Этем шăпи :: Эпилог
Пурнăç хăйĕн черечĕпе шăвать. Павлик салтакран таврăнни те çулталăк çитрĕ ĕнтĕ. Вĕсем Васелисăпа килĕнчех пурăнаççĕ. Ирăпа Кира качча кайнă.
Пĕр çĕртен татăлнă кантра, мĕнле сыпсан та, çав тĕлтен татăлать çав. Сасартăк Эдуард Николаевич чирлесе ӳкет. Çур çул хушши пульницара выртать, типнĕçемĕн типсе пырать. Вера унăн койки умĕнчен кая та пĕлмест.
— Вера, — терĕ пĕррехинче Эдик. — Эпĕ чĕрĕлейместĕп. Эпир санпа сĕре те лайăх пурăнтăмăр. Ачасене ура çине тăратрăмăр. Тавтапуç сана манăн хĕрупраçсене çын тунăшăн, иккĕмĕш амăшĕ пулса тăнăшăн, мана шаннăшăн, хисепленĕшĕн, юратнăшăн. Турă курса тăрать, эпир никам умĕнче те айăплă мар, шăпа пӳрнипе пурăннă çынсем. Чăтмаллине пĕрле чăтрăмăр çĕр çинчи пурнăçра. Эсĕ халĕ пĕр-пĕччен юлатăн. Ан пăрах Ирăпа Кирăна, вĕсем сана юратаççĕ, хисеплеççĕ. Пирĕн ывăл та ăслă çын пулса çитĕнчĕ, вăл сана нихăçан та пăрахас çук. Смирновсен таса юнĕ тапать унăн юн тымарĕсенче. Юлашкинчен, Вера, эпĕ сана виличчен хамăн юлашки хушăва пурнăçлама ыйтасшăн. Малтанах каçару ыйтатăп, тен, ку сана килĕшмĕ те. Çапах та, мĕнле пулсассăн та, вилсен мана Пухмач ялĕнчи масара, Райăпа юиашар, пытарăр. Эпĕ унăн умĕнче те пысăк парăмра, тен, çав парăма леш тĕнчере тӳлесе татăп. Каçар...
Вера Эдик ыйтнине пурнăçлама сăмах пачĕ. Тен, хăйĕн пурнăçĕнче ытла та нумай куççуль тăкнипе-и, чăтма çук йĕрес килсен те, куçĕсем унăн шывланмарĕç. Эдикăн уçă тăракан куçĕсене хуптарчĕ те ун çине хĕрес хучĕ.
— Канлĕ ыйхăпа çывăр, Эдик! — теме çеç пĕлчĕ.
Эдика, хăй ыйтнă пекех, Райăпа юнашар пытарчĕç. Леш тĕнчене ăсаннă икĕ чун каллех пĕрле пулчĕç. Икĕ вилтăпри те чечексен ăшне путрĕ.
Тен, Вера та хăйĕн юратăвĕпе леш тĕнчере тепĕр хут тĕл пулĕ? Хальлĕхе вăл каллех пĕр-пĕччен тăрса юлчĕ.
Шухăшсем
Ever thought how chuvash...
Save on marketing with our AI-optimized ...
Ideia pratica para organizar melhor o ...
Nápady pro rychlejší výsledky — https:...
Smart losning til hurtigere resultater...
Economise?te timp cu acest sfat practi...
I started writing down one thing at the ...
Why overspend on paid advertising? Our A...
Boost your website’s audience with our A...
Descopera o metoda utila pentru ziua t...