Кӑҫал ҫу кунӗсем Атӑл тӑрӑхӗнче шӑрӑх тӑраҫҫӗ. Ҫумӑрӗ ҫукаласа иртет пулин те ун нӳрри таврана йӗпетме ҫитеймест. Йӑлӑм енче те пушар тухас хӑрушлӑх вӑйлӑ. Мари Элӗн вырӑнти ИӖМ (Инкеклӗ ӗҫсен министерстви) пӗлтернӗ тӑрӑх «Мари Чодра» наци паркӗнче вут алхасать. Кун пирки «Интерфакс» хыпарлать.
Вут Илет посёлок патне ҫитме пуҫланӑ. Пушар пирки хыпар ИӖМе ҫитнӗ хыҫҫӑнах вӑрман хӗрринче пурӑнакан 75 ҫынна эвакуциленӗ. Ҫапах та ҫил тепӗр енчен вӗрме пуҫланине кура посёлокшӑн (унта 400 ытла ҫын пурӑнать) хӑрушлӑх ҫук пулӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Вырӑнти 19 сехет тӗлне вут 80 гектарта алхасать тесе пӗлтереҫҫӗ.