Хирпуç


Тĕлĕнтермĕш чечек


Телейлĕ кĕркунне çаврăнса килчĕ иртнĕ çул маншăн. Мĕншĕн тесен пирĕн пата хăнана Мускавран икĕ сыпăкри аппа курма килчĕ. Эх, мĕн тери хытă савăнтăм эпĕ уншăн. Ара шутласа пăхăр-ха, ăна хам пурăнакан ялта пĕчĕк çул çӳрев ирттереетĕп-çке. Пĕр сăмахпа каласан, эпĕ: экскурсовод та, историк–краевед та, вăрманта ертсе çӳрекен сăнавçă та, кăмпаçă та пулма пултаратăп.

...Пĕр ирхине анне пире аппапа иксĕмĕре кукамай патне юнашар яла çыру кайса пама хушрĕ. Эпир хаваспах килĕшрĕмĕр. Пирĕн çул çывăхах мар. Эпир пахча хыçĕпе анса Пăнтти вăрманне çитсе тухрăмăр.

 

Пăнтти вăрманĕ — тĕлĕнмелле вырăн, кунта ытларах илемлĕ хурăнсем кашласа ӳсеççĕ. Ку вăрман Хирпуç çĕрĕ çинче вырнаçнă, (Чăваш Республикинчи Вăрнар районне кĕрет). Тĕрĕссипе вăл вăрман та мар, уйсене çилсенчен хӳтĕлеме лартнă вăрман тăрăхĕ. Çак вăрман Уравăш чиккинчен пуçланса хĕвелтухăçнелле Анча ял çĕрĕн чикки таран Хирпуç çĕрĕпе Рункă çĕрĕн чикки тăрăх тăсăлать. Сарлакăшĕ 10-12 метр. 1948-1949 çулсенче лартнă хурăнсем халĕ вăрман пек кашласа лараççĕ. Ку хурăнсене ун чухнехи колхоз председателĕ Андреев Пантелеймон Андреевич пуçарăвĕпе лартнă пулнă. Ялта ăна чăвашла Пăнтти тесе чĕннĕ. Унăн ятне хисепе хурса вăл йĕркелесе ларттарнă вăрман тăрăхне Пăнтти вăрманĕ тенĕ.

Малалла