Вӑрмар районӗнче «Чӑваш Ен — тӑлӑхсемсӗр!» республикӑри автокаравана хутшӑнакансем районта пурӑнакансемпе тӗлпулу ирттернӗ.
Ларӑва район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗн пуҫлӑхӗ Ю. Соколов уҫнӑ,
Шел те, хӑшӗсем ҫуралсанах, теприсем каярах тӗрлӗ сӑлтава пула ашшӗ-амӑшӗн ӑшшисӗр тӑрса юлаҫҫӗ те ача ҫурчӗсенче лекеҫҫӗ. Турра шӗкӗр ырӑ чунлӑ ҫынсем вӗсене кил ӑшши пама май тупаҫҫӗ. Ун пеккисем Вӑрмар районӗнче те пур.
ЧР ҫамрӑксен политикин министерствин пай пуҫлӑхӗ С. Сырмолотова, райадминистрацин вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗн начальникӗ Ю.Соколов усрава илнӗ ашшӗ-амӑшӗсене — С. Корниловӑна, В. Петрована, А. Козыревана, А. Хованские, Н. Семенова, Ю. Сергеева, Т. Максимована, В. Авакована Тав ҫырӑвӗсемпе чысланӑ.