Кӑвакал


Хуркайакпа кӑвакал


Пĕр кăвакал хуркайăкран ыйтнă:

— Хуркайăк, мĕншĕн какалатăн? — тенĕ.

— Çăмарта тăрă пулнăран, — тенĕ хуркайăк.

— Вăл тăрă çăмартана Чăваш совет писателĕсен Союзне конкурса тăрат, — тенĕ кăвакал.

— Манран эсĕ аялта вĕçетĕн, анчах литература ĕçĕ çине çиелтен пăхатăн. Эс каланă пек тăвасси манран пулас çук, — тенĕ хуркайăк.

Кăвакал, хирĕç калама сăмах тупайманнипе аптраса, кутăн чакнă.

Халĕ çав кăвакал çăмарта тума ларнă, тет. Тунă çăмарти тăрă пулнипе тăрă пулманнине пăхмасăрах литература конкурсне тăратма шухăшлать, тет.

Кӑвакал чӗпписен юрри


Нарт-нарт-нарт, нарт-нарт-нарт!

Шурăмпуç шуралчĕ, нарт!

Ĕнтĕ вăхăт выляма,

Васкар халĕ урама.

 

Нарт-нарт-нарт, нарт-нарт-нарт!

Хаваспа утатпăр, нарт!

Килтĕмĕр пĕве хĕрне,

Шыв сапатпăр пĕр-пĕрне!

 

Нарт-нарт-нарт, нарт-нарт-нарт!

Ишнĕ май чăматпăр, нарт!

Выльăпăр пытанмалла,

Хӳререн вăшт тытмалла.

 

Нарт-нарт-нарт, нарт-нарт-нарт!

Каçхи шуçăм çитрĕ, нарт!

Килелле халь каймалла,

Килĕпĕр ыран, калла!