Утар


Хитре иккен колхоз утарĕсем!..


Хитре иккен колхоз утарĕсем!

Йĕри-тавра ал çупрĕ улмуççи.

Чăмăртанаççĕ йышлă улмисем:

кĕренленсе çитсессĕн татса çи!

Профессорсем-ши тетĕн аптраса

кунти шап-шур халатлă çынсене.

Ĕçлеççĕ мучисем канашласа:

çил пытанать сухалĕсем ăшне.

Çынсен ĕçне ыр ĕмĕр пулăшать.

Çакна кунта туллин туятăн эсĕ:

Сар тулă çеç-им кирлĕ ялйыша?

Кашни килте нăк лартăр пыл чĕресĕ.

Пуян иккен колхоз утарĕсем,

çĕклеççĕ ĕмĕте татах вĕсем.