Этем шăпи :: III. Шӑпа
Пурнăçра мĕнле хуйхăн та, йывăрлăхăн-савăнăçăн та чикки пур. Мĕнле хуйхă суранне те вăхăт майĕпен саплăк хурать, суран туртăнать.
Эдик — икĕ ачапа, Вера пĕр ачапа тăрса юлчĕç.
Верăна пурнăçа тытса пыма, чăтма çук йывăр çухатăва тӳссе ирттерме Женя тăванĕсем пулăшрĕç. Павлик асламăшĕ патĕнче пурăнчĕ.
Эдик шкултах ĕçлерĕ-ха, çапах та унăн çак ялта пурăнас килмерĕ.
Çапла вăл, кашни çыннăн хăйĕн шăпи. Эдикпа Вера питĕ йывăр шăпаллă çамрăк çынсем. Иккĕш икĕ тĕлте хăйсен хуйхă суранне сиплеççĕ, пĕр-пĕрин çинчен илтмен, пĕр-пĕрне пĕлмеççĕ пулин те...
Вера хăйĕн пĕчĕк пӳлĕмĕнче Зинăпа пурăнчĕ. Зина та качча кайман- ха. Вĕсем, пĕртăван йăмăксем пекех, сĕре тату пурнаççĕ, çăкăр чĕллине çурмалла пайлаççĕ. Вера амăшĕсем патне те, пăянамăш патне те кайса- килсе çӳрет. Медсестран ĕç укçи пысăк мар, ывăлне пĕр-пĕччен ӳстерме çитес те çук. Çавăнпа та вăл, аслă пĕлӳ илес ĕмĕтпе пединститута заочно вĕренме кĕчĕ. Зина ăна пур енĕпе те пулăшса пычĕ.
Пунш станцийĕнчен юлашкинчен таврăнсан, Зина Вера мĕншĕн- тĕр куçĕсене хăйĕнчен тартнине, пăхма вăтаннине туйса илчĕ. Мĕн-тĕр пулса иртнĕ, ахальтен мар калаçма та сахалтарах калаçать, ютшăнать.
— Вера, мĕн пулнă сана, чирлемен-и эсĕ? Ан вăтан, эпир çак куна çитсе пĕр-пĕринчен нимĕн те пытарса курман вĕт. Пирĕн хушăра нимĕнле вăрттăнлăх та пулман. Тен, мĕнпе те пулсан пулăшайăп та, — тесе асăрхануллăн тĕпчерĕ Зина.
Вера малтан нимĕн те чĕнмерĕ, ассăн çеç сывларĕ. Каçхи апата ларсан
кăна:
— Зина, эпĕ качча каятăп, — терĕ.
Зинăна ку хыпар уяр кун аслати кĕмсĕртетнĕ пекех туйăнса кайрĕ.
— Мĕнле-ха капла?.. Женя вилтăпри çинче нихăçан та ăна урăх арçынпа улăштармастăп тесе тупа турăн вĕт!
— Каçар, Зина, ĕмĕр сакки сарлака теççĕ. Тĕрĕс, сĕре те йывăр мана урăх арçынпа çĕнĕ пурнăç пуçлама. Эпĕ ĕмĕр тăршшĕпех Женьăна çеç юратăп, унăн ячĕ çеç мана йывăрлăхсене чăтса ирттерме пулăшĕ. Анлан эс мана, Павлика ашшĕ кирлĕ. Вăл пĕчĕкçĕ-ха, нимĕн те ăнланмасть. Ашшĕне те часах манĕ, урăх арçынна та ашшĕ вырăнне хурса йышăнĕ. Эпĕ хамшăн мар, унăн пуласлăхĕшĕн çак пысăк çылăха хам çине илетĕп, — ĕсĕкле-ĕсĕкле ăнлантарма тăрăшрĕ Вера Зинăна.
Лешĕ, паллах, хирĕçлерĕ, Верăна нихăçан та пĕччен хăвармассипе лăплантарчĕ. Çапла вăл пурнăç, ыран мĕн пулассине пач пĕлместĕн.
Тепĕр канмалли кун Вера Зинăна пулас мăшăрĕпе паллаштарчĕ. Вăл Кусăрка ялĕнчен иккен, икĕ ачапа тăлăха тăрса юлнă учитель, Эдик...
Зина Эдика аллине те памарĕ. Çилли тулса çитнине ниçта хураймасăр, кӳлешӳ вăйĕ çĕнтеререх панипе:
— Сутăнчăк эсĕ, Вера! — терĕ те алăка хыттăн хупса пӳлĕмрен тухса кайрĕ.
Самантрах пĕр сăмахран пурăнакан икĕ çын хушшинчи туслăх та арканса кайрĕ.
Верăпа Эдик станцире, амăшĕсем патĕнче, евчĕ урлă паллашнă иккен, пĕрлешме сăмах панă. Никам та пĕлмест Эдикпа Вера юратса пĕрлешнине. Хăйсен ачисен пуласлăхĕшĕн тăрăшни кăна куçкĕрет.
Эдик Чĕмпĕре куçса килсе хулари пĕр шкула вырнаçрĕ. Хăтлă хваттер илсен ачисене те кӳрсе килчĕ. Пурнăçра тата тепĕр çĕнĕ çемье çуралчĕ.
Смирновсемпе Вера хушшинче çыхăну вăхăтлăха татăлчĕ. Павлика яла илме кайсан пӳрт тăрринех тарса улăхнă вăл амăшĕнчен.
Унтанпа Знна та, Рита та качча кайма ĕлкĕрнĕ. Олег Мускавра хăй çемйипе пурăнать. ГТавлик та юлашки çул шкулта вĕренет иккен. Эдуард Николаевич шкул директорĕ пулса тăнă. Вера пединститутран вĕренсе тухса диплом илнĕ, çак шкултах ачасене биологи предметне вĕрентет. Ирăпа Кира ӳссе çитĕннĕ хĕрупраçсем. Виçĕ ача хăйсене пĕртăвансем тесе шутлаççĕ, ашшĕпе амăшне чунтан юратаççĕ. Пурнăç çăлкуçĕ вĕресетапсах тăрать. Рита Верăпа телефон урлă çыхăну тытнипе пур хыпарсене пĕлсе тăрать. Тăхăр класс пĕтернĕ хыççăн Павлик техникума вĕренме кĕнĕ иккен, кĕркунне ăна салтака илсе каяççĕ...
Тепĕр çулхи кĕркунне Рита Зина аппашĕ патне телефонпа шăнкăравласа ăшă хыпар пĕлтерчĕ:
— Итле-ха, аппа, Таня аппана ан пĕлтер. Паян Вера шăнкăравларĕ. Павлик отпуска килсен авлансах каясшăн иккен. Пире пурсăмăра та туя чĕнеççĕ. Туйĕ «Ветерок» кафере пулса иртет.
Зинăн савăннипе куçĕсем шывланчĕç. Манман иккен ВераЖеньăна, пире туя чĕнет. Вăл хăй те, ытти тăванĕсем те тахçанах Вера шăпипе çырлахма ĕлкĕрнĕ. Унăн пурнăçне кăна хутшăнасшăн пулман, пĕр-пĕрин патне пырса-килсе çӳремен.
Смирновсен ратни туя хатĕрленме тытăнчĕ. Улька аппа та мăнукне тахçантанпах курман ĕнтĕ. Уссе çитĕннĕ качча курсан та паллас çук. Женя тĕсĕпе палласа илсен кăна, веçех ашшĕне хунă теççĕ. Улька аппа васкасах çĕнĕ тĕкрен пысăк минтер хатĕрлерĕ, туя кайма ĕмĕтленчĕ.
Палăртнă кун «Ветерок» кафене туй халăхĕ пуçтарăнма тытăнчĕ. Улька аппа туя килеймерĕ. Те ытлашши савăннипе, ыран туй тенĕ чухне, хытах чирлесе ӳкрĕ. Туй парнине те хĕрĕсенчен çеç парса ячĕ. Зина, Таня, Рита хăйсен мăшăрĕсемпе кафене пырса çитрĕç. Пурте сиксе чĕтĕреççĕ. Ара, миçе çул пĕр-пĕринпе курса калаçман! Мĕнле кĕтсе илĕç-ши вĕсене Эдикпа Вера, Павлик?
Фойере хăнасене Эдикпа Вера, çамрăк мăшăр кĕтсе тăраççĕ иккен. Смирновсен ушкăнне курсан Эдикпа Вера пĕр харăссăн чупса пычĕç, пурне те ыталаса чуптурĕç, пурин куçĕсенчен те савăнăç куççулĕ шăпăртатрĕ.
Вера Павликпа çĕнĕ кине — Васелисăна чĕнсе илчĕ те вырăсла:
— Павлик, паллатăн-и, камсем килнĕ пирĕн пата? — тесе ыйтрĕ.
— Паллах, паллатăп, ку — Зина аппа (Таня çине кăтартса), ку — Таня аппа (Зина çине кăтартса), ку — Рита аппа, кусем — манăн йыснасем, — терĕ, пурне те алă тытса тухрĕ, Васелисăна та хăнасемпе паллаштарчĕ.
Вера Павликпа ашшĕ енчи тăванĕсем çинчен сăн ӳкерчĕкĕсем тăрăх яланах калаçу илсе пынă иккен. Павлик Ритăна кăна лайăх палларĕ, хăйсем патне пырса çӳренипе.
Хăнасем туй кĕрекине ларса вырнаçрĕç. Пĕр енче — Романовсен ратни, тепĕр енче — Смирновсен, виççĕмĕш енче — Алешинсем. Сĕтел пуçĕнче — çĕнĕ мăшăр. Павлик хуп-хура костюмпа, шурă кĕпепе, галстукпа, Васелиса — шурă пĕркенчĕк айĕнче мамăкланма ĕлкĕрнĕ кукша пуç чечекĕ пек чиперленсе ларать.
Смирновсем Павлик çине пăхнă та хытсах кайнă. Калăн, вĕсен умĕнче Женя ларать, уйăрса илме те çук!
...Икĕ кун хушши туй кĕрлерĕ кафере. Эдикпа Вера Смирновсен ратнинчен уйрăлма та пĕлмерĕç, калăн, вĕсен хушшинче нимĕнле пăтăрмах та пулман тесе. Виççĕмĕш кун туй Павлик ашшĕ-амăшĕсем патĕнче пулчĕ...
Туй хыççăн çамрăк мăшăр Ровница ялне кайрĕ. Эдикпа Вера та вĕсенчен юлмарĕç. Тĕрĕссипе, пурне те Эдик ертсе кайрĕ. Ушкăнпа масар çине кайса Женя тăпри çине чĕрĕ чечексем хучĕç. Павлик ашшĕн вилтăпри çине пĕрремĕш хут чĕркуçленсе ларса пуç тайрĕ.
Улька аппа хăнасем килнипе, çăмарта тума вăхăт çитнĕ чăхă пекех, чупкаласа çӳрет. Павлик çинчен куçне илмест, ывăлĕ çĕнĕрен чĕрĕлсе килне таврăннă пекех туйăнать ăна...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...