Тавăру :: Виççĕмĕш сыпăк
I.
Вăрçă. Çак сăмаха илтсен «чул» чĕреллĕ çын чунĕ те чĕтреме тытăнать пулĕ. Вăрçă хăрушлăхĕ, нуши-терчĕ, сиенлĕхĕ çинчен тĕплĕн нумай-нумай çыравçăсем хăйсен хайлавĕсенче çырса кăтартрĕç ĕнтĕ. Унăн вучĕ, тĕтĕмĕ— сĕрĕмĕ Сĕлкĕш тăрăхне те ĕнтсе-çунтарса, асар-писер тустарса хăварчĕ...
Тĕнче хăрушлăхĕ сирĕлнĕренпе, çĕр çинче Çĕнтерӳ хавалĕ хуçаланма тытăннăранпа çирĕм çул çитрĕ. Хурăнварта та нумай-нумай улшăнусем пулса иртрĕç çак тапхăрта. Курпун Митюкĕ, ывăлĕ тĕп килтен хăваласа кăларсан, шалкăм çапса пилĕк çул хушши нушаланса пурăннă хыççăн вилсе кайрĕ. Наçтук та ун хыççăн нумаях пурăнаймарĕ, çурхи шыв-шур вăхăтĕнче путса вилчĕ. Ватăсем ывăлĕн пархатарне кураймарĕç, вĕсене пурнăç пĕр шеллемесĕрех тĕп турĕ.
Хĕветĕр вăрçăран хăрах урапа таврăнчĕ. Вăрçă инвалидне Улькка ăшă кăмăлпа кĕтсе илмерĕ, чунĕнчи вăрттăн туйăмĕсене упăшки умĕнче палăртмарĕ пулсан та. Ульккана вăрçă хумĕ сĕртĕнмен те тейĕн. Вăл тĕсĕ-пуçĕпе те улшăнман, кăмăлĕпе те. Хĕрарăмсем ывăл-хĕрĕсене, мăшăрĕсене алли-урисĕр таврăнсан та ытакласа кĕтсе илчĕç пулсан, Улькка, пĕлсе тăрсах, Хĕветĕре чукун çул станцине кĕтсе илме те тухмарĕ, чире печĕ. Мăшăрĕ яла пĕчченех çитсе ӳкрĕ.
Халĕ Хĕветĕр колхозра платник ĕçĕсене тукалать. Вăрçă хыççăн юхăннă кил-хуçалăха чун кĕртрĕ.
Вăл Улькка çинчен те ырă мар хыпарсем илткелерĕ. Унăн мăшăрĕ вăрçă çулĕсенче арçынсăр пурăнман иккен, вĕсене перчетке улăштарнă пекех улăштарса тăнă, ватти-çамрăккине те уйăрса тăман.
Сарпи ашшĕ вăрçăра чухнех вăтам шкул пĕтерсе хĕр-тантăшĕпе Çĕпĕре тухса каять. Пирвайхи çулсенче стройкăра ĕçлет. Каярахпа политехника институтне вĕренме кĕрет. Халĕ металлурги комбинатĕнче инженер-электрик пулса ĕçлет. Савнийĕ, Павăл, çак комбинатрах тимĕр шăратать.
Курпунсен тĕп килĕнче паянхи кун вăрçă инваличĕпе чунĕ-юнĕ çаплипех вĕресе тăракан Улькка хуçаланаççĕ (тĕрĕссипе, Хĕветĕрĕн мăшăрĕ хуçаланать).
Нумаях пулмасть вĕсем Çĕпĕртен çыру илчĕç. Сарпи хăйĕн упăшки пулассипе яла таврăнать. Туйне ашшĕ-амăш патĕнче туса çуралнă çĕршывĕнчех тымар ярасшăн. Мĕнле пулсан та тăван кĕтес туртăмĕн вăйне çĕнтерме питĕ йывăр.
Павăлшăн пулсан — пурпĕрех, интернатра ӳссе çитĕннĕ çамрăкшăн пур çĕрте те тăван кил. Вăл Сарпипе виçĕ çул каялла тĕл пулчĕ, чун— чĕререн юратса пăрахрĕ. Чăваш хĕрĕ иккенне те пĕлет.
Ырă кăмăллă чăтма çук илемлĕ чăваш пики «вырăс» каччине юрату авăрне путарать. Павăлпа Сарпи килĕшӳллĕ мăшăр, анчах...
Хĕветĕрпе Улькка савăннипе чунĕсемпе çамрăклансах кайрĕç. Вĕсен хушшинчи пĕр-пĕрне ăнланайманлăх та таçта кайса çухалчĕ. Сарпи тĕпренчĕкĕ киле таврăнать вĕт, шанчăкĕ. Часах Хурăнварта кĕрлесе туй пулĕ, çĕнĕ çемье çуралĕ тесе ĕмĕтленеççĕ ашшĕпе амăшĕ.
Тĕрĕс, пурнăç юхан шывĕ çапла юхмашта та ĕнтĕ. Вăл ытлашши тулли пулнипе те, ăшăхланнипе те пĕр вырăнта тăмалла мар. Типсе кăна ан лартăр. Çапла та вĕт...
II.
Кĕтнĕ кун та çитрĕ. Таврара çуллахи типĕ те ăшă кунсем хуçаланаççĕ. Хĕветĕрпе Улькка çамрăксене чукун çул станцине лашапа кĕтме тухрĕç. Пуйăс тепĕр çур сехетрен çитмелле.
Хĕветĕр урапа çинче чĕлĕм мăкăрлантарать. «Мĕн пулчĕ мана? Чĕрем сиксе тухас пекех тапать. Чун вăркать. Çĕркаç çывăрман тесен те юрать. Мĕн ку? Савăнăçлă туйăм та çаплах чирлеттерет-ши?» — хăйĕнчен хăй тĕлĕнет Хĕветĕр.
Дежурнăй кӳршĕ станцирен пуйăс тухнине пĕлтерчĕ.
— Эсĕ çакăнтах лар, эпĕ станци платформи çине кайса тăрăп, — терĕ Улькка.
Пуйăс çитсе чарăнчĕ. Улькка унталла-кунталла пăхкаласа хăнасене шырать. «Ай, тур-тур! Мĕн чухлĕ çын! Ăçта каяççĕ? Ăçтан килеççĕ? Мĕн ĕçлесе çӳреççĕ?» — тĕлĕнет çул çине тахçантан пĕрре тухса куракан ял хĕрарăмĕ.
Пуйăсран аннă халăх саланса пĕтет ĕнтĕ. Улькка кăна хăйĕн хĕрне шыраса тупаймасть. Пуйăс тапранса кайнине пĕлтерекен чан сасси янăраса кайрĕ.
— Анне! Аннеçĕм! — янăраса кайрĕ перрон тăрăх уçă сасă.
Улькка хыçалалла çаврăнса пăхрĕ те пуйăсăн чи юлашки вакунĕнчен аннă Сарпипе Павăл утса килнине курчĕ.
— Сарпи! Хĕрĕм! — кăшкăрса ячĕ те амăшĕ, хăнасене хирĕç чупрĕ.
Çамрăксем аллисенчи чăматанĕсене çĕр çине лартрĕç, Ульккана хирĕç васкарĕç.
Хĕрĕпе амăшĕ пĕр-пĕрне ыталаса илчĕç. Иккĕшĕн куçĕсенчен те савăнăç куççулĕ юхать.
— Ăнне, ку — Павăл, — паллаштарчĕ Сарпи амăшне хăй çумĕнче тăракан çамрăкпа.
— Сывлăх сунатăп, — терĕ Павăл вырăсла, Улькка пит çăмартинчен чуптуса илсе.
— Мур илесшĕ, вырăсла те пĕлместĕп вĕт, страствуй, сынок! — теме çеç пĕлчĕ Улькка.
— Атте ăçта, анне?
— Ав çавăнта урапа çинче ларать! — терĕ Улькка çамрăксем çинчен куç илмесĕр.
Часах вĕсем вокзал çумĕнчи юпа çумне кăкарса хунă лаша лавĕ патне пырса çитрĕç. Хĕветĕр костыль çине тĕренсе урапа çинчен сиксе анчĕ.
— Хĕрĕм, Сарпийĕм!
— Аттеçĕм!
Ашшĕ хĕрне пит çăмартинчен ачашшăн сĕртĕнчĕ, çурăмĕнчен ачашларĕ.
— Ну, хĕрĕм, паллаштар мана пулас кĕрӳпе.
Павăл Хĕветĕр мĕн ыйтнине куçарса памасăрах ăнланчĕ темелле.
— Павăл, — терĕ каччă, Хĕветĕр умне пырса тăрса алă тытрĕ. Арçынсен куçĕсем пĕр-пĕрин ăшне путрĕç.
Хĕветĕр чĕри пĕр самантлăха тапма чарăнчĕ тейĕн. Сывлăшĕ пӳлĕнсе ларчĕ. Аллисемпе урапа ӳречинчен ярса тытрĕ.
— Атте, мĕн пулчĕ?
— Мĕн пулчĕ, Хĕветĕр?
— Нимех те мар, ан пăшăрханăр... Часах иртсе каять. Савăнăç чирĕ ку. Вырнаçăр, киле таврăнма вăхăт, — тесе урапа çине вырнаçса ларчĕ.
Çул тăрăх шыв юххи пекянăрарĕ хĕрарăмсен сасси. Павăл, пĕрремĕш хут урапа çине ларса курнăскер, аллисемпе урапа ӳречинчен пĕтĕм вăйĕпе ярса тытнă та, ӳксе юласран хăранă пек пĕр вырăнта хытса ларса пырать.
«Куçсем... Павăл куçĕсем... Мĕншĕн çав териех çунтараççĕ-ха вĕсем? Пăхма çук. Пăхсан — пĕтĕм ӳт-пĕвĕме шăнтаççĕ...»,— тĕлĕнсе пычĕ çул тăрăх Хĕветĕр.
Акă Хурăнвар хурăнĕсем курăнса кайрĕç.
III.
Сарпи яла таврăннăранпа виçĕ кун иртрĕ. Павăла Хурăнварпа, пĕрле вĕреннĕ юлташĕсемпе паллаштарчĕ. Каччă пĕрремĕш кунранах çак тавралăха юратса пăрахрĕ. Ăна чăваш калаçăвĕ те, тумтирĕ те кăмăлне каять.
— Пĕлетĕн-и, Сарпи, эсĕ çуралса ӳснĕ çĕршыв маншăн çав тери çывăх туйăнать. Тен, манăн аттепе анне те ял çыннисемех пулнă. Шел, питĕ шел, нимĕн те астумастăп, — терĕ пĕррехинче Павăл.
— Ан хуйхăр, пӳрниçĕм, эпĕ çуралнă тăван кил малашне саншăн та тăван кил пулĕ, — лăплантарчĕ Сарпи савнине.
Пĕррехинче Хĕветĕр чăтаймарĕ, хĕрарăмсем çук чухне Павăлпа тĕл пулса калаçрĕ. Вăл хăш хулара, мĕнле интернатра ӳссе çитĕннине ыйтса пĕлчĕ. Чăнах та, пур енчен те Хĕветĕр шухăшланă пекех пĕр килет. Павăл — унăн ывăлĕ. Павăл — ун юн тумламĕ. Интерната вырнаçтарнă чухне Хĕветĕр ывăлĕн çуралнă хутне те кăтартманччĕ. Павăла ашшĕ интернат директорне пысăк укçа панипе документсăрах вырнаçтарса хăварнăччĕ. Халĕ унăн хушамачĕ те, ашшĕ ячĕ те урăх. Хăçан, миçемĕш çулта, хăш республикăра, хăш районта çурални вара тĕрĕсех. Çуралнă ял ячĕ кăна урăх — районта çук ял ячĕ. Хăй мĕн çырса панине лайăх астăвать Хĕветĕр.
«Çук, пурăнан пурнăçра нумай çылăха кĕтĕм. Хамăн ывăлăмпа хĕрĕме пĕрлештерее тамăка кĕме юрăхсăр çылăх туса хурас марччĕ», — шухăшларĕ вăл.
Тепĕр кун Хĕветĕр хăйĕн вăрттăнлăхне Ульккана пĕлтерчĕ. Ачасене интерната хăй вырнаçтарма хистенĕ пулсан та Улькка мĕнпур айăпа упăшки çине куçарчĕ.
«Ачасене ку хăрушă чăнлăха мĕнле пĕлтермелле? Вĕсем ăнланĕç— ши, каçарĕç-ши ашшĕпе амăшне?» — шухăшларĕ Хĕветĕр.
«Эпĕ пĕлмĕше перетĕп. Хăй пĕçернĕ пăтта хăех çисе ятăр», — парăнмарĕ Улькка.
Ирхи апат вăхăтĕнче Павăлпа Сарпи нумай çул хушши пытарса усранă пурнăç вăртгăнлăхне пĕлчĕç.
— Павăл манăн пичче? Пулма пултараймасть. Суятăр эсир? — терĕ те Сарпи сĕтел хушшинчен тухса сирпĕнчĕ.
Павăл ура çине тăчĕ. Ашшĕне «ӳсĕрĕлнĕ» куçĕсемпе пăраларĕ. Пичĕ тăрăх куççуль тумламĕсем юхса анчĕç. Ашшĕн евĕр хулăн та илемлĕ тутисем чĕтреме тытăнчĕç. Аллине сулчĕ те Сарпи хыççăн чупрĕ.
— Пĕтрĕмĕр, пĕтрĕмĕр! Мĕн туса хутăмăр-ха! — терĕ пуçĕнчен ярса тытса Хĕветĕр.
— Хăвах айăплă! Вăхăтĕнче арçын вырăнĕнче пулмалла пулнă. Хĕрарăм сăмахне итленĕ!..
Павăл Сарпие çырма хĕрринче шыраса тупрĕ. Вĕсем мĕн каç пуличченех çума-çумăн ларчĕç, анчах пĕр сăмах та чĕнмерĕç.
Каçхи сулхăн çил кунĕпех куççуль юхтарса вăйран кайнă хĕре шăнта пуçларĕ. Хĕр каччă еннелле çаврăнчĕ те чĕтре-чĕтре унăн куçĕсенчен пăхрĕ.
— Намăс! Чăтма çук намăс! Манăн атте, анне хистенипе, сана интерната вырнаçтарса тăлăха тăратса хăварнă. Тавăру шăпи пире шыраса тупса савнисем туса хунă. Пуринчен те айăпли кунта — мана çуратса ӳстернĕ аннеçĕм. Павăл, эпĕ сана ниепле те пиччеçĕм тесе калаймастăп. Виçĕ çул хушши пĕр-пĕрне юратнă. Эсĕ маншăн чысăма парнеленĕ арçыннăм. Турăçăм, мĕнле пысăк çылăха кĕртрĕç атте-аннемĕрсем! Каçар мана, Павăл!
Сарпи Павăл ытамĕнчен тухса шыва сикме тăчĕ, анчах каччă ăна тытса ĕлкĕрчĕ.
— Сарпи, йăмăкăм, юратăвăм! Эпĕ айăплă. Эпĕ сана шыраса тупрăм. Эпĕ сан хыççăн икĕ çул хушши чупрăм. Шуйттанах хĕтĕртрĕ пулмалла пĕр-пĕрне юратса пăрахма. Каçар, тархасшăн. Çук, мĕнле пулсан та пĕр— пĕринчен уйрăлма пултараймастпăрах. Çак çылăхлă çут тĕнчере пирĕншĕн вырăн пулмасан, тен, лере, леш тĕнчере...
Ашшĕпе амăшĕн айăпĕшĕнех пурăнма та пуçламан ывăлĕпе хĕрĕн пурнăçĕ татăлать. Çамрăксен виллисене пахчари мунча пăлтăрĕнче тупаççĕ. Сарпи месерле выртать. Ун умĕнче, чĕркуçленсе ларнă майăнах, хытса кайнă Павăл вилли стена çумне тайăнса тăрать. Хуралса кĕвĕлме тытăннă юн кӳлленчĕкĕнче ашшĕн пăшалĕ выртать.
IV.
Павăлпа тата Сарпипе сывпуллашма пĕтĕм ял халăхĕ пухăнчĕ. Вĕсене пĕрле, çума-çумăн, маеар варринче ӳссе ларакан çӳллĕ те яштака хурăн айне пытарчĕç. Хĕртсе хĕвел пăхнă вăхăтрах тӳпене çумăр пĕлĕчĕсем хупăрласа илчĕç. Витререн тăкнă пекех çумăр çума тытăнчĕ. Çӳлти Туррăмăр пуринпе те пĕрле хурланса куççуль тăкрĕ...
Хĕветĕр сывалсан та ĕçе кӳлĕнеймерĕ. Тепĕр ури ыратнипе, пуç чирĕпе нушаланчĕ. Ульккана ку пушшех те кăралантарчĕ. Ара, килти ĕçсене веçех хăйĕн туса пымалла вĕт-ха.
— А-а-а!.. Çьшăху çитрĕ-и? Пĕртен пĕр хĕрĕм те сана пулах вилсе кайрĕ. Сарпи вырăнне санăн вилмеллеччĕ пĕреххут! — кунĕн-çĕрĕн харкашрĕ Улькка.
Павăл ятне кăна пĕрре те асăнмарĕ.
Кĕр кăçалхи çул сĕре йĕпе-сапаллă килчĕ. Сивĕтме те ытла ир сивĕтрĕ. Çанталăкне кура, Хĕветĕре суранĕсем нушалантармаллипех нушалантарчĕç. Улькка харкашăвĕ капла та ыратакан сурансем çине тăвар сапнăнах туйăнчĕ. «Мĕнле пурăнмалла малашне? Павăлпа Сарпие пытарнăранпа йĕркеллĕ калаçса та курман вĕт. Эх, пурнăç, пурнăç! Пурăнса пĕтересси пулмасть пулĕ. Пурăнма та камшăн, мĕншĕн пурăнмалла? Ывăлăма пăрахрăм, тупрăм, каллех çухатрăм. Лисук хĕрĕмĕн ячĕ çеç упранса юлчĕ. Те — сывă вăл, те — вилĕ. Ан тив, эпĕ ăна шыраса тупамах пултăр.Анчах эпĕ уншăн кам? Хăйне хăçан-тăр пăрахнă ашшĕ çеç. Ашшĕ çут тĕнчере пурăннине пĕлмесĕрех ĕмĕрне ирттертĕр. Ывăлăма та хамах пĕтерсе хутăм ав. Курман, тĕл пулман пулсан, тен, чиперех пурăннă пулĕччĕ», — тарăхрĕ Хĕветĕр.
Кĕçĕр вĕсем иртерех çывăрма выртрĕç. Улькка, кунĕпех кил хушшинче аппаланса ĕшеннĕскер, выртнă-выртманах çамрăк чухнехи пек харлаттарма тытăнчĕ. Вăл тĕпелти кравать çинче пĕчченех çывăрать. Хĕветĕр çеç ыйхă килменнипе тата тĕрлĕ шухăшсем анăратнипе нушаланать.
Çур çĕр çитеспе Хĕветĕр кăштах тĕлĕрсе кайрĕ, хăрушă тĕлĕксен тыткăнне çакланчĕ: çурхи тулли юхан шывра путать пек, ашшĕпе амăшĕ, Татьяна, Павăлпа Сарпи ун йĕри-тавра ишсе çӳресе шыв тĕпнелле сĕтĕреççĕ. Хĕветĕр сывлăш çитменнипе вăранса кайрĕ те сиксе тăчĕ, харлаттарнă сасă еннелле çаврăнчĕ. Пӳртре тĕттĕм пулин те месерле выртакан Ульккан çамки аванах палăрать. Ыйхăран веçех вăранса çитмен тата вăхăтлăха ăс-тăнне çухатнă Хĕветĕршĕн вăл çĕлен пуçĕ пекех туйăнса кайрĕ. Аллине ал шăлли пĕтĕрсе тытрĕ те Улькка патнелле урай тăрăх хырăмпа шума тытăнчĕ...
Улькка вăранса ĕлкĕреймесĕрех вилсе кайрĕ. Хĕветĕр пĕр çур сехете яхăн вĕçертмерĕ-тĕр алшăллипе пĕтĕрсе тытнă мăшăрĕн мăйне. Алă пӳрнисен вăйĕ пĕтсе çитсен кăна, сиксе чĕтрекенскер, урайне çаврăнса ӳкрĕ.
— Вĕлертĕм çĕлене! — куçне уçмасăрах пăшăлтатрĕ вăл.
Вăл нумаях выртмарĕ. Тăрса ларчĕ. Хăй мĕн туса хунине ăнланса илчĕ. «Пĕтрĕ. Маншăн пурнăç пĕтрĕ. Хамăн пурнăçа хамах тĕп турăм. Çылăхсен шурлăхне путрăм, юнпа тулнă шурлăха. Ку — хаяр тавăру. Саваламан пурнăç сакки çине йĕмсĕр-мĕнсĕр ларса юлтăм», — такмакларĕ Хĕветĕр.
Урайĕнче выртакан костыльне шыраса тупрĕ, пăлтăра тухрĕ. Çутă çутса ячĕ. Сысна ĕнтме хатĕрлесе хунă бензин савăтне илсе урайне, стенасем çине сапма тытăнчĕ. Юлнă шĕвеке пуçĕ тăрăх ячĕ. Алăксене питĕрнипе питĕрменнине тепĕр хут тĕрĕслесе тухрĕ. Пӳрте кĕрсе кăмака çумĕнчен шăрпăк илчĕ. Улькка вилли умне чĕркуçленсе ларчĕ.
— Каçар мана, шăпаçăм, çиллентернĕшĕн, — терĕ те шăрпăка чĕртсс вырăн çине пăрахрĕ. Çав самантрах пĕтĕм пӳрт ăш-чиккине çулăм хыпса илчĕ...
Çулăм самантрах хăйĕн ытамне ярса илнĕ курпунсен хуçалăхĕ, тулли шăрпăк коробки пекех, йăл туса тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайрĕ. Кулленех çăвакан çумăрĕ те çав каç çумарĕ. Тӳпере çăлтăрсем вăй вылярĕç. Уйăх çути таврана кăнтăрла чухнехи пекех çутатрĕ. Вут çĕленсем тӳпенелле кармашрĕç, алхасрĕç. Ял халăхĕ пушара сиссе вăранчĕ пулсан та витре йăтса чупакан пулмарĕ. Ивановсен йăхĕн шăпа кĕнеки юлашки страници таранах çунса кĕлленчĕ.
Юлашки страници... Вăл кам валли упранса юлнă-ши? Нимĕнпе вараланман пурнăç шăпин шап-шурă страници...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...