Чакак


Мухтанчăк чакак


Пĕррехинче, вăрман уçланкинче,

Чакак пуху пуçтарнă. Вăт тĕнче!

Тапратнă юптарма хăй юмахне —

Ăçтан кăна тупать-ши сăмахне?

Тӳрех пуçланă мухтама хăйне:

«Тупайăр-ши эсир ман пеккине?

Ĕçлетĕп эп пĕрмай, курман канса,

Иртет-çке вăхăтăм ăшталансах.

Çунатăмсем епле хăватлă ман!

Ман пек хитре никам вĕçсе курман.

Илемлĕ сассăм тĕнчере пĕрре,

Ачашлăх çуратать чун-чĕрере.

Вăрман мухтавĕ, чапĕ-сумĕ эп,

Ӳссе пырать кунсеренех хисеп», —

Тесе мухтанчĕ чакăлти чакак,

Шăв-шавĕпе çеç тухрĕ вăл «чапа».

Кăштах кăна илесчĕ именсе,

Чысна çухатăн эс вĕçкĕнленсе.

Хисеп хăех тупать сана, тăхта,

Хăвна çеç нихăçан та ан мухта...