Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
Ултă çул хушши шкула çӳресе, Анахвис тĕн йĕркисене нумай вĕреннĕ, тĕнчене турă пилĕк кун хушшинче тунă тенине те пĕлет. Ванюкпа иккĕшĕ клирос çинче тем чухлех юрланă. Тиечук вĕсене халĕ те чĕнет. Пурпĕр тĕне ĕненни çав териех çирĕп мар. Амăшĕ часовньăна вут тивертсе çунтарнине, çавăн пирки кĕтӳ çулĕ çине килнĕ манашкăсем мăнастире таврăннине те илтнĕ. Чиркĕве вăл ытларах кукамăшне юрасшăн, ытти ял çамрăкĕсемпе курнăçассишĕн çӳренĕ. Халь аппăшĕ тĕне хирĕç калаçни Анахвисе питех тĕлĕнтерчĕ. Тĕплĕрех ыйтса пĕлесшĕнччĕ, кукамăшĕ кĕни чăрмантарчĕ.
— Ара, Натюш, ма халех тăнă эсĕ? — хĕрĕ ура çинчине курса тĕлĕнчĕ Уляна.
Натюш пĕрре пăхсах амăшĕ çĕр каçиччен йăлт улшăннине асăрхарĕ. Ĕнер хăйне тăнăçлă, пуçне çĕклесерех тытатчĕ. Паян пачах йăшни палăрать. Çĕр хута макăрнăран-и, куçĕсем хĕп-хĕрлĕ, куç хупанкисем тăртаннă. Натюш çакна аван ăнланчĕ: тем пулсан та амăшĕн кăмăлне çавăрмалла. Чи малтан хăйĕн пăшăрханăвне кăтартма юрамасть.
— Ыйхă чăпти пекех çывăрнă эп. Тĕлĕк курнине те астумастăп. Эсир чиркĕве кайма хатĕрленетĕр пуль. Уттарăрах, килти ĕçсене хам тăвăп.
Хĕрĕ хуйхă-суйхă çук пек лăпкăн калаçни Уляна кăмăлне çĕклентерчĕ. Натюша та чиркĕве пыма чĕнесшĕнччĕ вăл, тĕрмене хупичченех хĕрĕ тĕн йĕркисене хисеплеменнине аса илчĕ те:
— Тăкăнса тăракан ĕçех çук. Хамăр та ĕлкĕрĕпĕр. Сан кăшт кансан та юрĕ, — терĕ кăна.
— Эх, анне... Мана кĕçĕр канни те çителĕклĕ. Эп хама хам нихçан асап тӳсмен çын пекех туятăп. Сана тесен, ӳснĕ хĕрӳсем пур çинче, шăп канма вăхăт. Çапла-и, Анахвис?.
— Çапла, çапла, аппа.
— Илтрĕн-и, Анахвис та манпа пĕр канашлă.
Хĕрĕпе мăнукĕ ырă сунни Уляна чĕрине ăшшăн хускатрĕ.
— Эй, ачамсем... — чĕрĕленерех чĕнчĕ вăл. — Ура утнă, куç курнă чух ĕç пăрахса яла култарас марччĕ-ха. Эс таврăннă май хамăн та вăй-хал хутшăнчĕ.
Шухăшсем ырă-тату вĕçленнĕ хыççăн Натюш шыв кӳме шутларĕ.
— Çăл патне кайса килесшĕн, витресем ăçта-ши?
— Унтахчĕ... — ушпуççи сакки еннелле кăтартрĕ Анахвис. — Анчах чăрманма кирлĕ мар, аппа. Хам каятăп.
— Мĕн чăрмавĕ унта? Тĕрĕссипе ялйыша курас, весемпе сăмахласа пăхас килет. Хăвах пĕлмелле, çăл патĕнчинчен урăх çĕрте энĕшкассисемпе тĕл пулма хĕн. Тумтир тупса пар-ха!
— Сан тумтирсене паçăрах кĕртсе çакнăччĕ. Ку темĕн ăшăннă та ĕнтĕ. Мĕн тăхăнасшăн эсĕ?
— Халь сивĕ мар, сăхманпа та шăнмăп.
Пит-куçа чĕпĕтекен ирхи çанталăкра сывлăш уçă, сывлама çăмăл. Чан сасси çав-çавах янлать. Натюша сасартăк тĕрмерен каç çеç таврăннă пек мар, килтех пурăннă та çамрăк чухнехи евĕр туйăнса кайрĕ. Çакнашкал чан çапнă вăхăтра шыв сахал кӳнĕ-им. Тумтирĕ çук пирки ун чиркĕве сайра çӳреме тивнĕ. Кӳршĕ хĕрарăм пуш витрисене чăнкăртаттарса утни Натюша хăй ăçта кайма тухнине аса илтерчĕ. Вăл чан сассине йӳпсеме пăрахрĕ, çурт-йĕрсене сăнама пуçларĕ. Ăна тытса кайнăранпа улшăну пулнах çав. Ĕлĕкхи хура пӳртсем тата лапчăннăн, аялти йĕркисем çĕр ăшнех путнăн курăнаççĕ. Ав, Сантăрăн тимĕр витнĕ пысăк шур пӳрчĕ. Вырăсла хапхине сăрланă, Тăкăрлăка çитиччен Натюш тата ик-виçĕ шур пӳртрен иртрĕ. Ĕлĕк кусем çукчĕ.
Тăкăрлăка кĕрсен, Натюша темиçе хĕрарăм хуса çитсе иртсе кайрĕ. Вĕсем чиркĕве васкаççĕ. Тулли шыв витрисемпе хирĕç килеççĕ. Каçхи пекех сăмах чĕнмерĕç. Вунă çул каярах тытса кайнă хĕрарăм таврăнасса кам тавçăрĕ! Натюш та çынсене паллаймарĕ. Вăл ялта пулман хушăра çамрăксем ӳссе çитĕннĕ, ютран качча килнисем те нумай.
Тăвайккине анмалли çĕре çитсен, Натюш сылтăмалла сăнаса пăхрĕ. Унта мухтавлă тимĕрçĕ — Саначин пурăннă. Шел, казак-стражниксемпе çапăçса вилчĕ. Ăна пытарсан, арăмĕ те часах çĕре кĕчĕ.
Çăл патĕнчи хĕрарăм ушкăнĕ тĕлне çитсен:
— Праçник пĕрле пултăр! — терĕ Натюш. Пухăннисем шакăлтатма чарăнсах тинкерчĕç, камне çеç пĕлеймерĕç.
Натюш, айккинче тăракан ватăрах хĕрарăма пăлласа, кăмăллăн саламларĕ.
— Верук тăхлачă, мĕнле пурăнатăн?
Лешĕ тĕлĕнсе пăхрĕ. Мĕнле-ха, ара, хăйне ятран чĕнекен çынна паллаймарĕ?
— Турă ырлăхĕпе çӳрекелетпĕр... Эс камне чухлаймарăм-çке...
— Прахăр хĕрĕ эп, кинӳн аппăшĕ, Натюш...
Верук ĕненчĕ. Çапах нимĕн те шарламарĕ. Сасартăках упăшки йытă вилĕмĕпе пĕтнине, аслă ывăлĕ халăх телейĕшĕн çапăçса пуçне хунине аса илчĕ те чĕри чĕпĕтсе ыратрĕ.
Ыттисене Натюш асамлă хĕрарăм пĕк курăнчĕ. Асăнакан кĕнеке çине ятне çыртарнă çын епле чĕрĕлсе килме пултарĕ? Çавăн пиркиех вĕсем те чĕмсĕрленчĕç.
— Верук тăхлачă, халь те паллаймарăн-им?
Натюш ӳпкелени хĕрарăма ыйхăран вăратнă пек пулчĕ.
— Аранах турă çавăрса килчĕ эппин... — терĕ вăл юлашкинчен.
Ытти хĕрарăмсем те сăмах хушрĕç: — Хăçан таврăнтăн?
— Сывлăхусем мĕнле?
— Аçун сас-хура пур-и?
— Микула ăçтарах-ши?
Натюш кĕскен каласа пачĕ. Унтан çапла ăнлантарчĕ:
— Турă мар, тăхлачă, еççыннисен вăй-хăвачĕ çавăрса килчĕ, вĕсем ирĕклĕхшĕн кĕрешсе патшана вырăнтан сирпĕтнĕ.
Ку хыпар хĕрарăмсен хăлхине унчченех килсе кĕнĕ те, чĕрене хуман кăна. Усал çынсем юри сарнă пек суннă. Халь ун çинчен уççăнах калаçнине илтсен, пĕр тĕлĕнчĕç те сехĕрленчĕç.
— Воспоти помилуй!»
— Тем курса ларăн! — текелесе салана пуçларĕç.
— Натюш тăхлачă, пирĕн пата çитсе кур. Кин пĕлсен питех савăнать ĕнтĕ, — тесе хăварчĕ Верук.
Пĕчченех юлсан, Натюш витрине пăрăх айне лартрĕ. Çăл шывĕ шăнкăртатса юхнă май тарăхса шухăшларĕ: «Пусмăр саманин хĕн-хурне мăй таран тӳссен те патшана хисеплеме вĕрентни хăйĕннех тăвать иккен. Ăна вырăнтан кăларни çинчен хыпарласанах, ав, шикленсе, килĕсене саланчĕç. Тăхăрçĕр пиллĕкмĕш-улттăмĕш çулсенче салтак-казаксем килсе асаплантарниех сехĕрлентерет пуль çав... Йăлтах çĕнĕрен пĕтĕçтерме лекет. Анчах ун чухне революцилле юхăма хутшăннисенчен кам юлнă-ши? Микула пичче Хусанти вырăссемпе çыхăну тытать тетчĕç. Камсем пулнă-ши вĕсем? Хăй таврăнайтăрччĕ. Вара революцилле ĕç кунта та вĕресе кăйĕччĕ». Натюш астăвайман — витрене шыв тулнă та тăкăнать.
Киле таврăнса пӳрте кĕнĕ-кĕменех сăмах пуçарчĕ:
— Улшăннах çав эпĕ. Çăл патне пухăннă хĕрарăмсем пĕри те паллаймарĕç. Верук тăхлачă чĕнсен тин калаçса кайрĕç. Патшана вырăнтан кăларнă тесен, тӳрех килĕсене саланчĕç. Мĕскĕн çав пирĕн çынсем, вилнĕ патшаран та хăраççĕ.
— Ирĕксĕрех хăрăн, хĕрĕм. Ĕнел халăхĕ тӳре-шарасем асаплантарнине нумай тӳснĕ. Шухăшласан, çӳçпуç вирелле тăрать.
— Ун чухнехи пусмăр самани каялла таврăнас çук, анне. Ăна Энĕшкасси хĕрарăмĕсем те тăна илĕç-ха. Вара хăйсен тивĕçĕшĕн никамран хăрамасăр кĕрешме тытăнĕç.
— Турă пулăштăрччĕ, хĕрĕм...
Калаçкаланă хушăра Улянапа мăнукĕ тумланчĕç те чиркĕве тухса кайрĕç. Пĕччен юлсан, Натюш самантлăха хăйне хăй те ĕненмен пек пулчĕ. Темиçе эрне каярах çеç вăл пин-пин çухрăмри çĕршывра хĕвел ăшшине туймасăр пурăнатчĕ. Вĕсене выльăх вырăнне те шутламастчĕç. Ак ĕнтĕ вăл килте. Пĕтĕм хуйхи-суйхи, асапĕ хыçа юлнă. Ан тив, кăра çанталăк татах килĕ те, кĕрешӳ çулĕ тумхахсăр пулмĕ, çавах вĕсем çĕнтерĕç. Пӳрт стенисем, турăш умне çакнă питшăлли, кашăк хумалли шĕвĕр тĕплĕ карçинкка — пӳртри пур япала та яланхинчен çывăх та тăван. Натюш урай шăлма шăпăр ярса тытрĕ. Анчах çӳп-çап таврашĕ курăнмасть. Йăмăкĕ тасатса хăварма ĕлкĕрнĕ иккен. Юрĕ-çке, кил хушшинчĕ ĕç татах пулĕ. Натюш хăвăрт тумланса тухрĕ. Выльăхсем сарай айне панă улăма ватаççĕ, — çичĕ сурăх, ĕне. Ĕлĕк кун чухлĕ выльăх нихçан та пулман. Амăшĕ лаша пурри çинчен каланăччĕ. Вите алăкне уçрĕ. Çав самантрах кĕçенни илтĕнчĕ. Халĕрех çеç шăварнăскер, вăл витерен тухас килмен пирки çынна урăх йӳпсемесĕр утта кăмăртаттарчĕ. Натюшăн ăна савас килчĕ. Юта çыртасран е тапасран хăраса, кăмăлне пусарчĕ. Кил хушши те тирпейлĕ. Ним тума аптранă енне хуралтсене сăнакаларĕ. Кунта нимле улшăну пурри те сисĕнмест. Хăйне илсе кайнă чухнехипе танлаштарсан, кивелни кăна палăрать. Ав, вут каски те ĕмĕрхиех. Çапла пăхса-курса çаврăнсан, ăна йăмăкĕ патне каяс шухăш пырса кĕчĕ. Вăл пĕччен пурăнать пулсан тухса та утĕччĕ. Хунямăшĕ пур çĕре, тул çутăлнă-çутăлман çын патне çӳрени килĕшӳсĕр.
Натюш пӳрте кĕчĕ. Вăхăта ахаль ирттерес килменрен Анахвис кĕнчелеççине тытса ларчĕ. Арланăçемĕн шухăша путрĕ. Прахăр хĕрĕсен пурнăçĕ ытла та йывăр пулнă çав. Улттăн пĕр ят çĕрĕпе пурăннăран, вĕсен тырри вырнă-çапнă чухнех пĕтнĕ. Ачисене выçă усрас мар тесе, ашшĕ çĕрне-кунне пĕлми ĕçленĕ. Тумтир туса парайман пиркн вĕсем ӳссе çитсен те улаха е вăййа тухман. Хăйсем чухăншăнах Кĕтерук аппăшĕ юратакан Ваçлипе пĕрлешеймен. Путсĕр çын вăрласа çамрăк ĕмĕрне сая тунă. Аппăшĕн ăраскалне аса илсен, Натюш куçĕнчен куççуль пăчăртанса тухрĕ. Кĕтерука юратнă каччипе юнашар пытарнă. Натюш куçĕ умне улăп пек паттăр Ваçли тухса тăчĕ. Вăл çĕршер çынна вилĕмрен çăласшăн хăй пурнăçне панă. Акă юр кайса çĕр типтĕр-ха, ятарласах çăва çине кайса килĕ. Вĕсен вилтăпри çинче пуç тайса асăнĕ. Тĕрĕссипе, вунтăххăра çитнĕ Натюшăн та пурнăçĕ улшăннăччĕ. Микулапа Анук пулăшнипе вĕсем те çын шутне кĕчĕç, мул хуçисен тытăмне пĕтерессишĕн кĕрешнĕ çĕрте пархатарлăх тупрĕç. Каччи сутăнчăк пулни кăна телее çисе кайрĕ.
Алăк чĕриклетсе уçăлни Натюш шухăшне татрĕ. Пӳрте сăхман тăхăннă, хăмăртарах тутăр çыхнă çăпаталлă хĕрарăм кĕчĕ.
— Марье, килях! — палласа хаваслăн чĕнчĕ Натюш. Аппăшĕпе йăмăкĕ ыталанчĕç. Куçĕсем шывланчĕç. Ку ĕнтĕ савăнăç куççулĕ пулчĕ.
— Ах, аппа, сана курăп тесе шутламанччĕ. Епле çаврăнса килме пĕлтĕн-ши?
— Революци тивлечĕ çавăрса килчĕ, Марье.
— Ма ĕнерех систермерĕн?
— Каç вăхăт пулмарĕ. Хăй çутсан çеç таврăнтăм та. Мунча кĕтĕмĕр. Паян пыма иртерех пек туйăнчĕ. Ху çитни те аван.
— Ани каларĕ те, хĕпĕртенипе йăпăр-япăр тухса чупрăм... Атте ăçта-ши? Ун çинчен илтмен-и?
Натюш пит-куçĕнче халь çеç çиçекен савăнăç сӳнчĕ, сасси улшăнчĕ:
— Атте... Унтах çĕре кĕрсе юлчĕ...
Вĕсен куçĕсене куççуль тĕтрелетрĕ. Ашшĕ-амăшне чи юратакан ачисем çеç çакăн пек хурланаççĕ. Анчах темле хуйхăн та вĕçĕ пур. Натюш, ашшĕ пирки тахçантанпах çунса пурăнаканскер, маларах тăна кĕрсе хăйне алла илчĕ. Йăмăкне йăпатма тăрăшрĕ:
— Марье, лăплан. Çурăлас пек макăрсан та, атте чĕрĕлес çук. Ĕçхалăх ирĕклĕхĕшĕн пирĕн атте çеç мар, пиншер çын пуç хунă. Вĕсене хисеплени, чĕрере усрани тăшмана шеллемесĕр тавăрни пултăр. Çав тавăру саманчĕ çывхарсах килет… — Натюш самантлăха чĕмсĕрленчĕ. Йăмăкĕ ăнланнинĕ сиссен, хушса хучĕ: — Çапла, Мăрье, тем пекех йывăр та, пурпĕр тӳсĕпĕр. Луччĕ хăвăн пурнăçу çинчен каласа пар... Эсĕ Уçкана качча тухнине пĕлсен — савăнтăм. Çамрăк чух маттур ачаччĕ. Халь мĕнле пурăнатăр? Хуняму ятлаçмасть-и?
— Ман Уçка ун чухнехинчен ним чухлĕ те улшăнман. Качча тухнăранпа иксĕмĕр хушăра пĕр сив сăмах пулман. Ани те хăйĕн хĕрĕ пекех пăхать. Унпа та урлă-пирлĕ çук.
Ваçли пăяхам çинчен сăмах хускатсан, Кĕтерук аппана аса илмесĕр иртеймест вара. Иккĕшне мăшăрлантарайманшăн пăшăрханать. Вăт çапла йăслашкалаттăмăр та...
— Тата мĕн?
— Амак вăрçи ытла та хăрушă-çке... Уçка салтакра. Çитменнине, госпитальте выртать.
— Аманнă-им?
— Ийя çав. Аптрамаллах мар тесе çырать те, ху куçупа курман япалана тем каламалла.
— Уçка кĕрӳ суймĕ ĕнтĕ. Хуйхăрма та сăлтав çук. Чиперех таврăнĕ акă. Каллех ырă-тату пурăнăр.
— Тем пекехчĕ, аппа.
— Шан, йăмăкăм... Анчах халь те арман тытаççĕ-и вĕсем? — ăнсăртран пек ыйтрĕ Натюш.
— Арманне эп качча пыричченех Платун Павăлне сутнă. Ун пек пуянни прихутра та çук. Лавкка, арман тытать. Çурт вырăнĕ иккĕ. Пĕри ялта, тепри хуторта.
— Юмăç карчăка вĕлерсе çаратни ăнăçлă пулнă иккен.
— Ийя, аппа. Курасчĕ сан ăна, хăрушла мăнкăмăлланнă. Çынсем çине пуç тӳпинчен кăна пăхать.
— Ан тив, хăтлантăр. Çынсене пуç тайма та лекĕ-ха. Армана сутнăшăн Верук тăхлачăпа Уçка кĕрӳне мухтамалла. Вăл сирĕн пурнăçа ĕмĕрлĕхе пăсĕччĕ.
— Тепле çав ĕнтĕ...
Юлашкинчен Натюш тепĕр май сăмах пуçарчĕ.
— Марье, çамрăк чухне эс Микула пиччесем патĕнче пурăннă. Астумастăн-и, унăн тус-йышĕсенчен кам та пулин юлни çук-ши? — Марье тем иккĕленнĕ пек курăннипе хушса хучĕ: — Халь вĕсен ятне пытарма кирлĕ мар. Мĕншĕн тесен Раççейри пур парти те, ку шутра Ленин ертсе пыракан большевиксен партийĕ те, уççăн ĕçлеççĕ. Вăт çавăн чухне революцилле юхăма хутшăннă çынсем кирле манă.
Марье пĕлекен çынсенчен пĕри пурăнать-ха.
— Эсĕ Наум пиччепе канашласа пăх, — терĕ вăл.
III
Прахăр хĕрĕ каторгăран таврăннă хыпар, вăл патшана вырăнтан сирпĕтни çинчен ним хăрамасăр калаçать тени ял тăрăх. çиçĕмрен хăвăрт сарăлчĕ, тĕрлĕ халап хускатрĕ! Хăшĕсем ĕненмерĕç. Теприсем çăл патĕнче пулнă хĕрарăмсем майлах хăраса ӳкрĕç. Ытларахăшĕ хĕпĕртерĕ. Патша çук япала, вăрçă чаранĕ те, кĕçех тăванĕсем киле персе çитĕç. Анчах тĕрĕсне кам ăнлантарĕ-ши? Паллах, пупран урăх никам та мар. Вăрçă тухнăранпах çĕн хыпарсене çав пĕлтерсе тăнă-çке. Ав мĕншĕн кашни килтен тенĕ пекех чиркĕве васкарĕç.
Пуп халăх йышлине асăрхарĕ те ытлашши тĕлĕнмерĕ: аслă типĕри вырсарникунсенче кирек хăçан та çавнашкал пухăнаканччĕ. Чĕри çеç вырăнта мар. Архиерей ăна патшана вырăнтан кăларни çинчен иртнĕ вырсарникунах халăха каласа пама, Вăхăтлăх правительствăшăн кĕлтума хушнă. Пуп кун пирки çăвар та уçмарĕ, патшашăнах кĕлтуса ирттерчĕ. Паян мĕн тумалла ĕнтĕ? Мĕн сăлтавшăн кăларнă тесе, хура халăх чунне пусăрăнтармалла? Патшана çĕр çинчи турă вырăнне хисеплеме пуп таврашсем хăйсем тăрăшнă-çке. Халь тепĕр май епле çавăрмалла? Пăтранса кайĕç те, вĕçне-хĕрне тупаймăн. Тем май шухăшласан та, патша çуккипе çырлахаймарĕ пуп. Вăл пур чухне чиркӳ хисепреччĕ. Хăйĕн ĕçĕнче патша чиркӳ çине таяннă. Çавăншăн пуп таврашĕсене пысăк власть панă. Вăхăтлăх правительствăра ларакан çĕр улпучĕсемпе мул хуçисем чиркĕве пулăшусăр хăвармĕç те, пуп çапах танăçланаймасть. Политика тĕлĕшĕнчен аиăплисене мĕншĕн тĕрмерен кăларнă-ши? Капла Микуласем те таврăнĕç. Вара мĕн курмалла?
Пуп кадилине сулласа алтарьтен тухрĕ. Вăл ĕнтĕ аллăсене çывхарнă тесе никам каламĕ. Питçăмарти çинче пĕр пĕркеленчĕк çук. Çӳçĕ çав-çавах çăра та арăслан çилхи пек картланса усăннă. Куçĕсем кăна кăштах улшăннă-и, тен. Аскăнлăх йăлтăркки пурпĕрех сӳнмен, çынсем çине çуйланса та шанмасăр пăхать. Сăлтавĕ пурах çав. Ан тив, ĕненекенсем яланхи пекех парăннăн тăраççĕ те, текех улталаймăн. Тăхăрçĕр пиллĕкмĕш çулĕнче те хальхи пекех мĕскĕннĕн курăнатчĕç, хăйсем мĕн хăтланчĕç-ха? Сăваплă икон тупнă çĕрте исправникпе станувуя, уретникпе ăна хăйне кăшт çеç шаккаса пăрахмарĕç. Часовньăна иконĕ-мĕнĕпех çунтарса ячĕç. Кăçал та çылăх каçарттаракансене Раççейри лару-тăру пирки мĕн шутланине тĕпчерĕ. Пĕтĕм кăмăлне уçса паракансем пурпĕр тупăнмарĕç. Сăмах хускатсан, ассăн сывлакаласа кăна ирттереççĕ. Çук, пуп патшана ниепле те манаймĕ. Халăха пăлхатакансене хирĕç çирĕп тăнине вăл лайăх кăтартрĕ, Унтанпа ним сас-хура та çук-ха. Иçмасса, патшана вырăнтан кăларнипе вăрçи чарăнса ан лартăр. Вăрçă тăсăлнăçемĕн хура халăх юнĕ ытларах тăкăнĕ, хуçалăхĕ япăха юлĕ. Ĕнен çине йăтайми нуша ларнă çынна парăнтарма çăмалрах, Вăйпитти çынсем çапăçу хирĕнче выртса юлни темех мар, пăлхарçăсем сахалланĕç.
Ирхи кĕлĕ хыççăн пуп, яланхи пекех, килне таврăнчĕ. Сĕтел çинче сăмавар чашкăрса ларать, апат-çимĕç хатĕр. Ăна вăтăр çулалла çитнĕ, пӳ-сипе сăн-питрен аптрамалла мар, чухăнлăхне пула качча тухайман хĕр сехĕрленсе кĕтсе илчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...