«Открытые данные» (чӑв. Уҫӑ кӑтартусем) информаци ресурсӗсен регионти порталӗсен танлаштарӑмӗнче Раҫҫӗйре пиллӗкмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Тӗпчеве «Инфометр» проект ирттернӗ. Унтисем пахаланӑ тӑрӑх, пирӗн республика уҫҫӑнлӑх енӗпе экспертсемпе усӑ куракансен 88,7 процентне тивӗҫтерет. Аудита 86 йышши параметрпа ирттернӗ.
Ҫуркуннехи танлаштарӑмра та пирӗн республика начар вырӑнта пулман. Ун чухне вӑл улттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Халӗ, ав, регионсенчи сайтсемпе разделсем хушшинче кӑтарту тата лайӑхланнӑ.
Аса илтерер, «Открытые данные» республика порталӗ 2013 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ӗҫлесе кайнӑ. Вӑл влаҫ органӗсен ӗҫ-хӗлӗ пирки ҫӑмӑллӑнах пӗлме май парать. Ҫав вӑхӑтра унта 183,8 пин хут ытла кӗрсе пӑхакан тупӑннӑ.