Тавăру :: Иккĕмĕш сыпăк
I.
«Власть — Советсене!», «Çĕр — хресченсене!» теекен Октябрьти аслă революци юхăмĕ Сĕлкĕш тăрăхне те хумхантарма тытăнать. Курпун Митюкĕ евĕр пуянсем хресченсен чĕрĕ юнне ĕçме тытăннăччĕ вĕт. Турăран та хăрамаççĕ мурсем. Вĕсемшĕн Турă та, чыç та, совесть те, тĕрĕслĕх те... укçа хутаççи ăшĕнче. Çав мулшăнах ачи-пăчи — ашшĕ-амăшне, упăшки — арăмне, арăмĕ — упăшкине, кӳршĕ — кӳршине, тăванĕ — тăванне сутса яма пултарнă. Çемье, юрату пĕлтерĕшĕсем те укçа тыткăнĕнче пулнă.
Чăн чĕрĕлӳ тапхăрĕ хура халăх куçне ерипен уçсах пырать: ялсене коллективизаци çулăмĕ хыпса илет, халăх Пĕлӳтĕнчине çул уçать. Паянхи кун хăш-пĕр политологсем çак вăхăтри пурнăçа сĕре çăмăллăн çутатса пама тăрăшаççĕ: пуянсем çĕр çывăрми ĕçлесе, тар юхтарса мул пухнă, хресченсем хăйсен наянлăхне пулах чухăнланса пынă тесе çынсен ăс— тăнĕсене анратаççĕ. Анчах та çав тери «ĕçчен» пуянсем мораль, этика, çынлăх тĕлĕшĕнчен «наян» хура хресченсенчен мĕншĕн-ха уйрăлса тăнă? Çынлăхран тухса пурăнма «ĕçченлĕх» тени ирĕк панă-ши?
Курпун Митюкĕ хăрушă тĕлĕксем курса çывăрнăран йĕп-йĕпе тара ӳксе вăранса кайрĕ.
— Наçтук! Наçтук тетĕп! Яла хура çĕленсем хупăрласа илнĕ пек. Пĕр çĕленĕ пирĕн пӳрте шуса кĕрсе мана сăхса илчĕ...
— Выртан ĕнтĕ анăраса, — терĕ те Наçтук, тепĕр еннелле çаврăнса выртса, çĕнĕрен хăрăлтаттарма тытăнчĕ.
Çук, Митюк çывăраймарĕ. Мĕн çутăличченех çаврăнкаласа выртрĕ.
Çинукпа Сантăр çут тĕнчерен уйрăлнăранпа пилĕк çул иртнĕ ĕнтĕ. Хĕветĕр те авланчĕ. Арăмĕ Тарканпуç ял пупĕн хĕрĕ. Вĕсен икĕ ача: виçĕ çулти Павăл тата çулталăк тултарайман Лисук. Ашшĕ-амăш килĕнчех пурăнаççĕ. Çинук вилнине илтсен курпунсен йăхĕнчен пытарнă çĕре никам та каймарĕç. Хĕветĕр аллине çеç сулчĕ. Сантăра вĕлерекенсене те çине тăрса шыраттаракан пулмарĕ. Ĕçĕ-хĕлне, паллах, укçа хутаççи ăшне чиксе хучĕç.
Таврара раштав сиввисем хуçаланаççĕ. Кăçалхи пек типĕ сивĕ хăçан пулнине те астумаççĕ ватăсем.
Курпун Митюкĕн кил-йышĕ ирхи апата ларчĕ.
— Ял клубне — пухăва! — чӳречесенчен шаккаса çӳрет ял Совечĕн хуралçи.
— Пыйтăсем! Ирхи апата та кăмăлпа çитермеççĕ вĕт, — терĕ шăл витĕр сăрхăнтарса Хĕветĕр.
— Нимĕн тума та çук, ывăлăм, каймаллах, — терĕ Митюк куçĕсене çавăрттарса.
Часах ашшĕпе ывăлĕ ял пухăвне тухса кайрĕç.
II.
Каç пуласпа кăна таврăнчĕç Митюкпа ывăлĕ пухуран.
— Вăт, пăх-ха вĕсене, пыйтăсене, мĕн хăтланаççĕ. Колхоз тăвасшăн. Çук, парăнмастăп вĕсене! — аллине чăмăртаса хытарчĕ Хĕветĕр.
— Ухмах эсĕ, Хĕветĕр. Вăран, самани урăххи пуçланчĕ вĕт. Пирĕн халăхран уйрăлмалла мар. Колхоза кĕмелле. Унсăрăн... пĕтсех ларăпăр.
Чăнах та, Курпун Митюкĕ гепĕр кун пуринчен малтан колхоза пĕр ĕне, пĕр вăкăр, пĕр лаша, вунă пуç сурăх, вунă хур, вунă чăхă, пĕр лаша кӳлрелли хатĕр, çуна, урапа тата пилĕк михĕ ыраш леçсе пачĕ.
— Ан тив, лĕпленччĕр, чăнтăхса ларччăр пирĕн мулпа, — терĕ Курпун-асли.
— Кăтартăпăр-ха вĕсене, коммунистсене, çын мулĕпе коммунизм т\'ма аван вĕрентĕпĕр, — ашшĕ майлă пулса тулхăрчĕ Хĕветĕр.
Раштав праçникне хурăнварсем питĕ чаплă ирттереççĕ. Эрнене яхăнах тăсăлать хĕллехи уяв. Курпунсем патне Таркăнпуçран Татьяна ашшĕпе амăшĕ килсе çитрĕç. Çĕр выртсах кайрĕç. Татьянăпа мăнукĕсене икĕ-виçĕ куна хăнана илсе кайрĕç.
Хĕветĕр çавна кăна кĕтсе пурăннă тейĕн. Сăран аттине арчаран илсе тăхăнчĕ те, ашшĕ-амăшĕ çывăрма выртсан, анкарти хыçĕпе хыçалти урамалла çул тытрĕ. Çитес тенĕ çĕре çитсен, чӳречерен шаккиччен, йĕри— тавралла пăхкаларĕ. Хăлхине чăнк тăратса, пӳртре сас-чĕвĕ çук-ши тесе, тĕрĕслерĕ. Йĕркеллĕ. Шаккама та юрать.
— Кам унта? илтĕнчĕ чӳречерен хĕрарăм сасси.
— Эпĕ ку — Хĕветĕр. Уç часрах!
Алăк уçăлчĕ те, Хĕветĕр пӳртелле чăмрĕ.
— Эпĕ сана килместĕн пулĕ тесе. Çывăрма та выртнăччĕ. Çывăрса кăна каяймастăп, — терĕ Улькка лампа çутма шăрпăк шыраса.
— Ан çут. Капла та çап-çутă пӳртре. Уйăх çути, — терĕ Хĕветĕр салтăнса.
Арçынпа хĕрарăм пĕр тăхтамасăр тахçанах хатĕрлесе хунă тӳшек ăшне чăмрĕç.
— Хĕветĕр, халăм пĕтрĕ. Пĕччен пурăнма пултараймастăп урăх, — терĕ Улькка Хĕветĕр çумнелле çыпçăнса.
— Чăт, чăт тата кăштах. Мĕн те пулин шухăшласа тупатăпах.
Пĕр-пĕрне тахçантанпах астивсе курман арçынпа хĕрарăм хăйсем
тĕнчере пурăннине манса кайсах савăш туйăмĕсен авăрне путрĕç. Кивелме ĕлкĕрнĕ йывăç кравать пӳртре чĕриклетекен шăрчăк сассине çĕнтерсе мĕн тул çутăличченех шăйăлтатрĕ...
Хĕвел пайăркисем шăнса кайнă кантăксем витĕр шăтарса кĕрсе Хĕветĕрпе Улькка куçĕсем çине пырса тăрăнсан кăна вĕсем вăранса кайрĕç. Шăрчăк та чĕриклетме чарăнман-ха.
— Хĕлле шăрчăк чĕриклетсен — кун ăшăтасса, — терĕ Хĕветĕр карăнса.
— Çапла пултăрччĕ. Хăвăртрах çуркунне çиттĕрччĕ, — терĕ те Улькка Хĕветĕре çĕнĕ туйăмпа тыткăнларĕ.
III.
Çуркунне те çитрĕ. Хурăнварти «Коммунизм ялавĕ» колхоз çуракине хатĕрленет. Хĕллехи вăхăтра ял-йышран пуçтарнă тырă акма çитмест. Патшалăха та ăсатмалла. Çак ыйтăва пăхса тухма пуçтарăнчĕç те ĕнтĕ колхоз правленийĕн тата ял Совечĕн членĕсем хайсен пĕрлехи канашлăвне. Районти парти организацийĕнчен тата райĕçтăвкомран та представительсем килнĕ.
— Ял çыннисем хăйсен ирĕкĕпе кăна панă тырă çителĕксĕр. Уйрăмах пуянтарах пурăнакансем тырри-пуллисене халăхран пытарса усраççĕ. Районти шалти ĕçсен управленийĕ, парти органĕсем тата райĕçтăвком пĕр шухăшлă пулса, килĕрен-килле çӳресе камăн мĕн чухлĕ тĕш-тырă ытлашшине вăйпах туртса илме ирĕк параççĕ. Çак нимĕн пăхмасăр хăвăрт тумалли ĕçе ыранах пуçăнмалла, — тесе пĕлтерчĕ юлашкинчен колхоз председателĕ Мельников Иван Иванович.
Тепĕр куннех вунă урапаллă хĕрлĕ обоз килĕрен-килле çӳресе тырă пуçтарма тытăнчĕ. Тиевлĕ лавсене районтан килнĕ икĕ милиционер сыхларĕç. Ертӳçи ял Совечĕн председателĕ Петров Семен Сергеевич пулчĕ. Обоз Курпун Митюкĕсен умне çитсе чарăнчĕ. Хăйсен умне лаша лавĕсем çитсе чарăннине курсан чи малтан урама кил хуçи чупса тухрĕ.
— Хăнасем килеççĕ эппин... Иртĕр, иртĕр картишнелле, — чее тилĕ пек йăпăлтатса чупкаларĕ Митюк.
— Халĕ хăнана çӳремелли вăхăт мар, Дмитрий Иванович. Колхоза тата патшалăха тырă кирлĕ, — терĕ Семен Петров.
— Ара, ăнланатăп-ха, ăнланатăп. Колхоза та, патшалăха та пулăшмалла. Анчах эпир хуçалăхра хамăртан ытлашши пур япалана та колхоза леçсе патăмăр-çке. Колхоза та чи малтанах çырăнтăмăр. Урăх пирĕн нимĕн те çук, — халь-халь йĕрсе ярас патне çитнĕ ача сассипе хăйăлтатрĕ Курпун Митюкĕ.
Çакăн пек пулса тухасса курпунсем*тахçанах пĕлсе тăнă. Çавăнпа та, мĕн пултарнă таран, выльăх-чĕрлĕхне те, тыррине те сутса ярса ылтăн япаласем, хаклă йышши чулсем туянса пытарса хунă. Халĕ вĕсем тарçăсем те тытмаççĕ. Хуçалăхри ĕçсене хăйсемех илсе пыраççĕ. Хĕветĕр колхозра конюх пулса ĕçлет. «Хура кунсем» валли кĕлете пытарнă тырри пурах ĕнтĕ.
— Тен, шырасан тупăнĕ, — терĕ ял Совет председателĕ.
— Тархасшăн, тархасшăн, чару çук, — пăшăлтатса каларĕ старик.
Обоз çыннисем лумсемпе кĕлет урайне хăйпăтса çĕре сенĕксемпе чышкаларĕç.
— Тупрăмăр! — кăшкăрса ячĕ вĕсенчен пĕри.
Çав кун Курпун Митюкĕ патĕнчен вăтăр михĕ ыраш тиесе тухрĕç. Кунсăр пуçне ытги хуçалăхсенчен те пытарса хунă тырă-пулла тупрĕç. Пухăннă тырра михĕсене тултарса колхоз кĕлетне питĕрсе илчĕç. Хурал тăратрĕç. Ыран ăна, çуракинчен юлнине, района ăсатма пулчĕç.
Каçхине Курпун Митюкĕн кил-йышĕнче вăрттăн калаçу пулса иртрĕ.
— Пыйтăсем! Вĕсем пире пĕтерсе хурасшăн! Кĕçĕрех мĕнпур колхоз пурлăхне вут ăшне тăватăп! — кăшкăрчĕ Хĕветĕр аллипе сĕтеле тӳнккесе.
— Кĕçĕрех, ывăлăм, кĕçĕрех! Ыран тырра района ăсатĕç!
Курпунсем çĕрĕпех çывăрмарĕç. Хĕветĕр юлташĕсене пуçтарса кавар план турĕ. Ĕçшĕн пысăк укçа пама шантарчĕ.
Чăнах та, çур çĕр иртсе виçĕ сехетре колхозăн тырă кĕлечĕ тăрринче хĕрлĕ автан ташларĕ. Митюкпа Хĕветĕр ял çыннисемпе пĕрле нимĕн пулман пекех пушар сӳнтерчĕç. Хĕветĕр «тăрăшса» ĕçленипе урине те амантрĕ, аллине те пĕçертрĕ.
Хуралçисене, аран сывă юлнăскерсене, çырма хĕрринче тупрĕç.
IV.
Хĕссе-пĕссе, пысăк йывăрлăхсемпе пулин те, колхоз çурхи ĕçсене вăхăтра вĕçлерĕ. Çулла çĕнĕ трактор, машина туянчĕ. Çанталăкĕ те колхозшăн тăрăшрĕ темелле: ăшă, çумăрлă пулчĕ. Ырашпа тулă уйĕсемсĕр пуçне колхозăн хуратул, каучук уйĕсем, самай пысăк улма-çырла пахчи, вĕллесем пур. Митюка вĕллесем пăхма шанса пачĕç.
Çак тапхăрта кӳршĕ ялсенчен нумай пуян çемьесене Çĕпĕре ăсатрĕç. Курпун Митюкĕн çемйине кăна тĕкĕнмерĕç влаçсем. Курпун шăпине мĕнле— тĕр асамлă вăй пылпа çу сĕрсе тăрать тейĕн. Вĕсем мĕнле йывăр лару— тăруран та çăмăллăнах çăлăнса тухаççĕ. Ивановсен йăхĕ кĕпепе çуралнă пулмалла.
Хĕветĕр кăçал хуп-хура сухал ӳстерсе ячĕ. Мăйăхĕ те хĕрарăмсен чунĕсене пĕр шеллемесĕрех çунтарать. Пур çĕре те ĕлкĕрет вăл: колхоза ĕçе тухма та, Татьянана лĕплентерме те, Ульккапа алхасма та...
Кĕрхи сăн та çапрĕ таврана: йывăçсем çинчи çулçăсем саралса пыраççĕ, уй-хирти тыр-пулă пиçсе çитет. Пахча çимĕçсем те ăнса пулчĕç.
Курпун Митюкĕ хăй пахчинчен пахча çимĕçне самаях туса илет. Колхозран ĕç кунĕ тăрăх панă çимĕç кирлĕ те мар. Ав ĕлкĕрнĕ сухана çăлса пăрахнă та хĕрарăм çивĕчĕ пек туса çыхса ларать. Çыххисем питĕ илемлĕн— те тикĕссĕн курăнаççĕ. Каçпа мачча çине те улăхтарма юрать. Мĕн сивĕтиччен выртĕç вĕсем тăпрас çинче. Ывăлĕ ĕçрен таврăнасса кĕтсе тăрать. Пĕччен улăхтарма хал çитереймест, ватă ĕнтĕ. Наçтук выльăх-чĕрлĕх валли апат пĕçерет. Татьяна, ачисене пăянамăшне шанса хăварса, хĕрарăмсемпе пĕрле колхоз ĕçне кайнă.
Каçхи ĕçсене майлаштарсан Хĕветĕрпе Татьяна сухан çыххисене маччана улăхтарма тытăнчĕç. Хĕветĕр аялтан парса, Татьяна çӳлте йышăнса тăрать. Çыхăсене пăтасенчен çакса хума мачча çине Хĕветĕр те улăхрĕ.
— Мĕн çисе яраслах пăхатăн? Каçхи апатпа тăранаймарăн-им? — терĕ Татьяна Хĕветĕр çине шикленерех пăхса.
— Çук, тунсăхласа çитрĕм, улах вырăнта ыталас килет...
— Эпĕ сана улах вырăнта савăнăçлă хыпар пĕлтересшĕнччĕ...
— Мĕнле хыпар?
— Хĕветĕр... Кил-ха кунтарах, манăн хырăма тытса пăх-ха...
Хĕветĕр Татьяна хырăмне хыпашларĕ, хăлхине ун çумнерех тытса итлесе тăчĕ.
— Эсĕ мĕн, йывăр çын-им? — кăшкăрнă пекех ыйтрĕ вăл.
— Манăн хырăмра эсĕ парнеленĕ виççĕмĕш чун йăшăлтатать. Хĕлле çуратса та парăп.
Упăшкипе арăмĕ калаçа-калаçа мачча хĕррине çитсе тăнине те сисмерĕç. Хĕветĕре ку хыпар пĕрре те савăнтармарĕ, шухăша çеç ячĕ. Ара, вăл Ульккапа пĕрле пулма мĕн те пулин шухăшласа тупма сăмах панăччĕ мар-и? «Мĕн тумалла? Часах виççĕмĕш ача çуралмалла. Уйрăлмалла? Çук. Татьянаран хăтăлмалли сĕре те аван самант килсе тухрĕ. Хыçалалла пĕр утăм çеç тумалла...», — шухăшларĕ вăл.
— Çук! Пулма пултараймасть! Мана урăх нимĕнле ача та кирлĕ мар! — тесе Хĕветĕр кăшкăрса ячĕ.
Татьяна, кун пек пулса тухасса пачах кĕтменскер, хыçалалла чакрĕ те пăлтăрта: «А-а-а-а-а!..» — тени тата çатлатнă сасă илтĕнсе кайрĕ.
Пӳртрен Митюкпа Наçтук сиксе тухрĕç. Урайĕнче кинĕ месерле выртнине курсан хăраса ӳкрĕç.
— Хĕветĕр! Мĕн пулчĕ! — çӳлелле пăхса кăшкăрчĕ Наçтук.
Хĕветĕр нимĕн те чĕнмерĕ. Тăпрас çине чĕркуçленсе çеç ларчĕ. Ĕç ăçта пырса тухнине тавçăрса илсен мăшăрĕ вилессе шанса кăкăрĕ çине хĕрес хучĕ.
Татьянана пӳрте илсе кĕрсе вырттарчĕç. Вăл тăна кĕреймесĕрех вилсе кайрĕ. Ачи те ӳкрĕ. Часах вĕсен çемйинче тепĕр ывăл ача çуралмаллаччĕ.
Хĕл çитрĕ. Часах Çĕнĕ çул уявĕ. Апла пулин те, çак куна çитсе те, хурăнварсем юр пĕрчи кураймарĕç-ха. Çанталăкĕ сивĕтсех пырать. Юрĕ çеç çумасть. Курпун Митюкĕ ывăлне виççĕмĕш хут авлантарма хатĕрленет. «Ватăлтăмăр. Мăнуксене пăхса ӳстерме вăй-хал та юлмарĕ. Хĕветĕре авлантарасах пулать. Ульккапа вăрттăн пурăннине пĕтĕм ял пĕлет. Те тĕрĕс, те тĕрĕс мар — Улькка йывăр çын теççĕ. Хĕветĕр юнĕ пулмалла. Ан тив, Ульккана качча илтĕр», — шухăшларĕ старик. Упăшкин шухăшне Наçтук хэ ь.грларĕ.
Çĕнĕ çул каç Хĕветĕр Ульккана хăйсем патне илсе килче". Çук, вггтга туях тумарĕç вĕсем, пĕчĕк ĕçкĕ-çикĕ çеç. Татьяна вилнĕренпе çулталăк та кĕтсе тăрасшăн пулмарĕç саккунсăр пурăнаканскерсем.
Çав каçах Улькка Хĕветĕре ача кĕтнине пĕлтерчĕ. Илтнĕччĕ-ха ун çинчен ют çынсенчен, анчах Хĕветĕр çак хыпара Ульккаран хăйĕнчен илтме кĕтсе пурăннă.
— Хĕветĕр, эсĕ мана каçар та, часах ача çуралмалла. Çавăнпа та, Павăлпа Лисук ăнланакан пуличчен, вĕсене интерната вырнаçтарас пулать. Ахальтен пирĕн пурнăç ăнса пымĕ.
Çапла каланипе Хĕветĕр пĕрре те шикленмерĕ. «Интерната-тăк — интерната, мĕн калаçмалли пур. Ара, Улькка тепĕр ача çуратса парать. Вăл та хамăн юн тумламĕ. Ют аннепе пурăнса Павăлпа Лисук пăсăлма çеç пултараççĕ», — шухăшларĕ Хĕветĕр.
— Ан пăшăрхан, пĕрремĕш юратăвăм, веçех эсĕ каланă пек пулĕ, — терĕ Хĕветĕр Ульккана.
Чăнах та, Улькка Хĕветĕрĕн пĕрремĕш юратăвĕ, пĕрремĕш хĕрарăмĕ. Вунулттă та тултарманччĕ-ха вăл Ульккана куç хывнă вăхăтра. Лешĕ унран пилĕк çул аслăрах пулнăран-и е пилĕк çул ăслăрах пулнăран-и — пуян ачине пĕр каçрах арçын турĕ. Анчах та питĕ хăвăрт сивĕнчĕ вăл Ульккаран. Пĕр вăхăт мансах кайнăччĕ. Шăпа тени ăна çак хĕрарăмпа пурнăç çулĕ çине тăма пӳрнех пулмалла.
Çуркунне Улькка хĕр çуратса пачĕ. Хĕр пĕрчине Сарпи ят хучĕç.
Çулла Хĕветĕр Павăлпа Лисука Çĕпĕре çитиех илсе кайса пĕр хулари интерната вырнаçтарчĕ. «Ан тив, хăйсем çуралнă тавраран инçетре пулччăр. Хăйсене те, мана та çăмăлтарах пулĕ малашлăх кунсенче», — терĕ вăл хăй ăшĕнче. Айван та нимĕн ăнланман Павăлпа Лисук халĕ амăшсĕр кăна мар, тăван ашшĕсĕр те тăрса юлчĕç.
Улькка хуçалăхра ертӳçĕ, кил хуçи пулса тăчĕ. Ун сăмахĕнчен халь никам та иртеймест, ун сăмахĕ — ватăсемшĕн те саккун.
Пĕррехинче...
— Хĕветĕр, ватăсене çамрăксемпе пурăнма питĕ йъгвар. Çжрăкеснс те ватăсемпе пурăнма çăмăл мар. Пăятампа пăянама ялта пĕр пĕчĕкрех пӳрт туянса парсан мĕнлерех-ши? — терĕ Улькка Хĕветĕр кăштах хĕрĕнкĕ таврăннă кун.
— Шухăшласа пăхăпăр, — теме çеç пĕлчĕ арăмĕ сăмахĕнчен иртеймен Хĕветĕр.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...