Елчӗк районӗн официалла сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх районти уйсенче ӗҫ хӗрӳ пырать — ҫурлан 26-мӗшӗ тӗлне кӗрхи тырра 878 гектарта (ку планланин 12% пулать) лартнӑ.
Майӗпен ҫӗрулми те кӑлараҫҫӗ. Паянхи кун тӗлне пурӗ 75 гектар кӑларса пӗтернӗ. Шел те, ҫуллахи шӑрӑха пула тухӑҫлӑх пӗчӗк — гектартан пурӗ те 59 центнер ҫеҫ. Ҫӗрулмие «АСК-Елчӗк», «Нива» ял хуҫалӑх предприятийӗсенче тата хӑш-пӗр фермер хуҫалӑхӗсенче ҫеҫ кӑлараҫҫӗ-ха.
Унсӑр пуҫне, район сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Сатурн» ЯХПК, «Победа» ТМЯО, «Комбайн» ЯХПК-сенче 71 гектар рапс акнӑ. Ҫавӑн пекех 10 650 гектар ҫӗре сухалама ӗлкӗрнӗ.