Шупашкарти шкулсенчи апатланмӑшсенчи йӗркене улаштарасшӑн. Ачасене апат-ҫимӗҫе суйламашкӑн май туса парасшӑн.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, «Швеци сӗтелӗ» тытӑмӗпе ӗҫлекен апатлану 20 тенкӗрен пуҫласа (ирхи апатшӑн) 60 тенкӗ таран (кӑнтӑрлахи апатшӑн) тӑма пултарӗ. Ку хальхинчен кӑштах хаклӑрах. Анчах ку апат-ҫимӗҫ пахалӑхлӑрах тесе шутлаҫҫӗ.
Ку йӗркене кӗртесси пирки халӗ шкулсенче ашшӗ-амӑшӗсен пухӑвӗнче сӳтсе яваҫҫӗ. Ыйтӑмра 586 ҫын хутшӑннӑ. Ку йӗркешӗн респондентсен 87,4 проценчӗ хирӗҫ мар. 11,1 проценчӗ – хирӗҫ. Ыттисем хуравлама тӑхтанӑ.
Ку тытӑма 8-11-мӗш классенче кӗртме палӑртнӑ. Анчах ашшӗ-амӑшӗ ҫакна кӗҫӗннисем валли те кӗрттересшӗн.