Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: XXIX сыпăк


Пракка заочниксен сессине кайсан Марье-Мĕтрипе Ахваниç мучи час-часах пĕрле пулчĕç. Хĕллехи çил-тăманлă каçсенче таса, çутă пӳртре шăкăлтатса ларасси тем пекех кăмăллă. Тулта çил улать, шăхăрать. Чӳречесем пăрланнă. Пӳртре, кăмака хыçĕнче, шăрчăк чĕриклетет. Лăпкăн, тӳлеккĕн. Çакăн пек каçсенче чуна кăшт тунсăхлă та ырă. Çакăн пек каçсенче тахçан ĕлĕк пулса иртнисем аса килеççĕ. Çакăн пек каçсенче ху пурнăçунти хуйхă-суйхă çинчен, савнăç-телей çинчен калаçма аван. Марье-Мĕтрипе Ахваниç мучи те пĕр-пĕрне нумай-нумай хыпар каласа пачĕç.

Кĕçĕр Ахваниç мучи сĕтел çинчи кĕнекесене пăхкаларĕ. Пракка хăйĕн хăш-хăш учебникĕсене, тетрачĕсене унтах хăварнă иккен. Кунта «Почвоведение», «Биохимия» кĕнекесемпе пĕрлех «Молодая гвардия», «Человек», «Нарспи» кĕнекесем те пур. Вĕсем хушшинче тем чухлĕ вак-тĕвек брошюрăсем. Мучи пĕр пĕчĕк кĕнекене илчĕ. Унăн хуплашки çине трактор ӳкерсе хунă. Трактор патĕнче икĕ çын, комбинезон тăхăннăскерсем, ăшталанаççĕ. Пĕри мотор айнех кĕрсе выртнă, тепри «свечасен» коробкине тĕрĕслет. Кĕнекин ячĕ — «Ял хуçалăх машинисем». Ахваниç мучи малтан çав кĕнекен страницисене вĕçне çитичченех уçса тухрĕ, ӳкерчĕкĕсене курчĕ. Унтан, ахальтен тенĕ пек çеç, кăшт вуласа пăхрĕ. Пĕлмелли, кирли нумай иккен кунта.

— Итле-ха, Марье, çакна вуласа тухар.

— Мĕнле кĕнеке вăл?

— Темле-ха, кайран пĕлĕпĕр.

Карчăкпа старик лампа умнерех вырнаçрĕç те кĕнеке вулама пуçларĕç. Кĕнекене ăнланмалла, çăмăл чĕлхепе çырнă пулин те вĕсем пĕлмен, илтмен сăмахсем сике-сике тухаççĕ. Çапах та мĕн калас тенине чухласа илме, тавçăрма пулать.

— Кай, кунпа пуçа çĕмĕрсе ларас мар, — хирĕçлерĕ Марье-Мĕтри.

— Çук, çук. Питĕ кирлĕ ку.

— Санпа мана тем тума пулăшĕ ку?

— Пулăшать, пулăшать.

— Ан лапăртат, — кĕнекене туртса илчĕ Марье-Мĕтри. — Унпа куçна ан пĕтер...

— Чим, чим, — кĕнекене каялла илчĕ Ахваниç мучи. — Пĕлетĕн-и, эпир çак кĕнекене вуласа тухăпăр та мастерскойне кайăпăр. Мĕнле унта тимĕр урхамахсем? Урисене таканланă-и вĕсенне? Сĕлĕ çитерсе чĕртнĕ-и? Витинче тислĕк çăрăлса тăмасть-и?

— Эй, ăна çамрăксем хăйсемех пĕлĕç-ха. Машин таврашне пирĕнтен тĕрĕслесси пулмасть ĕнтĕ ăна. Пирĕншĕн темскер унта? Те апла, те урăхла? Апла тесен — апла эпир, капла тесен — капла...

— Çавăнпа кăшт вуласа пĕлес тетĕп-çке.

— Эй, пирĕн тăн-пуçпа...

— Лар, итле, итле.

Марье-Мĕтрипе Ахваниç мучи çав кĕнекене чăнах та вуласа тухрĕç. Тепĕр пĕр-ик кунран вăрлăх хатĕрлесси, минераллă им-çампа усă курасси çинчен вуларĕç. Çав кунхине Ахваниç мучи кĕнекене хупса хучĕ те куçлăхне хутлатнă май Марье-Мĕтрине:

— Атя-ха паян, Марье, уçăлма кайса килер, — терĕ.

— Ăçта каясшăн вара эсĕ? — ыйтрĕ Марье-Мĕтри.

— Паян таçта та çитĕпĕр. Вăш-ваш, шăкăр-шакăр тăхăн часрах. Эпир обществăллă контроль членĕсем-çке. Пирĕн пурне те пĕлмелле, курмалла.

Марье-Мĕтри хура çăматă, хура кĕрĕк тăхăнчĕ, çӳçеллĕ хулăн тутăр çыхрĕ.

Ахваниç мучи ун çине темĕнле тĕлĕнерех пăхрĕ, çак хăйĕн ĕмĕрне «арçын» пулса ирттернĕ сăпай хĕрарăма, шеллесе, унăн темскер калас килчĕ пулас, анчах шарламарĕ.

Марье-Мĕтрипе Ахваниç мучи урама тухрĕç. Шурă юр куçа йăмăхтарать. Каç анчах тăман чарăннăран улахрах тăкăрлăксенчи çула такăрлатма та ĕлкĕреймен.

— Таçта каяççĕ ĕнтĕ. Ара, — хирĕç пулчĕ вĕсене Хреççи.

— Çамрăксене кăштах вăрçтарас, тарăхтарас тетпĕр-ха, — терĕ Ахваниç.

— Каллех тĕрĕслеме, пăхса çӳреме эппин. Ара, йывăр пуль сире капла çӳресси. Ватлăх кунра лăпкăн пурăннине мĕн çиттĕр. Ара... Ĕçне пирĕнсĕрех тăвĕç ăна.

— Мĕнле апла «пирĕнсĕрех»? — хыттăн каларĕ Марье-Мĕтри. — Пурте «пирĕнсĕрех» тесе аяккалла пăрăнса тăрсан япала пулать-и?

— Ара, ун пек ăс парса çӳренине юратмаççĕ те хальхи çамрăксем. Ара, çавăнпа çеç эп...

— Тӳртен каланине юратманни те тупăнать пуль. Ун пеккисенчен сехĕрленсе лармалла-и? Пĕрре те пĕлсе пуплеместĕн эс, Хреççи.

— Ара, кайăрах, кайăрах. Эп ахаль кăна... Карчăкпа старик çирĕппĕн, мăнаçлăн малалла васкарĕç.

Вĕсем хăйсен ĕçĕ чыслă, хисеплĕ ĕç пулнине пĕлеççĕ. Вĕсем хăйсен хакне, тивĕçне аван чухлаççĕ. Унсăрăн мĕнле пултăр-ха? Ваттисем яланах куç-хăлха вырăнне йышăнма тивĕç. Ваттисем авалтанпах çамрăксене асăрхаса, пăхса, вĕрентсе тăнă. Ваттисем килте лăркаса, мăкăртатса ларни ĕлĕк чухне те чисти усăсăр пулман. Вĕсем хăйсен ывăл-хĕрне, кинне, тăванне ырă тăвас тесе мăкăртатнă. Вĕсем хăйсен ывăл-хĕрне, кинне, тăванне лайăхрах ĕçлеттерессишĕн çуннă. Вĕсем кахал таврашне, ĕçкĕ-çикĕпе аташса, супса çӳрекен çынна, çăмăлттай, пуçтах этемсене нихçан та килĕштермен. Ун пек путсĕрсемшĕн тарăхса, чăнах та, кунĕн-çĕрĕн, татти-сыпписĕр лăрканă, хирĕçнĕ вĕсем. Вĕсене хирĕç халĕ те татти-сыпписĕр мăкăртатаççĕ, малашне те мăкăртатĕç. Кунсăр пуçне хальхи мучисемпе кинемейсем килте кăна мар, пухусенче-канашлусенче те татти-сыпписĕр «тăн кĕртеççĕ». Итлесе кăна лар. Вĕсем çитмен, пĕлмен вырăн, ыйтас килет, чăннипех пур-ши тĕнчере?! Ĕлĕкхи пек, кăмака çинче çеç ял касмаççĕ вĕсем халь. Фермăсене, мастерскойсене çитсе кураççĕ, хире лакăштатса тухаççĕ, комиссисенче лараççĕ, актсем çыраççĕ, кирлĕ пулсан суда та параççĕ. Ĕлĕкхи мучисемпе кинемейсем мĕн вĕсем! Ĕлĕкхи мучисемпе кинемейсене тепĕр чухне урайне тăрăс! тапса илсен те йĕркене кĕртме пулнă. Хальхисене ун пек хăратса пăх-ха эс! Хальхисем вĕсем ĕлĕкхинчен нумай хаяр! Хальхисем вĕсем вуламан хаçат, вуламан кĕнеке хăвармаççĕ. Хальхисем вĕсем хăйсемех председатель, дружина начальникĕ.

Чи малтанах Марье-Мĕтрипе Ахваниç вăрлăх ампарĕсем патне çитсе тăчĕç. Кладовщик вĕсене курсанах çепĕççĕн калаçма пуçларĕ.

— Ой! Килĕрех, килĕрех, ырă çынсем! Салам! Салам! Сире курманни нумай пулать. Мĕнле пурăнатăр? — алă пачĕ вăл вĕсене

— Пирĕн аптрамасть-ха. Санăн мĕнле? — ыйтрĕ Ахваниç мучи.

— Лайăх! Тĕрĕссипех калатăп, лайăх! Праккапа ĕçлеме пулать унпа. Вăл бригадира кĕнĕренпе юрласа кăна пурăнатăп эпĕ. Ампара кĕретĕп те юрра шăрантаратăп.

— Эппин, лайăх тетĕн? — юриех тепĕр хут ыйтрĕ мучи.

— Лай-йăх!

— Вăрлăхсем те лайăх-и?

— Вĕсем те лай-йăх!

— Кĕрсе курма юрать-и?

— Юрамасăр, — кладовщик чупса кайрĕ те пысăк ампар алăкне чăнкăр-чанкăр! тутарса яриех уçса хучĕ. — Ырă сунса кĕтетĕп...

Марье-Мĕтрипе Ахваниç мучи ампарта чылайччен çӳрерĕç. Вĕсем вăрлăх тени мĕн иккенне чухламан çынсем мар. Вăрлăх чăннипе мĕн хак тăнине те питĕ тĕрĕс пĕлеççĕ. Революци пуличчен хăйсен ашшĕ-амăшĕ пуш михĕ йăтса вăрлăх тупма килтен киле çӳренине те манман-ха. Пĕр çулĕнче Ахваниçсен кĕлетĕнчи вăрлăха лăп та шай çур акине тухас умĕн çаратса кайнăччĕ. Кĕлет урай хăмине пысăк пăрапа шăтарса, хулăпа йĕпле-йĕпле юхтарнăччĕ ăна. Çакна пĕлсен Ахваниç ашшĕ тăнсăр пулса кĕмсĕрт! анчах йăваннă. Кĕлетри кире пуканĕ çинех ӳкнĕ вăл. Çавăн хыççăн яланах пуç ыратать тесе аптăранă.

Ампарти тулă вăрлăхĕ, чăнах та, начар мар. Типĕ, таса, шултра.

— Лабораторире тĕрĕслесе пăхнă-и кăна? — тĕпчерĕ мучи.

— Тĕрĕсленĕ.

— Чиперех-и?

— Лай-йăх!

Çавах контролерсем кăлтăк тупрĕç-тупрĕçех. Вĕсене ампарти сывлăш пăчăрах пек туйăнчĕ. Пĕр-ик тĕлтен кăштах юр кĕнине те курчĕç. Çил-тăман тени çапла çав, йĕп кĕрейми шăтăкран та пĕр купа юр кĕртме пултарать, çаксем Марье-Мĕтрипе Ахваниçе чылай кӳрентерчĕç. Вĕсем кун çинчен кладовщика хытах асăрхаттарчĕç.

Марье-Мĕтрипе Ахваниç мучи ытти ампарсене те пăхса тухрĕç. Унтан мастерской еннелле çул тытрĕç. Карчăкпа старик çапла тĕрĕслесе çӳренине ял çыннисем пĕлеççĕ. Авă çавăнпах ĕнтĕ вĕсем иртсе кайнине чӳречесенчен кармаша-кармаша пăхаççĕ, шыв ăсса килекен хĕрарăмсем чарăна-чарăна тăрсах ирттерсе яраççĕ. Такам ачи, лашине чăпăрккапа кастарса, ĕнтсе пыраканскер, Марье-Мĕтрипе Ахваниç мучи курăнсан çуна ăшне лаштăрт ӳпĕнчĕ, пуçне чиксе иртсе кайрĕ. Тепĕр ачи, тислĕк лавĕ çине таса улăм хурсах хăпарса ларнăскер, якăлт! сиксе анчĕ те лашине пулăшас шутпа туртаран туртса пыранçи турĕ. Лавкка умĕнче табак мăкăрлантарса тăракан вăйпитти çынсем те:

«Эй, сыхланăр! Госконтроль килет», — тесе пĕр-пĕрне тĕккелесе илчĕç те ăçта килчĕ унта саланса пĕтрĕç.

Ялакки кĕперĕ урлă каçсан карчăкпа старик хăйсен хыçĕнче темскер йăрт-йăрт-йăрт чупса пынине сиссе шартах сикрĕç. Çаврăнса пăхрĕç те — пĕр ула йытă вĕсем патнех çитсе чарăнчĕ. Ним пăлханмасăр, лăпкăн тăрать. Карчăкпа старик çинчен куç та илмест. Ахваниç мучи хыттăн:

— Ĕç-ç-ç! Пошол! — тесе кăшкăрчĕ. Йытă хыçалалла çаврăнам пекки турĕ, кăштах утрĕ. Марье-Мĕтрипе Ахваниç мучи каллех хускалса кайрĕç. Хуллен шăкăлтатса калаçса пыраççĕ. Таврара шăп. Тăкăрлăкран пăрăннă чухне карчăкпа старик каллех леш йытта асăрхарĕç. Вăл паçăрхи пекех вĕсем хыçĕнчен йăрт-йăрт-йăрт чупать.

— Тен, пирĕнтен иртсе каясшăн пулĕ ку. Айта çул хĕрринерех тăрса пăхар. Унсăрăн кĕрт ăшне путасран хăрать ĕнтĕ, — терĕ Марье-Мĕтри.

Вĕсем кĕрт ăшне пăрăнчĕç. Карчăкпа старик тăрсан ула йытă тăпах чарăнчĕ, иртсе каясси çинчен аса та илмест.

— Эй, путсĕр йытă! — тарăхрĕç карчăкпа старик. Вара çул çине тухрĕç те малалла талпăнчĕç. Йытă та вĕсем хыççăн йăртлаттарчĕ. Хăй пĕр сас-чĕвĕ те памасть. Вĕрмест, харлатмасть. Вăл çапла мастерской умне çитичченех пычĕ.

Марье-Мĕтрипе Ахваниç мучи йытăпах килнине Терентей Ваççи аякранах курчĕ.

— Госконтроль çитрĕ, лайăхрах ĕçлĕр, — терĕ вăл. Трактористсем пурте хăйсен ĕçне тума васкарĕç. Халĕ мастерскойра тимĕр чанклатни, станоксем улани, шăхăрни кăна илтĕнет. Мазутпа вараланнă çынсем болтсене хытараççĕ, трактор деталĕсене çĕтĕк таткипе шăлса тасатаççĕ, çавăркаласа пăхаççĕ. Кирлĕ инструментсене шыраса пĕр-пĕрин патне чупа-чупа кайса килеççĕ. Халĕ кунти çынсем пĕр-пĕринпе калаçма та вăхăт тупаймаççĕ. Пĕри мĕн те пулин ыйтсан — тепри пуçĕпе сулса çеç пĕлтерет.

Акă карчăкпа старик мастерскойне çитсе кĕчĕç. Вĕсем тимĕр таткисем çине, кускăчсем çине такăнса ӳкес мар тесе асăрханса утса пыраççĕ. Мастерскойри трактористсем, слесарьсем вĕсене курман пекех ăшталанаççĕ. Тĕрĕссипе, механизаторсем ахаль чухне те юлхавланса ларман. Вĕсем хăйсен ĕçне нихçан та вăйăн-шайăн тумаççĕ. Хăйсен сăмахĕпе каласан, яланах «на совесть» тăрăшаççĕ кунти çынсем. Çапах та мучипе кинемей умĕнче хăйсене тата паттăртарах, хастарлăрах кăтартни аван-çке. Кирек мĕнле пулсан та ваттисем умĕнче йĕркеллĕрех, типтерлĕрех ĕçлени килĕшет.

■ Страницăсем: 1 2