Хуняма :: Пĕрремĕш пайĕ


Аçу çуртне суттарап.

 

Трахви. Эсĕ — чунăм, эс — ман пурнăç. (Серахвие.) Мана халĕ халăх театрĕнче роль панă, интереслĕ роль.

Серахви. Пĕр-пĕр йăпăлти пулĕ ĕнтĕ?

Трахви. Йăпăлти мар.

Серахви. Эппин, йăкăлти...

Трахви. Йăпăлти те, йăкăлти те мар.

Серахви. Пĕр-пĕр пакăлти пулĕ. Эсĕ лайăх роль выляса курман ĕнтĕ: е ӳсĕр çапкаланчăк рольне, е пĕр-пĕр ухмаха, е тилĕ пек жулика.

Трахви. Ку — чăн-чăн этем, арăмне хытă юратнипе тем тума хатĕрскер.

Серахви. Чăнах-и?

Трахви. Чăнах.

Серахви. Апла пулсан яшка валли паранкă шурат-ха.

 

Алăка шаккаççĕ.

 

Алăка уç.

Трахви. Итлетĕп, юратнă чунăм. (Арăмне чуптуса илет те хăвăрт алăка уçать.) Кĕрĕрех.

 

Кулюк кĕрет.

 

Серахви. Хывăн, анне. Трахви, пулăш аннене хывăнма.

Трахви. Итлетĕп, чунăм. (Хунямăшĕн пальтине хывса çакать.)

Серахви. Паранкă çинчен ан ман.

Трахви. Итлетĕп, ман уйăхăм.

Кулюк. Ай туру!..

Серахви. Шуратма пуçличчен паранкине çу.

Трахви. Итлетĕп, ман çăлтăрăм. (Паранкă çума пуçлать.)

Серахви. Анне, лар, часах апат çийĕпĕр. Эсĕ, старик, кишĕр яма ан ман.

Трахви. Манмастăп, пирĕшти, хевте тĕшши.

Кулюк. Ай-яй!..

Трахви (ролĕнчи сăмахсемпе). Эсĕ ман пурнăç, ман телей, кăвакарчăнăм.

Кулюк. Ай-яй, ку сан пур чухне те çавăн пек ирĕлет-и е ман умра çех çапла вылять?

Серахви. Вылять.

Кулюк. Курăнать.

 

Трахви паранкă турать.

 

Трахви. Тата мĕн хушатăн, телейĕм?

Серахви. Паранкине çурăн-и?

Трахви. Çурăм, икĕ хут çурăм, татах çăвас-и?

Серахви. Çитет, витаминĕ пĕтет, яшкана яр та ваннăри кĕпе-йĕмсене пăрса çак.

Трахви. Итлетĕп, ман чĕре çăвĕ, чун чăмакки. (Кухньăран хăвăрт ваннăна чупать.)

Кулюк. Ай туру, ай туру, пĕртте ĕненес килмест. Ман упăшка пулсан тьфу тет те кутник çине кайса выртать. Ку сан ытла йăпăлтатать. Ырра-ши ку? Ют хĕрарăма юратса пăрахман-и вăл?

Серахви. Мĕн эсĕ, анне?

Кулюк. Çылăха кĕрсен çапла хăтланаççĕ арçынсем, пĕлетĕп эпĕ.

Серахви. Асту, шелковăйсене ытлашши вăйпа пăрса татса ан пĕтер.

Трахви. Эпĕ вĕсене, акăш мăйне ачашланă пек, çепĕççĕн чăмăртăп. Акă пулчĕ те, ăçта çакас?

Серахви. Балкона çак.

Трахви. Итлетĕп, сар чечекĕм. (Серахвие чуптуса илет.)

Серахви. Аннерен вăтанасчĕ.

Трахви. Ăна та салам калам.

 

Кулюка чуптума тутине тăсать. Кулюк: «Кай, кай! — тесе пăрăнса ларать.

Трахви кĕпе-йĕмсене балкона илсе тухать.

 

Кулюк. Асту, кунта тем таса мар.

Серахви. Аванах çурăм терĕм-çке.

Кулюк. Эпĕ упăшку пирки калатăп. Каларĕ тейĕн акă.

Серахви. Эпĕ Трахвие ĕненетĕп.

Кулюк. Кай, кай, ман пĕртте ĕненес килмест.

Трахви. Мĕн чухлĕ çавăнта вăхăт?

Серахви. Вуннă çитесси 30 минут.

Трахви (хăвăрт кĕрет). Пĕтрĕмĕр, Петр Петровчă, тенĕ пек, ман чупас пулать.

Серахви. Ăçта?

Трахви. Репетицие.

Кулюк. Ак хайхи.

Серахви. Канмалли кун-и? Ямастăп.

Трахви. Серахви, чунăм, эс ман юратнă арăм, эпĕ каймасан вĕсен нимĕн те пулмасть.

Серахви. Ан пултăр.

Трахви. Эсĕ манăн культурăллă хĕрарăм. Ăнланма тивĕç.

Серахви. Ăнланма пуçларăм ĕнтĕ.

Трахви. Апла пулсан тавтапуç. Эсĕ манăн пурне те ăнланатăн. (Юрлакаласа хăвăрт хырăнма пуçлать.)

Кулюк. Куртăн-и, хырăнать, тасалать. Апла пулсан такам патне каять.

Серахви. Ма апат çимесĕр каятăн?

Трахви. Эпĕ халех килетĕп.

Серахви. Эсĕ ĕнер çех хырăннă марччĕ-и?

Трахви. Ман вăл кунпа мар, сехетпе ӳсет. Юмахри пек. Акă пулчĕ те. (Тăхăнать.) Эпĕ халех, чунăм, ан çиллен. (Арăмне чуптăвать те хăвăрт тухса каять.)

Кулюк. Тилĕ, тилĕ! Чисти тилĕ пекех хăтланать. Ма ятăн-ха, ма вĕçертрĕн?.. Ай-яй-яй, упăшкуна питĕ пăсса янă эсĕ. Питĕ ирĕке янă. Капла вăл сана пурнăç кăтартать. Лиска йытă пекех чупма тытăнать. Çавăр ăна, ан яр. Мĕнле йăла вăл, арăмсăр, пĕччен çӳресси? Мĕн хытса тăран тата?

Серахви. Эпĕ ĕненетĕп ăна. Халех килет вăл.

Кулюк. Ĕненсе лар! Чуп хыççăн!

Серахви. Мана чупма юрамасть, анне.

Кулюк. Çапла çав, пысăк хырăмпа такăнса ӳксен хырăм пăрахма пулать.

Серахви. Тата эпĕ упăшка хыççăн чупаканни те мар.

Кулюк. Ну, асту, асту. Макăрмалла ан пултăр, хĕрĕм.

Серахви. Эсĕ çавна калама килнĕччĕ-и, анне.

Кулюк. Унта-кунта çӳреме пуçласан арçын пăсăлать. Куртăм эпĕ ăна, çамрăк хĕрпе чуптумалла вылянине.

Серахви. Репетицишĕн мĕн кĕвĕçмелле.

Кулюк. Çавăнтан пуçланать те вăл, пĕчĕкрен, репетицирен.

Серахви. Ах, анне, култарса вĕлерен.

Кулюк. Ĕлĕк качча кайнă та пурăннă, пĕринпех ĕмĕр ирттернĕ, турă çырнипе. Ют хĕрарăм çине пăхма çылăхран хăранă. Халь çынсем пăсăлчĕç.

Серахви. Анне, эпир пĕрне-пĕри юратса пĕрлешнĕ, ку таранччен аванах пурăнатпăр.

Кулюк. Юрĕ, юрĕ, курăпăр, курăпăр...

Серахви. Курăпăр.

 

Чаршав

 

Виççĕмĕш картина

Декораци çавах. Серахви каçхи апат хатĕрлет. Радиопа пĕр артистка юрлать. Серахви ун хыççăн юрлать, алăка такам шаккать. Серахви алăка уçать. Кулюк кĕрет.

 

Серахви. Анне, ма шăнкăртаттармастăн вара, шăнкрав пур-çке?

Кулюк. Шăнкăравăр ытла хăрлатать, усал йытă пекех.

Серахви. Улăштармалла-ха, вăхăтлăха лартса янă та.

Кулюк. Тата электроэнерги ан пĕттĕр тетĕп.

Серахви. Уншăнах...

Кулюк. Уншăнах та куншăнах, çавăнтанах пуçтарăнать вăл.

Серахви. Салтăн, анне, ирт.

Кулюк. Салтăнса тăрас мар пулĕ. Наччаслăха çеç кĕрсе тухас терĕм, магазина килнĕччĕ те... Мĕнле пурăнаççĕ-ши терĕм.

Серахви. Аванах-ха.

Кулюк. Ĕçме вĕренмерĕ-и-ха çынсен упăшкисем пек?

Серахви. Сисмен.

Кулюк. Пĕркун час килчĕ-и? (Пукан çине ларса.)

Серахви. Икĕ сехетрен.

Кулюк. Пĕчченех-и-мĕн?

Серахви. Пĕчченех-ха.

Кулюк. Упăшку каллех çук-им? Ĕçрен тухнă ĕнтĕ...

Серахви. Килĕ-ха.

Кулюк. Ĕçрен тухни тăватă сехет. Вăл çаплах çук.

Серахви. Тен, канашлу...

Кулюк. Ара, кĕтсе лар.

Серахви. Тен, пуху...

Кулюк. Çапла пулмасăр.

Серахви. Тен, репетици тавраш.

Кулюк. Ку пулма пултарать. Сан упăшку сцена çинче такам хĕрĕпе чуптумалла вылять. Эсĕ килте яшка пĕçерсе ларан.

Серахви. Эпĕ декретнăй отпускра-çке.

Кулюк. Эсĕ те унта кай, упăшкуна алăран ан вĕçерт.

Серахви. Мĕн калаçан эсĕ, анне?

Кулюк. Эсĕ халĕ çамрăк, пĕлместĕн. Пурнăç вăл чуптума пĕлнинче çеç мар, ах-ах та их-ах çех мар.

Серахви. Паян вĕсене укçа параççĕ, тен, кассăра черет. Çавăнта тытăнса тăчĕ пулĕ.

Кулюк. Апла укçа илнĕ те ресторана кайнă такам арăмĕсемпе.

Серахви. Мĕн эсĕ, анне, вăл ун пек-кун пек хăтланмасть.

Кулюк. Пит пĕлен эсĕ, шалу илсен укçине тĕрĕслетĕн-и?

Серахви. Çук. Анне, эпĕ ăна ĕненетĕп-çке.

Кулюк. Ĕненсе лар-ха хальхи çамрăксене, шофер-артист тавраш пулсан вĕсен кашни ялтах арăм.

Серахви. Вăл рабочи, халăх театрĕнче вылять.

Кулюк. Ĕненсе лар. Эсĕ килте апат хатĕрле. Вăл хĕрсемпе чуптумалла вылятăр.

Серахви. Ан калаç ун пек, анне.

Кулюк. Ĕçрен тухни миçе сехет, вăл çаплах çук. Сан халĕ хырăмпа чух пĕртте пăлханмалла мар. Эсĕ пăлханатăн. Мĕншĕн тесен çумра упăшку çук. Шухăшлас мар тесен те шухăшлатăн. Юнна пăсатăн. Акă сана давлени, гипертони. Мĕншĕн давлени пулать тетĕн эсĕ? Упăшкасем чунсăр пулнăран, арăмĕсене улталанăран.

Серахви. Çитет, анне.

Кулюк. Тек чĕнместĕп. Эпĕ санпа йывăрлансан сан аçу та манран вăрттăн ташлама чупатчĕ. Пайтах юна пăснă. Пайтах макăртнă. Çавăнпа эсĕ те нервăннăй пултăн.

Серахви. Анне!..

Кулюк. Чĕнместĕп! Упăшку лайăх пултăр тетĕп-çке. Çемье ан пăсăлтăр тетĕп.

Серахви. Эпир пĕр-пĕрне юрататпăр, шанатпăр, тата мĕн кирлĕ?

Кулюк. Юратни аван-ха вăл. Шанни те аван пулĕ. Эпĕ те шаннăччĕ, анчах вăл теприне чуптунине курсан чун сивĕнчĕ. Вăл тепринпе пурăннă, мана улталанă, вылянă кăна.

Серахви. Вара Трахви манпа выляса кăна пĕрлешнĕ-им, мана улталать-ши?

Кулюк. Ăçтан пĕлен хальхи çынсене. Чĕлхипе пĕр тĕрлĕ çуллать, ăшĕнче тепĕр шухăш. Сана ыталать, куçпа теприне курать. Хальхи çамрăксем турра ĕненмеççĕ, çылăхран хăрамаççĕ. Пысăк хуласенче çурри ытла уйрăлаççĕ тет. Пĕр-икĕ хутчен тĕл пулаççĕ те пĕрлешеççĕ. Тепĕр икĕ уйăхран уйрăлаççĕ. Пĕр чĕлхе тупайман имĕш. Малтан мĕн пăхнă-ши?

Серахви. Вара ман мĕн тăвас-ха, уйрăлас-и?

Кулюк. Качча кайрăн пулсан пурăнас пулать. Пурнăçпа вылямалла мар.

Серахви. Мĕн тумалла вара ман, анне?

Кулюк. Çынсен арăмĕсем пек пулмалла.

Серахви. Çынсен арăмĕсем мĕнле вара?

Кулюк. Мĕнле «мĕнле»? Хăйсенчен ирттермеççĕ. Пасара пĕрле каяççĕ, пĕрле килеççĕ. Мунчана та пĕрле çӳреççĕ.

Серахви. Эпир те кинотеатрсене пĕрле каятпăр-çке.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6