Алтăр çăлтăр шерпечĕ :: 3. «Çăлтăра çăлма» операци
Икар юлашки кунсенче питĕ шухăшлă çӳреме пуçларĕ. Пуринчен те ытларах Таньăна тĕлĕнтерес килет унăн. Хăйĕн пултарулăхне мĕнле кăтартмалла-ши? Вăл, шел пулин те, пĕвĕ-сийепе, вăйĕпе вăтаммисен шутĕнче çеç. Пуçтах «паттăрлăхпа» Таньăн кăмăлне каяймăн. Ытла та çепĕç чунлă. Пĕр-пĕр ырă ĕçшĕн вăй-халне шеллемен çынсем çинчен çырнă кĕнекесене кăна вулама юратать. Унпа юнашар ларакан Эдитăна пачах урăххисем — мушкетерсем — канăç памаççĕ авă.
«Вăхăт çитрĕ, — шухăш çиçсе илчĕ пуçра. — Çăлтăра çăлма хутшăнмалла манăн. Таня мĕнле пăшăрханса ӳкрĕ. Хĕрхенет инкеке лекнисене».
Хĕрача — хĕрачах çав. Вăрттăнлăха Эдита умĕнче персе янă Таня. Вăл — ыттисене. Пĕтĕм класс хăлхине кĕчĕ тĕлĕнмелле хыпар. Васкавлă пуху пухрĕç те «Çăлтăра çăлма» операцие мĕнле майпа ирттересси пирки канашларĕç. Вĕçев карапне ачасем хăйсемех ăсталасшăн. Ку суя ĕмĕт çеç пулнине Икар чухларĕ-ха. Çапах та теллеве пурнăçлама мĕн те пулин шутласа тупмаллах.
Мĕн чухлĕ пуçа ватсан та, нимĕн те шухăшласа кăлараймарĕ Икар. Пĕрле илме ашшĕне йăлăнас — усси çук. Унăн «çитменлĕхĕпех» усă курма шутларĕ Икар. Ашшĕн çынна хăйне евĕрлĕ шантарас йăла пур. Сăмахран, пĕррехинче çакăн пек мыскара пулса иртнĕччĕ.
— Икар, — терĕ вăл, — енчен те эсĕ аннӳ килнĕ çĕре урай çуса каятăн пулсан, кирек мĕн ыйт — тивĕçтеретĕп.
Килте хăй сахал пулать те вăл ывăлне ачашлама юратать ĕнтĕ. Унсăр нуçне, пĕлеймест те пулĕ Икар нимĕнле ĕçрен те шикленсе тăманнине.
Хăйне пĕчĕк ача вырăнне хунăшăн тавăрас килчĕ Икарăн. «Кирек мĕн те пама пулнă» ашшĕне тĕрĕслесĕ пăхйа шӳтларĕ вăл: сăмахне тытать-и е çук-и? Урайне Икар, чăнах та, лайăх çуса тасатрĕ.
Ывăлĕ нимĕн те ыйтманнине кура ашшĕ ăна хăй чĕнчĕ:
— Мĕнле канфет юрататтăнччĕ-ха эсĕ, Икар?
— Пирĕн класа вĕренӳпе ĕçре хастарлăх кăтартнăшăн çуллахи вăхăтра Марс çине вĕçме путевка пама пулнăччĕ, — сăмахне пуçларĕ Икар.
— Аван, аван, — терĕ ашшĕ, ывăлĕ тем шухăшланине сиссе.
— Борис, — тăсрĕ Икар хăйĕн сăмахне, — вырсарникун вăрмана йĕкел пуçтарма пымарĕ. Кунĕ çумăрлăччĕ те — никам та каймасть пулĕ тенĕ. Çавăншăн пирĕн вырăна путевкăна урăххисене парасшăн. Эпир айăплă мар-çке. Борисшăн та тăрăшса ĕçлерĕмĕр. Классем хушшинчи ăмăртура та мала тухрăмăр.
— Пăшăрханмалла, — пуçне сĕлтрĕ ашшĕ.
— Атте, шкул директорĕпе кайса калаç-ха. Вăл санăн ача чухнехи тусу вĕт.
— Мĕн тетĕн? — сиксе тăчĕ Николай Ильич. — Нихăçан та ан кĕт!
— Атте, эсĕ сăмах патăн.
Ашшĕн килĕшмех тиврĕ.
Шкула вăл йăлăнас шутпа пымарĕ. Икара çеç çавăн пек «тыттарасшăнччĕ», «яхăнне те ямаççĕ» тесшĕнччĕ. Анчах чаплă вĕçевçе курсан, учительсем хыпăнса ӳкрĕç. Директор вара, хăйĕн юлташне савăнтарас шутпа, Икара ырласа калаçма пуçларĕ.
— Вĕсен класне пурне те пĕрле Марс курма ямалла тунă-мĕн, — хĕпĕртем пек пулчĕ Николай Ильич.
Директор пĕр самант ним калама аптраса тăчĕ.
— Çапла, çапла, — тесе, сăмаха урăх еннелле пăрчĕ. Икарăн хальхинче те ашшĕн «çитменлĕхĕпе» усă курас килет. Амăшĕ ĕçрен час таврăнмасть. Эппин, ашшĕ ăна паян та пĕр-пĕр ĕç хушмалла. Апла пулсан, «кирек мĕн ыйт — тивĕçтеретĕп» тесе калатех.
Килне Икар иртерех тăврăнчĕ. Ашшĕ пуçне те çĕклемест... Темĕнле кĕнеке ярса тытнă та... Çук, капла ĕç тухмасть, амăшĕ таврăниччен Икарăн мĕн те пулин шутласа тупмаллах. Вăл килсен, ашшĕ нимĕнле ĕç те хушмĕ.
Акă Икар, çип-çинçе йĕс пралук илсе, пĕр вĕçне чӳрече çинче ларакан чечек вазинчен, теприне алăк çумĕнчи шифоньер хăлăпĕнчен çыхса хучĕ. Читлĕхри çара çерçие кăларса ячĕ. Хăй урама тухрĕ. Çăраççине ятарласах илменскер, нумаях çӳремерĕ вăл, каялла таврăнчĕ. Питĕ хыпаланнă пек, çине-çинех шăнкăравларĕ Икар. Ашшĕ йăпăр-япăр сиксе тăрса, алăк уçма васкарĕ, ăна-кăна асăрхаманскер, йĕс пралука пырса тăрăнчĕ. Ваза чӳрече çинчен кăптăр-каптăр сирпĕнсе анчĕ, чечексем хуçăлса пĕтрĕç. Алăка уçнă-уçман ашшĕн пĕрремĕш сăмахĕ çакă пулчĕ:
— Икар, мĕн хăтланнă эсĕ?
— Çара çерçи, кăнтăрла курмасть пулин те, нимĕнле япалана та пырса тăрăнмасть тенине илтнĕччĕ. Çавна тĕрĕслесе пăхас килчĕ. Кайран пралукне салтма мансах кайнă.
— Мĕн тăватпăр-ха? Аннӳне чечексĕр кĕтсе илетпĕр-им?
— Пĕлместĕп...
— Икар, чуп хăвăртрах пасара.
— Эпĕ ачасемпе кинона каясшăнччĕ.
— Инкекрен çăл, кирек мĕн ыйт — тивĕçтеретĕп.
— Юр-а-ать, — питĕ кăмăлсăр пек килĕшрĕ Икар. Вăл хашкаса таврăннă тĕле ашшĕ урайне шăлса типĕтнĕ, вазăна шыв ярса лартнă.
— Маттур-çке эсĕ, Икар. Чи хитрисене суйласа илме пĕлнĕ, — ырларĕ ывăлне Николай Ильич.
— Атте, мана хăвăнпа пĕрле вĕçеве ил-ха, — ыйтрĕ арçын ача.
— Ан калаç, ывăлăм, пĕчĕккĕ-ха эсĕ.
— Эсĕ сăмах патăн.
Николай Ильич пĕр хӳшă шăпăрт ларчĕ.
— Ачам, чăннипе каласан, манăн тахçанах унашкал шухăш пур. Сана та тĕнче кăтартса çӳрес килет. Аслăлăх Канашĕ те хирĕçлемĕ тетĕп. Экспедицие пуçараканни эсĕ.
Икар хĕпĕртенипе алă çупса ячĕ.
— Савăнма иртерех-ха. Аннӳ, тем тесен те, ирĕк памастех. Эпĕ пĕрмай вĕçевре çӳренĕшĕн те кăмăлсăр.
— Ăна ӳкĕте кĕртетпĕрех.
— Тен, иксĕмĕр çине тăрсан... — сăмахне каласа пĕтереймерĕ Николай Ильич — арăмĕ килсе кĕчĕ.
Тепĕр кунхине шкулта Икар хăйĕн савăнăçне пытарма пултараймарĕ. Ачасем те сисрĕç çавна. Уроксем хыççăн, Таня пуçарнипе, каллех васкавлă пуху туса ирттерме шутларĕ класс.
— Мĕн тери çитсе курас килет тĕнче хĕррине. Анчах карап çине пурне те илмеççĕ, — кулянчĕç хăшĕ-пĕрисем.
— Мĕн кулянмалли пур. Пирĕн йышран Икар каять вĕт. Эпир мĕн хушнине пурнăçлама тивĕç вăл. Çапла вĕт, Икар? — хавхаланчĕç ыттисем.
— Çапла, — килĕшрĕ Икар.
Вара «Çăлтăра çăлма» операци вăхăтĕнче мĕн-мĕн туса ирттермеллине палăртма пуçларĕç. Эдита, сăмахран, çăлтăр çинчи пĕр-пĕр хăюллă арçын ача адресне çырса килме хушрĕ. Хăшĕ-пĕрисем халиччен курман йывăç хунавĕсене илсе таврăнма сĕнчĕç Икара. Вĕсене вĕренсе тухнă ятпа шкул картишне лартма шутларĕç. Икарăн çăлтăр çинчи ачасен пурнăçĕпе вăййисене те тĕпчемелле иккен. Тата нумай-нумай сĕнӳ пулчĕ. Таньăн сăмахĕсем пуринчен асра юлчĕç: çăлтăр çыннисене çăлмашкăн вăй-хала шеллемелле мар.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...