Тавăру :: Пĕрремĕш сыпăк
I.
Хĕветĕр килне тул çутăласпа тин таврăнчĕ. Пӳрте кушак пек йăпшăнса кĕчĕ те сĕтел çинче ларакан кăкшăмри каçхине сунă сĕте пĕр сывламасăр тенĕ пекех ĕçсе ячĕ. Тутлăн анасласа карăнса илчĕ. Пăлтăра тухрĕ. Алăка уçса чĕлĕм тивертрĕ. Шухăша путрĕ. Пахчара каçса кайсах юрлăкан шăпчăксем те икĕ теçеткерен иртнĕ çеç, анчах арçын пулма ĕлкĕрнĕ йĕкĕте шухăшсен тинĕсĕнчен туртса кăлараймарĕç. Ара, кĕçĕр вĕсем юлташĕсемпе ыранхи каç кӳршĕ яла хĕр вăрлама каясси пирки калаçса татăлчĕç вĕт-ха. Хĕр тенĕрен, Хĕветĕр хыççăн чупаканнисем ялта та чьглаях— ха вĕсем. Анчах вĕсенчен пĕри те йĕкĕт чĕрине тыткăнлаймарĕ-ха. Тата, çитменнине, Хĕветĕр вĕсенчен чылайăшне тутанса та пăхнă ĕнтĕ. Çук, ăна каччă хыççăн чупакан хĕрсем килĕшмеççĕ çав. Вăхăтлăха арçын чунĕнчи вĕри юна сивĕтекеннисем кăна вĕсем Хĕветĕршĕн. Вăл çурхи çеçпĕл пек ачаш та никам тĕкĕнсе курман арăм тупма ĕмĕтленсе пурăнать. Çавăн пекки пур, тет, Вĕшлейре. Хăй курман та, юлташĕсем каласа панă тăрăх, ытла та чипер пулмалла. Ашшĕ-амăшĕсем пуянах мар пурăнаççĕ, тет, те... Нимех те мар, Хĕветĕр — ялти çĕрме пуян ачи. Уншăн, пĕртен пĕр ачишĕн, ашшĕпе амăшĕ вута кĕме те хатĕр. Вĕсен ачи çак куна çитсе те ĕçлесе, тар юхтарса курман. Килти пур ĕçсене те тарçăсем туса тăраççĕ. Мĕн çиес тенĕ — çавна çи, мĕн тăвас тенĕ — çавна ту... Чару пулман. Вĕренес тесе те тăрăшман Хĕветĕр. Пыл та çу пек пурнăçпа киленсе пурăнакан çамрăк нимĕнпе те кăсăкланман. Унăн хăй ĕмĕрĕнче те тăхăнса пĕтерес çук тумтир, атă-пушмак пур. Пĕр ĕçлемесĕр пурăнма май паракан ашшĕ-амăш мулĕ... Вĕренсе тата ĕçлесе пилĕке авмалла, пуç ватмалла иккен тата. Çук, тамăк пурнăç уншăн мар. Ухмахсем ĕçлеччĕр.
Картишĕнчи автан хыттăн авăтса янипе Хĕветĕр хăраса кайрĕ. Пĕлĕтрен çĕр çине «анчĕ». Чĕлĕмĕ те сӳннĕ иккен. Тухăç та хĕрелме пуçланă. Ял ирхи ĕç-пуç шавĕпе тулса пырать. Авă ашшĕпе амăшĕ те вăраннă. Темĕн çинчен хĕрӳллĕн тавлашаççĕ. Вĕсен куç умне курăнас мар тесе Хĕветĕр чăланри шăналăкпа карса хунă вырăна салтăнмасăрах кĕрсе выртрĕ.
II.
Вĕшлей — вăрман ăшне путнă, Сĕлкĕш юхан шывĕн тăрăхĕпе вырнаçнă пысăках мар чăваш ялĕ. Кунта лайăх çуртсем нумаях мар. Чылайăшĕн тăррисене улăмпа витнĕ. Вăл та пулин çумăрпа çĕрсе тислĕке çаврăннă ĕнтĕ хăш-пĕр çуртсен. Ялĕ ытла илĕртӳллĕ пулмасан та, кунта чиркӳ пур. Кӳршĕ ялсенчен чылай халăх çӳрет тĕн çуртне: венчет те тăваççĕ, ача та шыва кĕртеççĕ чиркӳре. Ял çут çанталăк илемĕ ăшне путнă. Çавăнпа чухăнлăх та кăштах çухалса каять пек, уйрăмах çурхи, çуллахи вăхăтсенче.
Мĕн кăвак çутă киличченех калаçса ларчĕç Сантăрпа Çинук куллен тĕл пулакан вырăнта — Сĕлкĕш хĕрринчен инçех мар уçланкăри хӳшĕ умĕнче.
— Çинук, чунăм, çитет пулĕ пĕр-пĕринпе пытанмалла выляма. Çын çине тухма та вăхăт.
— Кĕркуннеччен чăтас пулать, Сантăр. Хирти ĕçсене пĕтерсен туй тăвасси çинчен те калаçма çылăх пулмĕ.
— Хăратăп. Ман пек чухăн çынна сана качча пама та килĕшмĕç.
— Манăн аттепе анне те пуян çынсем мар.
— Сирĕн... Сирĕн пурте пур: хуçалăх та, выльăх-чĕрлĕхĕ те... Ман пек тăлăх турата, килсĕр-çуртсăр, çапкаланчăк çынна...
— Çук, Сантăр, ун пек ан калаç-ха. Мана пуянлăх пĕрре те интереслентермест. Ылтăн чĕреллĕ çын эсĕ, Сантăр, мĕн пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхсе ӳснĕ. Эсĕ тăва пĕлмен ĕç те çук ял хуçалăхĕнче. Турă кăна пулăштăр пире пĕрле пурнăç ĕмĕрлеме. Пирĕн чунсенчи юрату пур йывăрлăхсене те çĕнтерме пулăшĕ.
— Эпир çапла шухăшлатпăр та вĕт... Эх, пурнăç! Аттепе аннене пачах та астумастăп çав. Вĕсем ытла та çамрăкла çут тĕнчерен уйрăлнă. Кукка пулман пулсан... Вĕсем пăхса ӳстерчĕç мана. Аван-и, начар-и — çын турĕç.
— Малашнехи пурнăçа Турă кăна пĕлет. Ăна шанса пурăнатпăр. Тен, пирĕншĕн те телей çути сӳнментĕр-ха çĕр çинче, — терĕ ассăн сывласа Çинук.
Каччăпа хĕрĕн калаçмалли питĕ нумай. Çуллахи ир çеç çамрăксене ăнланасшăн мар, çутăлсах пырать. Килсене те çынсем вăранса çитиччен таврăнмалла: курсан — тем шухăшлĕç. Сантăрпа Çинук алла-аллăн тытăçрĕç те ялалла çул тытрĕç. Пĕр вунă-вунпилĕк минутран Çинуксен çĕр улми ани вĕçне çитрĕç.
— Ну, ыранччен, тусăм, ырă тĕлĕксем кур, — терĕ каччă хĕре аллисенчен тытса, куçĕсенчен пăхса.
— Тĕлĕксем курасси-мĕнĕ... Часах тул çутăлать. Ĕне сумалла. Кĕтӳ хăваламалла. Аннене темĕн пулчĕ-ха, чирлекелет, — терĕ те Çинук качча пит çăмартинчен чуптуса илсе çĕр улми йăранĕсем тăрăх килнелле чупрĕ.
Сантăр нимĕн тăва пĕлмерĕ, юпа пекех пĕр вырăнта хытса тăрса юлчĕ. Ара, мĕн ачаран пĕр-пĕринпе тĕл пулаççĕ пулсан та, каччă хĕре чуптуса курман. Вăл вăтаннă, хăйне хăй ытла мĕскĕннĕн тытнă хĕр умĕнче. Паян Çинук хăй чуптурĕ.
— Турăçăм! — кăшкăрса ячĕ каччă. — Пĕтĕм чуна вут-çулăм хыпса илчĕ. Юратать вăл мана, юратать! Нимĕне пăхмасăр юратать! Ялти чи илемлĕ хĕр мана — тăлăх-турата юратать!
III.
Тепĕр каç та Сантăрпа Çинук хӳшĕ умĕнче тĕл пулчĕç. Хĕр кăштах кая юлса çитрĕ: амăшĕ йывăрах чирлĕ иккен, килти хĕрарăм ĕçĕсене веçех унăн тумалла. Çук, ĕçрен хăрамасть Çинук. Сантăр пекех, тăва пĕлмен ĕçĕ те çук: тĕрĕ те тĕрлет, чăлха-нуски те çыхать, апат-çимĕç те тутлă пĕçерет. Амăшĕ чирлĕ пулни çеç...
Кондратий Михали, Çинук ашшĕ, питĕ йĕркеллĕ çын. Çамрăклах авланнă, Варук та Михаляна юратса качча тухнă. Тĕп килтен уйрăлса тухса хăйсем тĕллĕнех йăва çавăрнă. Ялта вĕсем вăтам хуçалăхсем шутланнă. Пурнăçра юрату, саплашу та пулнă. Хирĕçсе курман. Ача-пăча тенĕрен вара... Çинук çемьере пиллĕкмĕш хĕр. Ун умĕнчен çуралнă аппăшĕсем пурте ачаллах вилсе пынă. Варук хуйхăра-хуйхăра чире путнă теççĕ. Михаля ывăл ача кĕтнĕ: çук, хĕр хыççăн хĕр çуралнă, вĕсем те вилсе пынă. Пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕ, Çинук, вĕсемшĕн темрен те хаклăрах пулнă.
Çинук Сĕлкĕш хĕррине çитнĕ çĕре Сантăр кăвайт та чĕртсе янăччĕ ĕнтĕ. Çĕр улми пĕçеретчĕ.
— Каçар, тархасшăн, Сантăр, нумай кĕттертĕм пулмалла. Пушанаймастăп кăна.
Каччă хĕре ытлашши кулянтарас мар тесе хăй те нумаях пулмасть çеç çитнине пĕлтерчĕ.
— Каçаратăп пĕрре чуптусан, пит çăмартинчен те юрать...
Çинук качча мăйĕнчен ытакласа илчĕ те чĕрне вĕççĕн тăрса тутинченех сĕртĕнсе илчĕ.
— Каçар, чунăм, ытлашширех пулчĕ пулмалла та...
Сантăр пĕтĕм кӳлепипе чĕтренчĕ те хĕре пилĕкĕнчен ыталаса илчĕ.
— Çинукăм, кăвакарчăнăм! Чăнах-и ку е тĕлĕкре кăна-и?
— Асту çав, çывăрса ан юл, — терĕ хĕр ăшшăн кулса.
— Çывăрма тетĕн-и? Çук. Эсĕ мана вăй кĕртрĕн. Эпĕ паянхи кунччен чуптума мар, сан çине пăхма та вăтанса çӳренĕ. Манăн вăтанчăк чунăма вăратнăшăн... Эпĕ... Эпĕ...
Каччă хĕре урăх калаçма памарĕ: хулăн та вут пек çунакан тутасем çӳп-çӳхе хĕр тутисене шыраса тупрĕç...
Çуллахи каç юратакансемшĕн кĕскерех çав. Вăхăт иртнине сиссе те юлаймастăн. Сантăр кĕçĕр хĕре сĕре те пысăк хыпар пĕлтересшĕнччĕ. Инкек куçа курăнса çӳремест, çав самантрах хăйĕн капкăнне ярса илет.
Каччăпа хĕр кăвайт умĕнче калаçса ларнă вăхăтра уçланка пĕр вунă çамрăк пырса çитрĕ. Нимĕн те чĕнмерĕç вĕсем: пĕр ушкăнĕ каччă ларакан енчен, тепĕр ушкăнĕ хĕр вырнаçнă енчен хупăрласа илчĕ. Сантăрпа Çинук мĕн пулса иртнине те ăнланса ĕлкĕреймерĕç: иккĕшĕн пуçĕ çине те михĕ тăхăнтарса ячĕç, алли-урисене пăявсемпе çыхса хучĕç.
— Хăвăртрах! Тул çутăлса килет. Васкамалла. Ку йытă пыйтине хăмăшсем хушшине кайса пăрахăр. Хĕре — тăрантас çине! — тенине çеç илтсе юлчĕç тыткăна çакланнă мĕскĕнсем.
Вăрă-хурахсем Сантăра тапа-тапа хĕнерĕç, пуçĕнчен темиçе хутчен чукмарпа çапрĕç. Каччă йăшăлтатма пăрахсан, урисенчен тытса хăмăшсемпе хупланнă шурлăха кайса пăрахрĕç.
Çинука тăрантас çинче мĕн тумаллине вĕрентсе ларакан Хĕветĕр аллине тыттарчĕç.
— Çаклантăн, чĕкеçĕм, ман алăран çăлăнса тухаймăн... арăм!..
Тискер ĕç тунă, эрехле сутăннă ӳсĕр çамрăксем кĕçех каялла таврăнчĕç те урапасем çине улăхса ларчĕç. Хĕветĕр вĕсене тата пĕрер кĕленче эрех тыттарчĕ. Утсем уçланкăран вирхĕнсе тухса Хурăнваралла çул тытрĕç.
IV.
Хурăнвар, Вĕшлейпе танлаштарсан, самай пысăк ял. Кунта кашни вырсарникун пулса иртекен пасар кунĕсем кăна мĕне тăраççĕ, пĕтĕм уесран тенĕ пек пуçтарăнаççĕ суту-илӳ уявне.
Ялта çӳллĕ те шăвăç витнĕ çуртсем курăнкалаççĕ. Вĕсенчен чи мăнаçли — Курпун Митюк çурчĕ. Вăл — Хурăнвар пуçлăхĕ, пуянĕ. Унран пуян çын та çук теççĕ Сĕлкĕш тăрăхĕнче. Наçтук, Митюк арăмĕ, мăшăрĕнчен те усалтарах. Килти хуçалăха та вăлах тытса пырать. Упăшки ун сăмахĕнчен иртеймест, хăрать те. Таврари чи лайăх çĕрсем, улăх— çарансем вĕсен аллинче. Выльăх-чĕрлĕхе те, кайăк-кĕшĕке те шутласа пĕтерес çук. Хуçалăхра вуншар тарçă тар тăкать.
Ялта пурăнакан ытти пуян çынсен çемйисенче вăтамран та ултă— çичĕ ача пулсан, Курпун Митюкĕпе Наçтукăн пĕр ача кăна — Хĕветĕр. Çемьере ача мĕншĕн сахалли пирки ялта тĕрлĕ калаçу çӳрет. Сăлтавĕ Наçтукра теççĕ: иккĕмĕш ачи вилĕ çуралнă пулать те имĕш, урăх çуратаймасть, тет, вара. Ну, юрĕ, кăна Турă кăна пĕлет, ытти çынсен ĕçĕ те çук кунта.
Тул çутăласпа хĕр вăрласа килекен урхамахсем курпунсен кил— картишне çавраçил пекех вирхĕнсе пырса кĕреççĕ. Хĕре маларах хатĕрлесе хунă уйрăм ларакан çулла пурăнмалли çурта илсе кĕреççĕ.
— Тарье! — кăшкăрса ярать Хĕветĕр. — Аçта эсĕ? Халĕ те çывăратăн— и вара?
Сасса илтсе тарçăсем пурăнакан çуртран пĕр вăтам çулсенчи хĕрарăм чупса тухрĕ те чĕннĕ çĕре васкарĕ.
— Куç пек сыхла! Миххине салтса яр. Çăвăнтар. Тумлантар. Алăк умне хурал тăрат, — терĕ.
— Итлетĕп, хуçа, — теме çеç пултарчĕ хĕрарăм тарçă.
Кил хушшинчи шавпа Митюкпа Наçтук та вăранчĕç. Тумланса картишне тухрĕç. Хĕветĕр вĕсен умне пырса çитрĕ.
— Аттс, анне, туя хатĕрленĕр. Арăм гупса килтĕм.
— Ăçтан? Кам? — теме çеç пултарчĕ Наçтук. Хĕветĕр ăна урăх çăвар уçтармарĕ.
— Вĕшлейри Кондратий Михали хĕрĕ — Çинук, — терĕ Хĕветĕр.
— Тăхта-ха, ывăлăм, пур япалана та йăла-йĕркепе тăвас пулать.
— Тĕрĕсне калать аçу, ывăлăм. Малтанах хĕрĕн ашшĕпе амăшне пĕлтерес пулать. Илсе килччĕр вĕсене пирĕн пата. Пурин çинчен те калаçса татăлăпăр.
Хĕветĕр ку таранччен ашшĕпе амăшĕн сăмахĕсене вырăна та хуман. Куннехинче мĕншĕн-тĕр вĕсемпе килĕшрĕ.
Пĕрер сехетрен Михаляпа Варук Хурăнвара килсе çитрĕç. Тăрантаспах лартса килнĕ вĕсене Курпун тарçисем. Питĕ тарават кĕтсе илчĕç вĕсене кил хуçисем, çăкăр тăварпа. Калаçăва малалла тăсиччен Михаляпа Варук хĕрĕпе тĕл пулма васкарĕç. Вĕсене Çинука вырнаçтарнă пӳрте илсе кайрĕç:
— Ах, аттеçĕм! Ах, аннеçĕм! Ăçта эпĕ? Кам мăшкăлĕ пулса тăтăм— ши? — тесе амăшĕн мăйĕнчен чупса пырса уртăнчĕ Çинук.
— Лăплан, хĕрĕм, лăплан, — çупăрларĕ ăна çурăмĕнчен Варук.
— Хĕрĕм, — чăтăймарĕ Михаля та, — эсĕ лайăх та пуян çынсен аллине çакланнă. Пулас мăшăру таврари чи пуян та илемлĕ каччă. Турра тав тумалла çакăн пек пулса тухнăшăн.
— Анчахта... Манăн Сантăр пур вĕт-ха. Эпĕ ăна юрататăп. Кĕркунне туй тума катаçса татăласшăнччĕ ĕнтĕ, — терĕ ĕсĕкле-ĕсĕкле Çинук.
— Шăпа урлă сиксе каçма çук, хĕрĕм, — терĕ Варук. — Эсĕ Сантăрпа, килсĕр-çуртсăр тăлăх туратпа, нихăçан та телейлĕ пулаймăн.
Çинук чĕркуçленсе ларса йĕре-йĕре тархасласан та ашшĕпе амăшне ӳкĕте кĕртеймерĕ.
Пулас хăтасемпе тăхлачăсем авалхи йăла-йĕркепе туя хатĕрленме хĕре пĕр эрнене тăван килне илсе каймалли çинчен калаçса татăлчĕç.
V.
Калаçса татăлнă хыççăн тепĕр куннех хурăнварсемпе вĕшлейсем туя хатĕрленме пуçларĕç. Çинук килне таврăннăранпа хăрушă тĕлĕкрен вăранаймарĕ-ха. Хăйпе мĕн пулса иртнине те ăнкарса илеймерĕ. Юрать— ха, Хĕветĕр вăрласа килнĕ каçах ăна хĕрарăм тăваймарĕ. Тарье каласа панă тăрăх, çак çурта вăрласа килнĕ хĕрсенчен (вĕсем Çинукран маларах та пулнă тет) нихăшĕ те килĕсене хĕр пулса таврăнайман имĕш. «Вăл мана мĕнле тĕкĕнеймерĕ-ха? Мĕнле асамлă вăй çак хăрушă та ирсĕр ĕçе пурнăçлама тытса чарчĕ-ши ăна?» — тĕлĕнсе шухăшларĕ хĕр. Апла пулин те хĕр хăйĕн чысĕ таврари ял çыннисем умĕнче вараланнине лайăх ăнланать. «Намăс, чăтма çук намăс! Сантăр куçĕ умне мĕнле курăнмалла тата? Сантăр тенĕрен. Турăçăм, ăçта-ши эсĕ, тусăм? Сывă-и? Хĕнесе амантрĕç-ши? Вĕлерсех пăрахрĕç пулсан?» — темĕнле шухăш та вылянать Çинук пуçĕнче. Çапла майпа нимĕн тумасăрах кун та иртсе каять.
Михаляпа Варук тăванĕссне туй хăçан пулассине пĕлтереççĕ. Тепĕр эрнерен Хурăнвар чиркĕвĕнче венчет тумалли çинчен те калаçса татăлнă. Çинук хĕр-тантăшĕсене те пĕлтернĕ. Вĕсем кĕçĕр пĕрле пухăнса туйччен мĕн тумаллине калаçса татăлмалла.
Чи малтанах Çинуксем патне кӳршĕ хĕрĕ Марье çитет.
— Юлташăм, хăвăртрах каласа кăтарт, ял çыннисем мĕн калаçаççĕ? — тархасласа ыйтрĕ Çинук.
— Калаçасси-мĕнĕ, хăшĕсем — хурланса сэтсе яваççĕ, хăшĕсем — ăмсанса. Ара, Хĕветĕр пек пуян та хитре каччă таврара та çук теççĕ.
— Сантăр, Сантăр пирки пĕлтер, тархасшăн...
— Сантăр пирки нимĕн те илтмен. Вăл ялта та çук теççĕ. Çинук, ăçта Сантăр?
Çинук хĕр-тантăшне Сантăрпа юлашки тĕлпулу мĕнпе вĕçленнине пĕлтерчĕ.
— Турăçăм, Сантăр киле таврăнман? Вĕлернĕ ăна, вĕлернĕ! — кăшкăрса ячĕ Çинук.
Эрне иртнине мар, ĕмĕр иртсе кайнине сисместĕн те. Ыран — туй.
Çинук анат анманнипе, çывăрманнипе, хуйхăрнипе тĕпсакайĕнче шăтса кайнă çĕр улми хунавĕ пекех шурса кайнă. Сантăр çинчен те хыпар çук. Куккăшĕ кулленех килсе каять. Вĕшлей тăрăхĕнчи вырăнсене куллен тенĕ пекех шыраççĕ.
«Мĕнле майпа пĕрре те курман çын арăмĕ пулса тăмалла-ха? Сутăнчăк эсĕ, сутăнчăк! Сантăрпа пирĕн хушăмăрти юратăва пуянлăхпа улăштаратăп. Каçарĕ-ши вăл мана?» — шухăшларĕ хĕр.
Каç пулса çитрĕ. Паян сĕре те йывăр кун пулчĕ. Апат-çимĕç пĕçерсе, сăра-эрехне хатĕрлесех иртсе кайрĕ вăл Семеновсен килĕнче. «Юлашки каç. Хĕр ĕмĕрĕн юлашки каçĕ. Сантăр намăса чăтаймасăр ялтанах тухса кайрĕ пулĕ? Ахальтен çухалса пурăнмасть вăл. Эх, савнийĕм, савнийĕм! Мана мĕнле йывăр пулнине чухлатăн-ши? Ăçта эсĕ? Килсем... Килсем... Эпĕ санпа тĕнче хĕррине тухса тарма та хатĕр» — каллĕ-маллĕ уткаларĕ хĕр.
Сасартăк алăка шаккани илтĕнсе кайрĕ.
— Сантăр, Сантăр таврăнчĕ! — чупса тухрĕ алăка уçма Çинук.
— Эпĕ-ха ку, Марье. Каçар, Çинук, чăт, сĕре те хăрушă хыпар пĕлтеретĕп. Сантăр виллине шурлăхра тупнă...
Хĕр тăна кĕнĕ вăхăтра вырăн çинче выртатчĕ. Пуçран чукмарпа çапнă пекех сиксе тăчĕ вăл ура çине. Çур çĕр те иртнĕ иккен. Çӳçĕ-пуçĕ тусăнса кайнă. Куçĕсем шăвăçланнă. Пӳртре шăрчăкчĕриклетет. Хĕршĕн пĕтĕмтĕнче вилнĕн туйăнчĕ. Вăл картишне тухрĕ. Лаç алăкне уçрĕ. Унта çакăнса тăракан çавана ярса тытрĕ.
— Сыв пул, тĕнче! Сыв пул, çамрăклăх! Сыв пулăр, атте-анне! Сантăр, чунăм, эпĕ сан патна васкатăп. Эпĕ — санăн, урăх никамăн та мар. Çӳлти Турă-атге, Турă-анне! Тархасшăн, каçарăр, тамăка ан ăсатăр. Унта ăсатсан та — Сантăрпа тĕл пулма гтулăшăр!
Çуллахи тӳпене çĕнĕ уйăх тухнă. Пахчара каçса кайсах шăпчăксем юрлаççĕ. Çинук аллинчи çава уйăх çутипе ялтăртатса илчĕ те тин çеç сунă сĕт кăпăкĕ пек ачаш та шурă хĕр майĕнче тарăн йĕр хăварчĕ. Мăкăнь чечекĕ тĕслĕ юн çĕр çине тĕшĕрĕлсе аннă Çинука леш тĕнчене каймалли çула уçрĕ...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...