Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Красноармейски районӗнче те паян пӗрремӗш шӑнкӑрав янрарӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.09.2010 15:43 | 1505 хут пӑхнӑ

Паян Красноармейски районӗнчи шкулсенче те пӗрремӗш шӑнкӑрав янӑрарӗ. Пӗлӳ кунӗнче шкул партти хушшине 1900 ача ларчӗ. Вӗсенчен 156-шӗ — пӗрремӗш хут.

Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.В.Александров ялти иккӗмӗш номерлӗ шкулта пулчӗ, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа ачасене, вӗрентекенсене, ашшӗ-амӑшне тата педагогика ӗҫӗн ветеранӗсене саламларӗ. Тӗрлӗ конкурсра ҫӗнтернӗ вӗренекенсемпе вӗрентекенсене Хисеп хучӗсемпе Дипломсем парса чысларӗ. Савӑнӑҫлӑ линейкӑра шкул директорӗ С.М.Николаева тата районти педагогика ӗҫӗн ветеранӗсен организацийӗн ертӳҫи Л.Г.Григорьев тухса саламлӑ сӑмах каларӗҫ. Пӗрремӗш шӑнкӑрава кӑҫал вунпӗрмӗш класра вӗренекен Миша Фризенпа пӗрремӗш класс вӗренекенӗ пачӗҫ.

Трак чӑваш-нимӗҫ гимназийӗнче Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ Ю.А.Васильев пулчӗ, вӗренӳ ҫулӗн пӗрремӗш шӑнкаравӗ янӑранӑ ятпа саламларӗ. Линейкӑра хӑйсен салам сӑмахне гимнази директорӗ Г.И.Юлмасова тата шкулти попечительсен канашӗн председателӗ И.В.Дмитриев каларӗҫ. Шкулти чи лайӑх вӗренекенсене Мухтав хучӗпе чысларӗҫ. Пӗрремӗш шӑнкӑрав сассине кӑлараканни кӑҫал Галина Илларионовна Юлмасова пулчӗ.

Районти пур шкулта та Пӗлӳ кунне халалланӑ уяв йӗркекллӗ те савӑнӑҫлӑ иртрӗ.

 

Сӑн пуххисем: 1-мӗш, 2-мӗш

#Красноармейски районӗ, #шкулсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем