Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: IV сыпӑк


Тырă тасатакансем хĕвел ансан та тӳрех ĕç пăрахмарĕç, автомашинăсен тепĕр ушкăнне тырă тиеме пулăшрĕç. Вара тин киле кайма пуçтарăнчĕç, пиншакĕсене илчĕç, типтерленчĕç.

Анчах, унччен те пулмарĕ, хыçалта Пракка сасси янăраса кайрĕ:

— Хĕрсем! Эй! Тăхтăр-ха! Лешсем тăпах чарăнса тăчĕç.

— Мĕн амакĕ тата? Мĕн пулнă?

— Тăхтăр-ха тетĕп.

Пракка вĕсем патне хашкаса чупса çитрĕ.

— Итлĕр-ха, хĕрсем. Правленирен çапла пĕлтерчĕç: кĕçĕр каçхине те ĕçлемелле терĕç. Çанталăк лайăх. Васкамалла. Йĕтем çинчен каçхине те тырă турттараççĕ. Сирĕн хатĕрлесе тăрас пулать.

— Ой, ой, мĕнле-ха капла? — чĕнчĕ хĕрсенчен пĕри.

— Эпĕ çарамасах килнĕ, — терĕ тепри.

— Малтан пĕлтерме юраман-ши? Эп çĕрлене тем тусан та юлмастăп. Кăнтăрла та пĕр канмасăр асаплан. Каллех çĕрле тата. Мĕн, эпир çеç-и колхозра? Илсе тух Хреççие, вара юлатăп, — тарăхса калаçрĕ виççĕмĕшĕ.

Лисукăн та ку хутĕнче бригадир пултарулăхне сăнаса пăхас, пĕлес килчĕ, çавăнпа хĕрсен шухăшĕпе килĕшрĕ.

— Хреççие илсе тухатăн пулсан пурте йĕтем çинчех юлатпăр, — терĕ вăл.

Бригадирăн хирĕçлеме май килмерĕ, вăл шантарсах сăмах пачĕ.

— Илсе тухатăп. Пурпĕрех илсе тухатăп, — терĕ вăл.

— Апла тăк килĕшрĕмĕр. Йĕтемре тырă çителĕклех пулать. Машинăсем килсе кăна тăччăр, — терĕ Лисук, вара юлташĕсене ал сулчĕ. — Айтăр каялла! Пурте! Ушкăнпа!

Хĕрсем йĕтем çине пычĕç. Бригадир шоферсене асăрхаттарма тата... Хреççие ĕçе илсе тухма ялалла васкарĕ.

 

2

Яла çитсен Пракка чи малтанах колхоз диспетчерĕ патне шăнкăравларĕ, иккĕмĕш бригадăри автомашинăсен каçхине те ĕçлемелли çинчен пĕлтерчĕ. Диспетчер ăна ытлашши хисепе хумасăр, куларах та хыттăн: «Пĕлетпĕр. Тахçанах илтнĕ. Правленирен паçăрах каларĕç», — терĕ.

Ун хыççăн бригадирăн хайхи Хреççипе тытăçмалли çеç юлчĕ. «Эх, намăс курас марччĕ-ха хĕрсен умĕнче. Епле те пулин тăпăлтарса тухатăпах путсĕре».

Пракка йăмраллă тĕксĕм тăкăрлăка пăрăнчĕ. Çак тăкăрлăкра пĕртен-пĕр çурт — Хреççи çурчĕ. Кивĕрех пӳрт умĕнчи йăмрасем аякранах хуп-хуран курăнаççĕ. Бригадир кăшт утсанах йăмрасем хушшинчен шĕвĕ тĕтĕм хăпарнине асăрхарĕ. Тинкеререх пăхсан уйăх çутинче вăл чиперех палăрать. Сăнасах пăхмасан асăрхамастăн та. Апла Хреççи килтех пулас-ха. Мĕн амакĕ, çĕр хутах вут çунтарать вăл? Кунĕ-кунĕпе уйра тăрмашакан çын пек, апат пĕçерме те вăхăт тупаймасть-и, шеремет. Çак самантра сасартăк Пракка пуçне тепĕр шухăш çĕмрен пек ыткăнса кĕчĕ. Ара, эрех тăвать вĕт ку Хреççи! Чăннипех хаяр шĕвек юхтарать. Тĕтĕмĕ те эрех тунă чухнехи пек хуллен тухать. Бригадир чун-чĕри калама çук тарăхрĕ.

«Ну, тӳссе пулмасть, — шухăшларĕ вăл. — Эрех тăвать пулсан пĕтĕм пăрăхĕ-какăрне йăтса тухатăп, ял Советне илсе каятăп. Çитет унпа текех муталанса пурăнма. Çитет ун юптарăвне итлеме».

Хреççи чӳречесене пурне те утиялсемпе карнă, хупланă. Вĕсем витĕр нимĕн те курăнмасть. Бригадир хуллен хапхана пырса тĕксе пăхрĕ. Питĕрнĕ. Ну, мĕскер тумалла-ха ку инкеке! Пракка чунĕ тӳсеймерĕ, вăл ним тăхтаса тăмасăрах хӳме урлă картишне сикрĕ. Çын каçнинчен хăраса темле шурă кушак çилĕллĕн фр! турĕ те вут шаршанĕ тăррине çăтăр-çатăр улăхса кайрĕ. Бригадир алкум алăкĕ умне хăпарчĕ — ăна та питĕрнĕ иккен. Пракка алăка шаккаса пăхма та шутларĕ, çапах чарăнса тăчĕ. Апла уçĕ-ши ăна Хреççи? Çук, тем тусан та уçмĕ. Тен, вăл шыв ăсма тухасса кĕтсе тăмалла мар-ши? Эрех юхтаракан çын шыв ăсма тухатех. Бригадир чăтса тăма пултараймарĕ, алăка хыттăн кĕрĕслеттерчĕ:

— Хреççи! Уç! Уç тетĕп...

Ытлашши хытă шакканипе сехĕрленнĕ Хреççи тӳрех алкумне вĕçтерсе тухрĕ.

— Кам унта? Айтуру! — чĕнчĕ вăл.

— Эпĕ-ха ку. Бригадир. Уç часрах.

— Ой, пĕччен хĕрарăм патне арçын таврашне каçхине мĕнле кĕртем. Ой-ой, çук, çук. Ара...

— Уç теççĕ сана!

— Çук, çук. Каламалли пулсан — кала унтанах. Илтетĕп.

— Уçмастăн-и эс? Алăкна çĕмĕрсе кĕретĕп.

— Ай тур-тур, эс мана мăшкăллама килтĕн-и? Халех краул çухратăп.

— Мĕн, эрех тунине пĕлмест тетĕн-и эс мана. Сăмакун юхтаратăн-çке эсĕ. Кĕртместĕн пулсан кӳршĕ çыннине халех ял Советне чуптаратăп. Хам сана хураллама юлатăп.

— Ай тур-тур. Ун пекех ан хăтлан ĕнтĕ, Пракка. Мана, тăлăх хĕрарăма, тĕрмене янипе, мĕн, преми параççĕ-и сана? Мĕн тума нуша кăтартмалла санăн мана? Çынна мăшкăл тăвасси ансат вăл, ырă тума хĕнрех. Ара, Пракка... Кĕр эппин, кĕр, — питĕркĕçне шăкăр-макăр ӳкерчĕ те алăка яриех уçса хучĕ Хреççи.

Бригадирпа кил хуçи пӳрте кĕчĕç. Кăмака умне эрех савăт-сапине вырнаçтарнă. Пăрăх вĕçĕнчи улăм çӳппи тăрăх четвĕрт кĕленчине шăр-шăр туса симĕс шыв юхать. Сĕтел çинче — хуран ывăсне сапламалли чуста, прака ăскăчи.

— Ай-яй-яй! Савăт кĕрлеттерсех ĕçлет иккен, — урай варрине чарăнса тăчĕ бригадир.

— Ара, тĕрĕссинех калам-ха, Пракка. Хамшăн мар, Еляншăн тăватăп. Тупата туршăн. Елян кăштах эрех сыпса ярсан хăйне çăмăлрах туятăп тет. Ара, эрех хăвачĕ нервине мăкăлтать пулмалла. Çав каларĕ-çке. Хамшăн пулсан, акă турăш умĕнче сăхсăхатăп, пĕр тумлам та кирлĕ мар. Çынна ыр тăвас тенипе çеç. Ах, пĕтме тивсен те çыншăнах пĕтмелле ĕнтĕ. Ара...

— Ан суй, Хреççи! Çитет! Нервăна кам эрехпе юсатăр. Вăл ăна хăй кăшлать, аркатать...

— Ара, Пракка, çав аркатни кирлĕ пулĕ те Еляна. Нерви аркансан туйми пулать-çке. Ах, туршăн та шăв-шав ан ту, Пракка. Çынна усал туни вăл нихçан та ахаль иртмест. Усал тăвакан хăй те хăçан та пулин лекетех. Ун чухне вара чавса çывăх та — çыртма çук.

Ку сăмахсем бригадира пушшех тарăхтарса ячĕç. «Куç умĕнчех кулать-çке ку», — шухăшласа илчĕ Пракка, вара чĕлхе çине килнĕ пĕрремĕш сăмахсенех персе ячĕ.

— Ну, Христина Агафоновна, пĕр-ик çул хушши тĕрмене кайса ларас килет-и е ялтах, тăван колхозрах, йĕркеллĕ ĕçлес тетĕн-и? Кала? Санăн умра халь виççĕмĕш çул çук. Суйласа ил иккĕшĕнчен пĕрне, — терĕ.

Хреççи кăвакарса кайрĕ. Турăш умне пырса тăчĕ.

— Эй, çӳлти турă, сан умрах сăмах паратăп. Тек нихçан та кун пек ухмахла пурăнмăп. Хальлĕхе, турă, каçар ĕнтĕ, каçар, — вара Хреççи бригадир еннелле çаврăнчĕ: — Эсĕ те каçар, Пракка. Сана та нумай тарăхтартăм. Тархасшăн, мана хам килтех пурăнмалла ту. Тĕрмере пирĕн йăхран никам та ларса курман. Мана та унта лекме тур ан хуштăр.

Хреççи шывланнă куçĕсене саппунăн тӳнтер енĕпе шăлса илчĕ.

Çакна курсан бригадирăн кăмăлĕ тем йăвашланнă пек пулчĕ. Унăн çак путсĕр хĕрарăма та ĕненес килчĕ-ши вара? Пракка малти сак çине пырса ларчĕ.

— Хреççи, итле-ха. Эпĕ сана эрехпе тытма килмен. Эпĕ сана ĕçе чĕнме килнĕ. Кĕçĕр йĕтем çинче каçхине те ĕçлеççĕ. Çавăнта халех каймалла санăн...

— Ара, ĕçлеççĕ пуль çав, каçхине те ĕçлеççĕ пуль. Каймалла ĕнтĕ, каяс пулать, — бригадир сăмахĕпе килĕшрĕ Хреççи.

— Хреççи аппа, сан йĕтем çине халех, çак минутрах тухса утмалла. Пуçтарăн!

— Ара, тухса утмалла пуль çав. Пĕр кайсан çак минутрах каймалла пуль. Тумланăп!

— Эс калаçасса калаçатăн та, васкама шутламастăн-çке. Ман санпа пакăлтатса вăхăт ирттерме юрамасть. Хĕрсем мана вăрçсах ячĕç. Хреççие илсе тухмасан каçхи сменăна юлмастпăр терĕç.

— Ара, мансăр юлмаççĕ иккен. Тем тума кирлĕ вĕсене Хреççи. Мĕн, вăйпитти, тĕреклĕ çын-ши эп. Кĕлетки çеç манăн. Хăвăл каска эп. Ĕлĕк хăвăл каска çинче пир çапатчĕç ăна: тӳнк! тӳнк! тӳнк! тӳнк! Таçтанах илтĕнетчĕ. Ун чухне çинçе пирне те пилĕкшер тăрăх тĕртнĕ эпир. Мăнкуна шап-шурă тăлапа çĕн çăпата сырса тухаттăмăр...

— Чим-ха, эс каятăн-и, каймастăн-и? — ура çине сиксе тăчĕ Пракка.

— Ара, кăна епле хăварам-ши? Тин юхма пуçланă-çке хуран. Ай-яй! Чăнах, мĕн тăвам-ши?..

Бригадир çак вăхăтра йĕтемри хĕрсем çинчен шухăшларĕ. Вĕсем Праккаран кулаççĕ ĕнтĕ. Хреççие халĕ те илсе килеймерĕ, илсе те килейрес çук вăл тесе шутлаççĕ пуль. Çук, Пракка хĕрсен умĕнче хăй ятне çĕртмĕ. Вара мĕнле пулать-ха? Лисук умне епле пырса тăмалла? Ах, кăмăллать-çке Пракка çав чипер Лисука! Кирек хăçан та, ĕçре чухне те, килте те хĕр куç умĕнче тăнă пекех туйăнать ăна. Унăн янăравлă, хаваслă куллине вĕçĕмсĕр итлес, кăн-кăвак куçĕнчен тинкерсе пăхас килет. Лисукăн утти, утти мĕне тăрать. Утмасть вăл, ярăнса, ухăнса пырать. Пракка халĕ те тумланма пуçламан Хреççи çине сиввĕн пăхрĕ, шăлне шатăрт! çыртрĕ.

— Айта тухса чуп йĕтем çине, Хреççи! Халех чуп. Ме пиншакна, — сак çинчи пиншака ывăтса пачĕ бригадир.

— Ку вара? — каллех сăмакун аппарачĕ еннелле пăхрĕ Хреççи. — Вучахĕ те çунать-çке... Ку эрехе ман туса пĕтермеллех. Ку хамăн мар, Елян çăнăхĕпе лартнăскер.

— Кай теççĕ сана. Эрехне хам туса пĕтеретĕп, — хăй сисмесĕрех каласа хучĕ Пракка.

— Юрĕ эппин. Туса пĕтер, Пракка. Асту, юхтарса пĕтермесĕр ан тат. Пракки хуранĕнчех тăтăр. Эрехне кăмака çине ларт. Çăрасем ав пăтара. Кайнă чухне пĕчĕк çăрипе пӳрт алăкне, пысăккипе алкум алăкне питĕр. Ай, лайăх ача эсĕ, Пракка. Ырă çыннăн ачи те ырă пулать çав. Каям-ха эп. Ара, хĕрсем вăрçĕç тата. Кая юлса çӳрет тейĕç. Аха...

Хреççи тухса кайрĕ. Халĕ Пракка хăй эрех тума юлчĕ. Вăт япала!

■ Страницăсем: 1 2