Шăнкăртам


«Шăнкăртам хĕррине эп анатăп...»


Шăнкăртам хĕррине эп анатăп

Ирхине. Сывлама пит аван.

Ĕмĕтре сывлăшра ярăнатăп,

Пирĕшти пек хăвна эс туян.

 

Сенкерлĕхе вара путатăп,

Çавăнпа эп тата ачашрах.

Ытарми çĕн сăнсем эп куратăп,

Юмахри пек тĕнче ман умра.

 

Хырлăхри кайăк-кĕшĕк концерчĕ

Янăрать, янăрать таврара!

Чечексен ыр шăрши çĕклентерчĕ,

Халь ытла та-çке ырă чунра.

 

Сывлăмпа çут тĕнче, ав, çуталчĕ

Çĕн сăнпа хурлă шухăш çухалчĕ.

«Шутлатăн пуль…»


Шутлатăн пуль: хĕл сиввинче,

Çак Шăнкăртам шăнса пăчланчĕ.

Анчах, тăнла, пăр айĕнче

Тапса тăраççĕ, ăнлансамччĕ,

Çăлкуçĕсем. Вăй — вĕсенче!

 

Чĕре те вăй пухать çапла —

Çăл пек юратăва упрасчĕ.

Пурнăçра пĕрле ялан

Килĕштерсе кăна пурнасчĕ.