Пушхирти кĕлчечексем :: Иккĕмĕш пайĕ
— Малтанах, Татьяна Ивановна. Атте хушамачĕ... — хĕрелсе кайса кăштах суйрĕ каччă.
— Аçăр... Кам пулнă? Ăçта вăл?
— Эпĕ чăн атте çинчен нимĕнех те пĕлместĕп. Анне вилнĕ хыççăн кукамай патĕнче пурăннă. Кайран — тăлăхсен çуртĕнче. Çĕнĕ çемье... Вĕренӳ...
— Ну, юрĕ. Урăх кансĕрлемĕп. Эсир вара мĕн пирки пирĕнпе калаçасшăнччĕ?
Çак калаçура Татьяна Ивановна «чăн атте», «çĕнĕ çемье» ăнлавсене мĕншĕн-тĕр пуçне хумарĕ.
— Николай Сергеевич кĕçĕр дежурствăра. Çавăнпа малтан Сирĕнпе калаçас пулĕ. Эпĕ... Эпĕ... Авланас тетĕп.
— Аван шухăш. Вăхăчĕ те çитнĕ ĕнтĕ. Çемье çавăрмалли çинчен шухăшламалла, — терĕ Татьяна Ивановна нимĕн пулман пекех тĕпелте аппаланаса. — Тен, суйласа илни те пур?
— Пур. Вăл — Лена... Тархасшăн, ирĕк парсамăр ăна мана качча кайма?
— Ирĕк парасси-памасси... Пиртен килекен ĕç мар ку. Лена ăслă, çитĕннĕ хĕр. Эпир качча кай тесе те, ан кай тесе те калаймастпăр. Çитменнине, Иван та вилмен вĕт-ха. Хыпарсăр çеç çухалнă, — йĕпеннĕ куçĕсене тартса калаçрĕ Татьяна Ивановна.
— Каçарăр, тархасшăн, Сире кӳрентересшĕн марччĕ. Лена кĕçех таврăнать пулĕ ĕнтĕ. Çамрăксем патне тухас, — терĕ каччă кухня алăкĕ патнелле утса.
Лена пырса кĕчĕ.
— Мĕн, хĕреснаннӳ килет-и?
— Килеймест пулĕ, анне. Кăштах чирленĕ вăл.
— Апла пулсан пырăр, савăнăр çамрăксемпе. Атту Юрий Евгеньевич ав сана çухатнă, — терĕ амăшĕ.
— Ну, юрĕ ĕнтĕ, анне, эсĕ те пулин мана кĕтмен çĕртен чĕпĕтсе илетĕн.
— Аннӳ чĕпĕтнине чуптуса илнĕ вырăнне хур, хĕрĕм.
Хăнасем нумаях лармарĕç. Çур çĕр çитичченех саланчĕç. Лена вĕсене ăсатма тухрĕ.
— Лена, Татьяна Ивановнăран сана качча пама ыйтрăм.
— Ав мĕншĕн салхуллă вăл кăштах, — терĕ хĕр каччă çине шăтарасла пăхса.
— Николай Сергеевич мĕн калĕ тата. Унран ытларах хăратăп.
— Хĕрпе каччă урамра çур сехетрен ытла тăмарĕç. Юрий Евгеньевич Ленăна çуралнă кун ячĕпе тепĕр хут саламларĕ. Чуптăвасшăн пулчĕ.
— Юрий Евгеньевич, паянлăха, тен, çитĕ? Чунăма мĕнле-тĕр ăнланмалла мар тунсăх кăшлать. Каçарăр. Ыранччен, — терĕ Лена каччăпа алă тытса сывпуллашса.
...Хĕр ыйхăран вăраниччен Николай Сергеевич ĕçрен таврăннăччĕ ĕнтĕ. Сĕтел хушшинче апат туса ларатчĕ. Ашшĕпе амăшĕ пĕр-пĕринпе калаçмаççĕ. Шавламаллине хĕрĕ ыйхăран вăраниччен сӳтсе явнă курăнать.
— Ырă ир пултăр, тăванăмсем! — терĕ хĕр ашшĕпе амăшне сывлăх сунса.
— Сана та çапла пултăр, хĕрĕм. Мана ав аннӳ уяв епле иртни çинчен каласа пачĕ.
— Ăнлантăм, аттеçĕм. Ну, мĕнле шухăшсем пăшăрхантараççĕ сире çак вăхăтра?
— Хĕрĕм, ан çиллсн тархасшăн. Юрий Евгеньевич питĕ аван каччă: хитре, ăслă, кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пултарать. Аван специалист та тетĕр. Анчах манăн пурнăç тути-масине чăтса курнă ватă чĕрем... — терĕ Татьяна Ивановна хĕрĕ çине ăшшăн та хĕрхенсе пăхса.
— Кăштах çитменлĕхсем те пур, — терĕ ашшĕ калаçăва хутшăнса, — Кăра çилĕллĕрех. Иртнĕ çул ав тĕп агрономпа та тытăçса илнĕччĕ. Хĕрарăмсем çине те пăхкалама юратать. Эпĕ унăн кăмăл-сипетне лăпкă та питĕ тарăн авăрпатанлаштаратăп. Хĕрĕм, лайăхрах шухăшла. Унпа санăн ĕмĕрлемелле. Пирĕн мар. Йăнăшас марччĕ. Çав авăр ĕмĕрлĕхех сана çăтса ан илтĕрччĕ...
— Тавтапуç сире, аттеçĕм-аннеçĕм. Питĕ юратап эпĕ сире. Анчах... Мĕн тăвас-ха? Виççĕмĕш теçеткепе пыратăп. Ватăлатăп. Ивансăр пуçне мана никам та кирлĕ мар. Мĕн тăвăн-ха Турă çапла çырнă пулсан? Шăпа урлă сиксе каçаймăпах. Пурнăçри чăнлăхпа çырлахмах тивет. Юрий Евгеньевичăн çитменлĕхĕсене питĕ аван пĕлетĕп. Арçын тени çапларах ĕнтĕ вăл. Хăш-пĕр çамрăксем авланиччен çил-тăвăлах аса илтереççĕ. Мăшăрлансан анчăк çурисем пулса тăраççĕ. Арăмĕсене те алă вĕççĕнех йăтса çӳреççĕ. Çавăнпа та, тăванăмсем, кĕркуннеччен кĕтĕпĕр те...
Лена калас тенине каласа пĕтереймерĕ. Сасси шала кайрĕ. Куçĕсем куççульпе хупланчĕç.
— Каçарăр, — терĕ те ĕçе тухса кайрĕ.
Ашшĕпе амăшĕ пĕр-пĕрин çине пăхса, пĕр-пĕрне ăнланса ассăн сывласа ячĕç.
— Эй, Турăçăм! — терĕ амăшĕ çутă кĕтес еннелле чĕркуçленсе ларса.
— Пулăш, тархасшăн, ан пăрах пире, пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕмĕре. Вăхăтра панă чи пĕчĕк пулăшу та кая юлса панă чи пысăк пулăшуран хаклăрах.
VIII. Утакан çитетех
Чăн-чăн пурнăç мăшăрланнă хыççăн пуçланать. Тĕлĕнмелли кунта та сахал мар. Никама курăнман хĕрарăм çумĕнче — пурнăçри чи илемлĕ те сатур арçын. Çуркунне пек хӳхĕм пике çумĕнче — никам та çук е пулсан та
— чун савманни пулма пултарать.
Сăпас — чăвашсемшĕн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕн уявĕ. Шăпах çак уяв тĕлнелле пулса иртеççĕ те ĕнтĕ ялсенчи хăш-пĕр туйсем. Туйне тума пĕлеççĕ вара чăвашсем. Тĕне хисеплесе, пăхăнса. Çурлан 14-мĕшĕнчен тытăнса 28-мĕшĕччен, аслă, вăта тата кĕçĕн Сăпас уявĕсем вăхăтĕнче, Успени типпи пырать. Туй тума, венчете тăма юраманнине шута илсе туй йăла-йĕркисене уявсенчен маларах е каярах ирттереççĕ.
Сидоровсем те, тĕне пăхăнса пурăнаканскерсем, венчете çурлан 13-мĕшĕнче, юнкун, туйне вара уявсем иртсен тепĕр кунĕнче, 31-мĕшĕнче, вырсарникун, ирттерме тăванĕсемпе тата вырăнти чиркӳ настоятелĕпе, Серафим аттепе, килĕшсе татăлчĕç.
Тăвансем тенĕрен, Юрий Евгеньевичăн пулмĕç вĕсем çак туйра. Çывăх тăванĕсем пуррипе çуккине те пĕлмест каччă, хăйпе йĕкĕреш хăраххи йăмăкĕсĕр пуçне. Вăл унпа та пĕчĕк ача чухнех уйрăлнă. Çак куна çитиччен ун çинчен нимĕн те илтмен. Йăмăкĕ çут тĕнчере пуррипе çукки те ăна кăсăклантарман.
Тăван мар ашшĕпе амăшĕ Юрий Евгеньевич Омскра ветеринари институтĕнче вĕреннĕ чухне çĕре кĕнĕ. Çемьере урăх ача-пăча пулман. Ашшĕ — амăшĕн тăван мар ывăлĕ пурнăçран кая юлса тупăннă ача пулса ӳссе çитĕннĕ.
Каччă палламан çынсемпе хутшăнма юратсах кайман. Пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем те çукпа пĕрех. Тăлăхсен çуртне ватă кукамăшĕ вырнаçтариччен чăвашла калаçма, вулама-çырма вĕренсе юлнă Юрий, тăван чĕлхене вырăссен хушшинче пурăннă пулсан та манман. Усрава илнĕ ашшĕпе амăшĕ чăвашсем пулнăран, килĕнче чăвашла калаçнăран каччăн чун-чĕринче чăваш чĕлхи ĕмĕрлĕхех вырнаçса тĕплеинĕ. Çавăнпа вăл вĕренсе тухсан та пĕр-пĕр чăваш ялĕнче тĕпленме ĕмĕтленнĕ. Хула пурнăçĕнчен ĕмĕрлĕхех писнĕ çамрăк çын «Шуçăм» совхозра юлма шут тытнă. Телейне кура (çаплах-ши?) кунта пĕрремĕш юратăвĕпе тĕл пулнă.
Ыран Юрий Евгеньевичпа Елена Николаевна Турă умĕнче арлă-арăмлă пулма тупа тăваççĕ. Çĕнĕ çемье чăмăртанĕ.
Совхоз директорĕпе выльăх тухтăрĕ чап-чап уйăхĕ тĕлне отпуск илчĕç. Отпуск тенĕрен, Елена Николаевна çак куна çитиччен канса кур — ман-ха. Иван салтака кайнăранпа кану çинчен шухăшлама вăхăт та, кăмăл-туйăм та пулман. Халĕ ун вырăнне совхозăн тĕп экономисчĕ Сверкалов Анатолий Тихонович юлчĕ.
Кĕтнĕ кун çитрĕ. Çанталăкĕ те, венчете ятне хатĕрленнĕ тейĕн, çав тери савăк тăрать. Сидоровсен кил-йышĕ хĕвелĕн пĕрремĕш пайăркисем выляма тытăничченех вĕлле çурчĕ евĕр сĕрлесе тăрать. Çамрăксем хĕр — тантăшне венчете кайма хатĕрленме, уява пухăннă тăванĕсем кил хуçисене туй кĕрекине майлама пулăшаççĕ.
Лена хăйне нимĕн пулман пекех тыткаларĕ, калăн, спектакльти тĕп роле выляма, сцена çине тухма хатĕрленет.
Венчетре тăхăнмалли кĕпине те тĕксĕмтереххине çĕлеттерчĕ. Хĕр-тантăшĕсем кулни, савăнни, унпа калаçни ним чухлĕ те кăсăклантармарĕ. Шухăшĕсемпе паянхи пурнăçра мар, Иванпа çутă малашлăхра пулчĕ. Пĕрремĕш юратăвĕпе савăнчĕ...
... Кăнтăрлахи кĕлĕ пĕтсен, каччăпа хĕр чиркĕвĕн малтанхи пӳлĕмне кĕчĕç. Патша алăкĕ тĕлне юнашар тăчĕç: каччă — сылтăм енне, хĕрĕ — сулахай енне. Священник алтарьтен Евангелипе Хĕрес илсе тухрĕ те каччăпа хĕр умне аналой çине хучĕ. Унтан вĕсен çĕррисене илсе, алтаре кайса престолăн сылтăм хĕррине юнашар хучĕ: ылтăн çĕррине, каччăнне — сулахай енне, кĕмĕл çĕррине, хĕрĕнне — сылтăм енне. Икĕ çурта çутса пĕринпе каччă пуçне, тепринпе хĕр пуçне виçĕ хут хĕрес туса аллисене тыттарчĕ. Аналой тавра тăватă енчен тĕтĕрсе çаврăнчĕ.
— Пирĕн Турă яланах мухтавлă. Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех...
— Амин... — юрлакансен сасси Ленăна ыйхăран вăратнă пекех туйăнса кайрĕ. Çанталăк шăрăх тăрать пулин те хĕр чĕтреве ерчĕ.
— Эй, Туррăмăр, Туррăмăр! Эсĕ таса хĕр пек таса Чиркӳне халăхсенчен суйласа илсе Хупала пĕрлештернĕ. Çак çураçуллă пулнă ĕçе те пилле. Çак чурусене пĕрлештер. Вĕсене лăпкă, пĕр шухăшлă пулса усра. Сана Ашшĕне, Ывăлне, Çветтуй Сывлăшне тĕрлĕ мухтама, хисеплеме, пуççапма тивĕçлĕ. Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр ĕмĕрех.
— Амин... — юрă кĕвви пĕтĕм чиркӳ ăшне асамлăн туйăнтарчĕ.
Пухăннисем сăхсăхса малалла мĕн пуласса кĕтсе тăчĕç.
Юрий Евгеньевич куçне илмесĕр Ленăна сăнарĕ. Çав вăхăтрах чиркӳре тăракансене те сăнарĕ. Мĕншĕн-тĕр çав тери пăшăрханчĕ.
Священник çĕррисене илсе пычĕ, малтан ылтăн çĕррине качча тыттарчĕ, унтан кĕмĕл çĕррине хĕре пачĕ.
— Турă чури Юрий Турă чурипе Еленăпа пĕрлешет. Ашшĕйĕн, Ывăлĕйĕн, Çветтуй Сывлăшĕйĕн ячĕпе амин, амин, амин!
— Турă чури Елена Турă чурипе Юрийпа пĕрлешет. Ашшĕйĕн, Ывăлĕйĕн, Çветтуй Сывлăшĕйĕн ячĕпе амин, амин, амин!
Серафим атте каччăпа хĕре çунакан çуртасемпе, алла-аллăн тытăнтарса, тытнă аллисене епитрахил аркипе витсе чиркĕве малалла çавăтса кайса тăратрĕ. Кадило тытса псалом каларĕ.
— Мухтав Сана, Туррăмăр, мухтав Сана! — юрă священник псаломĕн кашни çавăрăмне каламассерен çĕнĕрен янăраса каять.
Татьяна Ивановнăпа Николай Сергеевич, хĕрĕн чунĕнче çак Бăхăтра мĕнле çил-тăвăл алхаснине туйса тăрса, шывланнă куçĕсене шăла-шăла илеççĕ. Турăран пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕшĕн чăтăмлăх ыйтса кĕлтăваççĕ.
— Этеме арлă-арăмлă тăвасси — Турă ĕçĕ. Арлă-арăмлă пулсассăн Турра юраса, ырă та таса пурнăçпа пурăнмалла.
Эй, Юрий, çак ху умăнти хĕре, Еленăна, кăмăлтан савса, юратса, тĕплĕ шухăшпа ирĕккĕн илетĕн-и?
— Кăмăлтан савса, юратса, тĕплĕ шухăшпа ирĕккĕн илетĕп, ырă атте.
— Качча илĕп тесе урăх хĕре сăмах памарăн-и?
— Çук, ырă аттем, паман.
— Эй, Елена, çак ху умăнти качча, Юрăна, кăмăлтан савса, юратса, тĕплĕ шухăшпа ирĕккĕн качча каятăн-и?
— Кăм... кă... кăмăлтан...
— Чарăнăр! Чарăнăр! Чарăнăр! — уяр çанталăкра аçа çапнăн янăраса кайрĕ хаяррăн кăшкăрни çак вăхăтра.
Яриех уçăлса кайнă чиркӳ алăкĕнчен салтак тумĕ тăхăннă, туясем çине тайăннă уксахлакан çамрăк каччă пырса кĕчĕ.
Унран маларах: «Чарăнăр!» тесе кăшкăрса кĕрекенни çамрăк хĕр пулчĕ.
Уксахлакан çар çынни хыçĕнчен икĕ çамрăк салтак утрĕ.
— Чарăнăр! — терĕ куннехинче туяланса утакан салтакĕ. — Чарăнăр!.. Эпĕ ку — Иван. Таврăнтăм...
«Иван таврăннă», «Турăçăм, мĕн пулать халĕ?», «Чăнахах-ши ку?» тесе калаçнисем илтĕнсе кайрĕç. Венчете пухăннă ял-йыш пĕр харăссăн чиркĕве тин çеç пырса кĕнĕ «кĕтмен хăнасем» çинелле тинкерчĕ, малалла мĕн пуласса кĕтсе шăпланчĕ.
Татьяна Ивановна мĕн пулса иртнине лайăх ăнланса илеймесĕрех урайне тĕшĕрĕлсе кукленчĕ. Чĕрине ярса тытрĕ.
— Иван... Ывăлăм...
Лена аллинчи çĕррине ӳкерс« малалла утасшăн пулчĕ. Утаймарĕ. Урисем итлемерĕç. Кăшкăрасшăнччĕ — кăшкăраймарĕ...
Юрий Евгеньевич ăна ӳкесрен тытса хăй ытамне илчĕ.
Николай Сергеевич çеç, çĕнĕрен çуралнăн туйса, мăшăрне тăратсан тата сакă çине ларма пулăшсан, ывăлĕ патнелле вирхĕнчĕ.
— Иван! Тĕпренчĕкĕм! Таврăнтăн эппин!
Салтак ашшĕпе амăшне хирĕç утрĕ. Малтан амăшне ыталаса илчĕ. Чуптурĕ. Кайран ашшĕне ыталаса илсе çурăмĕнчен çупăрларĕ. Савăнăç куççулĕ вĕсене калаçма памасăр чăнтăхтарчĕ.
Кĕçех Ленăпа Иван та пĕр ытамра пулчĕç...
— Каçарăр, Серафим атте. Каçарăр, тăванăмсем. Венчет йăла-йĕркине вĕçленмесĕрех татма тӳр килет. Пурте пирĕн пата! — кăшкăрсах калаçрĕ Николай Сергеевич.
Юрий Евгеньевич айккинелле пăрăнса тăчĕ. Ун çинчен пурте манса кайнă пекех туйăнчĕ. Каччă çак самантра мĕн пулса иртнине лайăх ăнланчĕ пулин те... чун-чĕрипе хуçаланма вăй-хал çитерчĕ. Хăйне лăпкăн тытрĕ. Халăх хĕвĕшнĕ вăхăтра чиркӳрен тухса кайрĕ.
— Мария Евгеньевна, эпир каялла таврăнатпăр. Командировка хучĕсем çине ял администрацийĕнче пичет çаптарса алă пустаратпăр та... — терĕç Ивана ăсатма килнĕ салтаксем Маша патне пырса тăрса.
— Тен, пĕр-икĕ кун канатăр? — ыйтрĕ Маша.
— Çук, каçхи рейспа Мускава каялла вĕçмелле.
— Юрĕ, эппин, тавтапуç сире, Саша, Коля, — терĕ медсестра салтаксемпе сывпуллашса.
— Атте, анне, Лена, паллашăр, ку — Мария Евгеньевна Рожкова. Аслă медсестра. Чăваш хĕрĕ. Манăн пирĕштийĕм. Вилĕмрен çăлса хăвараканăм.
— Питĕ хавас, — терĕ Николай Сергеевич. — Эсир пирĕншĕн чи хаклă хăна. Хамăр пата ырă сунсах чĕнетпĕр.
— Тен, общежитие вырнаçас малтан?
— Хирĕçлесе пĕр сăмах та ан калăр. Пирĕн патах пыратăр. Общежитие вырнаçма ĕлкĕрĕр-ха. Сирĕншĕн вырăн тупăнатех, — терĕ çине тăрсах Николай Сергеевич.
— Тархасшăн, Маша, — терĕ Лена медсестрана алă тытса. — Эпĕ — Лена...
— Питĕ хавас Сирĕнпе паллашма. Иван Сирĕн çинчен асăнман кун та иртместчĕ. Авă еплескер чипер хĕр! Чăн-чăн чăваш пики! — терĕ Маша хĕр аллисене хыттăн чăмăртаса.
— Çитĕ калаçма. Паллашма ĕлкĕрĕпĕр-ха. Кайрăмăр! — терĕ Лена.
— Юрий Евгеньевич ăçта кайса çухалчĕ? — терĕ калаçăва хутшăнса Татьяна Ивановна.
— Анне, тархасшăн, пирĕн унпа халĕ пĕр сăмах та калаçмалла мар. Вăл ăçта-тăр кайса çухални ăнланмалли пулăм. Уншăн хальхи самантра чун тухтăрĕ — пĕчченлĕх, тăнăçлăх...
Чиркӳрен тухнă ял халăхĕ Сидоровсен еннелле утрĕ. Çемье УАЗик ăшне вырнаçрĕ. Маша та вĕсемпе пĕрле хăнана кайрĕ.
Çапла, пурнăçа юратакансем ун çулне тупаççех. Çĕнĕ пурнăç вăрлăхĕ вăй илсе пырать. Иртнĕ кунсемшĕн макăрса ларни вырăнлă мар. Пĕр япала та сăлтавсăр пулса иртмест. Пурнăçа пĕрре тытăнсан — пурăнмаллах. Утакан çитетех.
IX. Суккăр тăванлăх
Çурла уйăхĕ майĕпен вĕçленсе пычĕ.
Сидоровсен çемйинчи пурнăç хăй вырăнне ларса пĕр тикĕссĕн юхма тытăнчĕ. Çамрăксем венчете Кĕçĕн Сăпас иртсен тепĕр кун тăчĕç. Туй та çак кунах пулса иртрĕ.
Маша общежитире пурăнма тытăнчĕ. Ăна Лена вырăнти поликлиникăна ĕçе вырнаçтарчĕ.
Иван хăй вырăнĕнчех, совхоз директорĕ пулса ĕçлеме пуçларĕ. Лена агроном ĕçне кӳлĕнчĕ.
Юрий Евгеньевич, ăçта-тăр отпуск пĕтичченех çухалса пурăннă хыççăн, совхоза таврăнчĕ, нимĕн пулман пекех ĕçе тухрĕ.
Общежитире пĕртăвансем çума-çумăн пурăнчĕç, анчах хăйсем пĕр-пĕриншĕн кам пулнине уйăх иртсен тин ăнланса илчĕç.
Маша шăллĕпе тинех тĕл пулнăшăн çав тери хĕпĕртерĕ пулсан, Юрий вара йăмăкĕ тупăннăшăн савăнмарĕ. Тарăхрĕ. Çĕтĕлчĕ.
— Эсĕ мĕн пĕчĕкрен манăн ура айĕнче пулса такăнтарса пытăн. Эпĕ пĕччен кăна çуралнă пулсан атте аннене вĕлернĕ хыççăн кукамай мана ачасен çуртне паман пулĕччĕ. Вăл пире уйăрасшăн пулмарĕ. Çĕнĕ аттепе анне илме килсен мĕн хăтлантăн тата! Ача çуртне ура çинех тăратрăн вĕт. Сана шеллесе чутах ача çуртĕнче юлатгăм. Мана усрава илме килнĕ çынсем пăрахсах кайма тытăннăччĕ.
Халĕ вара мĕн туса хутăн? Ăçтан килсе тухма пĕлтĕн-ха ман пурăнăç çулĕ çине çĕнĕрен?
Тăватă çула яхăн, кӳлме вĕрентмен кĕсре хыççăн чупнă пек, хам юратăва хăваларăм. Тытрăм. Çăварти телейĕме çăтса кăна ямаллаччĕ. Эсĕ кансĕрлерĕн... — тарăхса калаçрĕ Юрий.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...