Йăнăш


Йăнăшрăм нумай...


Ăçта кайса ăçта çитсен те —

çулсем ан пулччăр пушăлла.

Çӳрерĕм, юрату тупмарăм,

выртса эп йĕтĕм ачалла.

Сӳнмерĕ пур пĕр, кĕрлерĕ

чĕреçĕм; йăнăшрăм нумай

ун сассине итле пĕлмесĕр

туса-йыша итленĕ май.

 

Ăçта кайса ăçта çитсен те,

шыратпăр эпĕр тĕрĕсе —

çӳрерĕм, тĕрĕслĕх тупмарăм,

пур юнăм тăчĕ вĕресе.

Пĕртен пĕр тĕрĕс-мĕн хĕрӳллĕ

чĕре; эп йăнăшрăм нумай

ун сассине итле пĕлмесĕр

туса-йыша итленĕ май.

«Ăсăмпа та килĕшмест-ши кăмăл...»


Ăсăмпа та килĕшмест-ши кăмăл —

Хăш чухне çак кăткăс пурнăçра

Йăнăш çул тупма, чăнах та, çăмăл,

Йывăр ăнланмашкăн вăхăтра.

 

Улталатъ-çке темшĕн кăмăл-туртăм

Çĕнтерсе чылай чухне ăса,

Йăнăш еннелле хăш чух пĕр утăм,

Утăм — çухатмашкăн намăса.

«Лашине тĕрĕс тытрăм тесе...»


Лашине тĕрĕс тытрăм тесе,

Çунине кӳлме пĕлтĕм тесе,

Çулĕ çывăх та тикĕс тесе,

Сулнăка сулăнмастпăр тесе,

Юр çутиллĕ каç сĕмĕ тесе,

Юр çутиллĕ каç сĕмĕ тесе,

Кил тĕлне уйăх çакнă тесе

Эп шутланă.

Лашине тĕрĕс мар тытнă эп,

Çунине урăхла кӳлнĕ эп.

Çулĕ пулнă ытла аякра,

Шуç тупань пулнă-мĕн — сулнăкра.

Эп пĕлмен тĕттĕм каç ултавне,

Шаннă çеç кĕмĕл вут тăхрине.

Уйăхпа хĕвеле уяман.

 

Шутласан сахал мар йăнăш ман...

Савăнăçлă... йăнăш


— Йăнăш кайнă! — сывлăх суннă-сунман каласа хучĕ Ватранков аллинчи хаçат çине пуçĕпе сĕлтсе. Вăл ялта пурăнать, хаçат-журнала тăтăшах çырса тăрать. Общество корреспонденчĕ эппин. Халĕ Шупашкара килнĕ.

Пĕр хаçатăн паянхи номерĕнче унăн пысăк очеркĕ пичетленнĕ иккен. Çавăнти йăнăш пирки сăмах пырать. Паллах, авторшăн савăнмалли япалах мар ку. Анчах пăхатăп та — Ватранков пит пăшăрхансах ӳкмен пек. Калаçнă май куçне шахвăртуллăн çиçтерчĕ. Мĕн амакĕ?

Кăсăкланмасăр тӳсеймерĕм:

— Эс тем... çуллă икерчĕ евĕр паян. Япăх хыпар мар, лайăххи илтнĕ тейĕн. Мĕнле йăнăш кайнă вара?

— Пăхсам. Очерк геройĕн виçĕ мăнук тесе çырнă кунта. Тĕрĕссипе, тăваттăн вĕсем.

— Хăв мĕнле çырнă?

— Виççĕ тесе.

— Апла ху йăнăшнă?

— Йăнăшман!

— Ним те ăнланмастăп!

Ватранков ахăлтатса ячĕ.

— Эпĕ çырнă чухне мăнуксем чăнах та виççĕ пулнă. Анчах очерк редакцире çулталăка яхăн выртрĕ. Çав хушăра геройăн кĕçĕн ывăлĕ авланнă. Çамрăк мăшăрăн ача та çуралма ĕлкĕрнĕ. Вăт хушăннă çапла тепĕр мăнук.

Общество корреспонденчĕн «йăлтăравне» тинех ăнлантăм: йăнăш нимĕн чухлĕ те пăлхантармасть ăна. Пачах тепĕр майлă темелле-и: савăнăçлă йăнăш! Ара, тĕнчене тепĕр этем çĕмĕрттерсе çитнĕ-çке. Хаçатра çырасси... Кам пĕлет, тен, малашне, ӳссе çын пулсан, ырăпа сахал мар палăртĕç ăна. Хальхи «йăнăша» тӳрлетĕç.

Малалла

Пурнăçрни йăнăшăмсем


Нумай-и, пысăк-и? — пĕрех

Ман пурнăçри йăнăшсене

Сутма пулсассан, йӳнĕпех

Парасчĕ кирлĕ текене.

 

Пулман теместĕп. Вĕсенчен

Пĕри юлайнă ĕлĕке.

Тепри-ха халь те каçсенче

Пăсать ман ырă тĕлĕке.

 

Тытсассăн ĕç — алăсене

Чăлхантараççĕ серепен.

Канам тесен — чун хĕлĕхне

Карăнтараççĕ ерипен.

 

Чун тулашсан, пулас килет

Чăрсăртарах, чунсăртарах.

Çынран имен! — тĕксе илеç.

Йăвашланатăп самантрах.

 

Вĕсем ман пурнăçри уртмах,

Ĕшентереççĕ хулсене.

Çапах вăй тупăнать утма

Çитмелĕх хам тĕллев патне.

 

Манам тесен те, канăçа

Тупаççĕ пăтратма майне.

Алран тытса, вăрçа-вăрçа

Илсе пыраççĕ ĕç умне.

 

Вара шутлатăп:

Тĕнчере

Пӳрес тĕк йăнăшсăр утма,

Мĕскер хистейĕ-ши пире

Таса та çутăрах пулма?

Пурнăç тени


Ӳссе эп çитрĕм. Çын та пултăм.

Мĕскер вăл пурнăç? Куртăм-пĕлтĕм.

Нумай йĕм çĕтрĕм. Хамран хам култăм.

Арçын куççулĕпе те йĕтĕм.

 

Хури-шурри самай-çке пулнă,

Шăпа аллипеле те сулнă...

Сасартăк ӳкнĕ. Тăнă, Чупнă...

Асапĕ-терчĕ кая юлнă.

 

Халь асилетĕп. Кулăшла пек.

Тек йăнăш утăм тумăп та пек.

Тен, йăнăшсăр чăн пурнăç пулмĕ,

Тен, унсăр пурнăç асра юлмĕ?