑ) Андрей Суварин саламланӑ.