Нумай пулмасть ASCAP (Америкӑри кӗвӗҫӗсен, авторсен тата издательсен пӗрлӗхӗ) организаци хӑйӗн пайташӗсене ҫыру валеҫнӗ — унта Creative Commons, EFF, Public Knowledge йышши пӗрлӗхсемпе кӗрешме нимелле укҫа пухма пуҫлани пирки пӗлтернӗ. Creative Commons вӗсен хушшинче чи палли — ку пӗрлӗхсем контента ирӗклӗ сарма май паракан юхӑма тытса тӑраҫҫӗ.
«Паян, — тенӗ ҫырура, — пирӗн ума хальччен курман пысӑк йывӑрлӑх тухса тӑрать. Creative Commons, EFF, Public Knowledge йышши пысӑк енчӗклӗ техно-компанисем пирӗн Copyright вырӑнне Copyleft йышӑнтарас тесе ырми-канми ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем хӑйсене потребительсен прависене хӳтӗлекен пек кӑтартаҫҫӗ, анчах та тӗрӗссипе вӗсем пирӗн юрӑсемшӗн тӳлесшӗн мар ҫеҫ. Вӗсен тӗллевӗ — пирӗн юрӑсем тӳлевсӗр пулмалли пирки пӗлтересси ҫеҫ.»
Creative Commons пӗрлӗх, тӗрӗссипе каласан, хайлавсене автор правипе (copyright) кӑларакансене ним енчен те хӗсӗрлемест. Хӑйсен ӗҫӗсене ку лицензипе кӑларакансем хайлавсене ҫынсем патне ытларах ҫитерме ҫеҫ пулӑшать. Creative Commons лицензине аталантарма пулӑшакансем Copyright хальхи вӑхӑт ыйтнине тивӗҫтереймест теҫҫӗ.
Creative Commons-ӑн (чӑвашла та вырӑсла та куҫарӑвӗ ҫирӗпленмен-ха) тӗп тивӗҫӗ — автор валли хайлавӑн хӑш-пӗр прависене халӑха пама майсем тӑвасси.