Алтăр çăлтăр шерпечĕ :: 1. «Тинĕсри пĕр тумлам»
Пысăках мар пӳлĕмре пĕр хĕрачапа виçĕ арçын ача. Пĕри сылтăмра темле приборпа аппаланать, ыттисем — телевизор умĕнче.
«Çирĕммĕш ĕмĕрти гипотеза паян кун та кивелмен-ха, — янăрать диктор сасси. — Этемлĕх тăватă миллион çулта.
Галактикăсем вара пурте пĕр вăхăтра, пилĕк миллиард çул ĕлĕкрех, пуçланса кайнă. Çут тĕнчери хăшпĕр планетăсем çинче ăстăн енчен тăвансем пулсан, вĕсем те пирĕн Çĕр çыннисен тантăшĕсемех. Паллах, аталану тапхăрĕ кашнийĕн хăйне майлă иртме, маларах кайма е каярах юлма пултарнă...»
Хĕрача ура çине сиксе тăчĕ:
— Туссем, — терĕ вăл хавхаланса, — шанчăка çухатма кирлĕ мар-ха, — анчах каласа пĕтереймерĕ.
Сылтăмран: «Телевизора чарăр, магнитофона ярăр! Шăп!» — тени вăйлăн илтĕнсе кайрĕ. Пӳлĕмре юрă кĕрлеме пуçларĕ.
Приборпа ларакан арçын ача, питĕ тарăхнăскер, сиксе тăчĕ те, телевизор патне чупса пырса, магнитофонăн çырса илмелли кнопкине пусрĕ.
Прибор çинче темле ӳкерчĕксем палăраççĕ, тархасланă евĕрлĕ сасă илтĕнет. Пурте такам ăнсăртран сивĕ шывпа сапнă пек çӳçенсе илчĕç. Экран çинчи ӳкерчĕксем пĕтсе пычĕç, сасă та çухалчĕ.
— Икар, мĕн пулчĕ ку? — сирчĕ шăплăха хĕрача.
— Пĕлейместĕп, Таня. Ман шутпа, ку сасă ниçтан та мар — пĕр-пĕр çăлтăр çинчен килекен хыпар.
— Ăçтан? — терĕç виççĕн харăсах.
— Ĕлкĕртĕмĕр-ши мĕн чухлĕ те пулин çырса илме? — такама кӳреннĕн калаçрĕ Икар.
Ачасем ун çине çаплах ним ăнланмасăр пăхса тăраççĕ.
— Пулма пултараймасть, — пуçне сулкаларĕ унăн юлташĕ Борис
Икар магнитофон лентине каялла çавăрчĕ. Малтан юрă янăраса кайрĕ, унтан пӳлĕмре тĕлĕнмелле сасă илтĕнчĕ.
— Сахалтарах, çапах та пур, — Бориса хулпуççинчен çапрĕ Глеб. — Усăсăр аппаланатпăр терĕн эсĕ. Шăнкăравлас учитель патне, — чăтăмсăррăн пĕлтерчĕ вăл хăйĕн шухăшне.
— Эсĕ яланах çынран пулăшу кĕтетĕн, — сăмахпа тĕксе илчĕ Таня.
— Хальхинче вăл тĕрĕсех калать, — юлташĕн хутне кĕчĕ Икар. Хăй çавăнтах çыхăну аппарачĕн кнопкине пусрĕ те, телекор экранĕ çине çамрăк çын тухса тăчĕ. Унăн ăслă куçĕсем ăшшăн пăхаççĕ.
— Элим Петрович, килĕр кунта хăвăртрах! — ăмăртмалла кăшкăрчĕç ачасем.
— Мĕн сиксе тухрĕ тата? — сисчĕвленчĕ çамрăк çын.
— Эпир тĕлĕнмелле пĕлтерӳсем тытрăмăр, — персе ячĕ Борис. — Таçти çăлтăр çинчен пулас! Магнитофон çине кăшт çеç çырса ĕлкĕртĕмĕр!
— Нимĕн те ан тĕкĕнĕр, эпĕ халех çитетĕп, — терĕ те Элим Петрович экран çинчен çухалчĕ.
— Чăнах та, тĕнче Уçлăхĕнчен-ши ку? Тен, кам та пулин шӳтлет пирĕнпе? — пурне те черетпе ыйтуллăн пăхса тухрĕ Борис.
— Иккĕленесси — сан ĕмĕрхи йăлу, — хулпуççине сиктерчĕ Таня.
Çав вăхăтра алăк уçăлчĕ те, пӳлĕме Элим Петрович кĕрсе тăчĕ.
— Мĕн тавлашатăр?
Ачасем пĕрне-пĕри пӳлсех калама пуçларĕç:
— Çăлтăр, çăлтăр хыпарĕ!
— Чимĕр-ха, чимĕр, нимĕн те ăнланаймастăп, — пӳлчĕ вĕсене Элим Петрович. — Икар, йĕркипе кала! Ыттисем ан кансĕрлĕр.
Арçын ача тĕпĕ-йĕрĕпе каласа панă хыççăн магнитофон ячĕ. Каллех малтан юрă янăрарĕ, унтан — тĕлĕнмелле сасă.
— Шухăшлаттаракан япала, — çамкине пĕркелерĕ Элим Петрович. — Мĕнле çăлтăр ушкăнĕнчен килчĕ-ши вăл?
— Антеннăна çакăн пек лартнăччĕ. Унтанпа тĕкĕнмен, — ăнлантарчĕ Икар. — Ăна хамăр галактика варрине тĕлленĕ.
— А-а-аван, аван, апла пулсан, курса юлнă ӳкерчĕксене туса пар. Эсир, Таньăпа Борис, çак сăмахсем Çĕр çинче пурăнакан пĕр-пĕр халăхăн чĕлхинче çук-и, çавна тĕрĕслĕр. Глеб вĕсене урăх лентăсем çине темиçе хут çырса илет.
Таньăпа Борис, программа хатĕрлесен, электронлă шутлав машинине хускатса ячĕç. Вĕсен шухăшĕпе, çак сас ăсене тĕрĕслеме Çĕр çинчи мĕнпур халăхсен чĕлхинчи сăмахсемпе танлаштармалла. Машинăн ĕçĕ тем пек хăвăрт пулсан та, унăн темиçе сехет шутлама тивет.
Глеб ĕçне хăвăрт вĕçлерĕ. Икарăн та ӳкерчĕксем хатĕрпе пĕрех, Элим Петрович хамăр галактикăри çăлтăрсен атласне илнĕ те шухăша путнă...
Çав вăхăтра шăнкăрав янăраса кайрĕ. Икар кнопкăна пуссан, телекор экранĕ çине илемлĕ хĕрарăм тухса тăчĕ.
— Глеб, саншăн тепĕр хут апат ăшăтмалла-им? — илтĕнчĕ çилленчĕк сасă. — Халех килнĕ пул!
— Анне... — ним калама аптраса тăчĕ арçын ача, — юрать, пыратăп, — тăруках кӳренсе килĕшрĕ вăл. Алăка уçас умĕн чарăнса тăчĕ, çаврăнса пăхрĕ.
Шăп. Пысăках мар пӳлĕмре тĕрлĕ аппаратсемпе машинăсем. Вĕсен лăпкă сĕрлевĕ, лампочкăсен çутисем темĕнле вăрттăнлăх упранă пек туйăнаççĕ.
Акă, сылтăм енче радиокружокра шутласа тунă «Пионер» гравиметр. Икар унта ӳкерчĕксем тăвать. Сулахайра — электронлă шутлав машини. Таньăпа Борис чи çывăх туссем пекех халь. Иккĕшĕ те тупсăма чăтăмсăррăн шыраççĕ. Арçын ача куçĕнче — икĕленӳ, хĕрачан —шанчăк. Элим Петрович çаплах пуçне çĕклемесĕр ларать.
— Тем тесен те çĕр çинчисем мар, — ĕненӳллĕн каларĕ Глеб.
Элим Петрович, ыйхăран сасартăк вăраннăн, пуçне ялт çĕклерĕ.
— Пулма пултарать, пулма пултарать. Эпĕ, акă, антенна йĕрĕпе галактика варринче Мессье-13 çăлтăрсен ушкăнĕнче Хĕвел йышши çăлтăр шыраса тупрăм. Ун йĕри-тавра та планетăсем çаврăнса çӳреме тивĕçлĕ.
— Килĕр-ха, килĕр! — кăшкăрса ячĕ Таня.
Чĕннĕ çĕре Элим Петрович пĕр иккĕ сиксех çитрĕ. «Кăтартнă сăмахсен тĕслĕхĕ Çĕр çинче пурăнакан халăхсен чĕлхисенче çук», — çапса пачĕ машина.
— Апла пулсан — çăлтăр сăмахех! — Таня савăннипе Борис питçăмартинчен чăпăрт чуптăванçи пулчĕ. — Эх, иккĕленчĕк тусăм!
Икар ӳкерчĕкне юлташĕсен умне хучĕ. Унта аллине чĕре çине тытса тăракан çын кĕлетки. Вăл халь-халь йăванса каяс пек ӳпĕннĕ. Çакна курсан, куçĕсене пурте чарсах пăрахрĕç.
— Унта темĕнле вилĕм çывхарать пулас, — пăшăрханса ӳкрĕ Таня.
— Сасси те йăлăннă пек илтĕнет, — сăмах хушрĕ Глеб.
— Пулма пултарать, пулма пултарать, — мăкăртатрĕ Элим Петрович. — Ăслăлăх Канашĕ умĕнче тухса калаçма хатĕрленмелле. Икар, ку ĕçе сана хушатăп.
Пурте урама тухрĕç. Каçхи хулара шăп. Икарпа Таня кунтан инçех мар пурăнаççĕ. Çавăнпа та вĕсем ыттисемпе сывпуллашрĕç те кил еннелле утрĕç. Икар утма Çул хĕрринчи йывăç тĕмĕсен çулçисене, тата-тата илсе, çăварне хыпать. Ку хăнăхнă йăла унăн. Таня, çавна асăрхаса, йăл кулчĕ.
— Алтăр çăлтăр шерпетне ĕметĕн-им? Паттăр пулас килет апла?..
Арçын ача алăри çулçа текех çăварне хыпмарĕ, пӳрнисемпе пĕтĕрсе çеç пычĕ. Пĕчĕкле хăнăхнине пăрахайманшăн вăл хăй те тĕлĕнет. Алтăр çăлтăр çинчен сăмах Икара аслашшĕн халапне аса илтерчĕ. Икарăн аслашшĕ паллă сăвăç пулнă. Вăл мăнукне халап-юмах каласа пама хапăлччĕ. Хăшпĕрне, тен, хăех хайланă.
Пуринчен ытла çак халап асра.
...Елĕк-авал Çĕр çинче Улăп пурăннă, тет. Вăл питĕ тĕреклĕ те çӳллĕ пулнă. Ури çумне çыпçăннă тăпрана силлесен, тусем-сăртсем ӳсе-ӳсе ларнă. Пĕрре вăл хăйĕн куркине тӳпене çакса хăварнă. Ăна халĕ Алтăр çăлтăр теççĕ. Унта асамлă шерпет упранать имĕш. Кам та кам ăна тутанса пăхать — паттăр çын пулса тăрать. Алă кĕске-çке. Çапах та телей пӳрме пултарать иккен. Сăмахран, Алтăр çăлтăр ире хирĕç ӳпĕнсен, унтан Çĕр çине шерпет тумлать. Тĕлне çеç тухмалла.
Икар çулла, хĕвелпе пĕрлех вăранса, йĕпе çулçăсене çулласа çӳретчĕ. Вăл çав вăрттăнлăха тантăшĕсене те каласа панăччĕ. Вĕсем те чечек-курăксем, çулçăсем çинчи сывлăмран вăй-хал кĕтетчĕç...
— Мĕн пулса иртет-ши çав çăлтăр çинче? — Икар шухăшне татрĕ Таня.
— Пĕлместĕп. Тен, çав тери пысăк инкек.
— У-Ух, мĕнле йышлă вĕсем. Хăшĕ-ши хыпар яра-канĕ? — хĕрача пуçне каçăртрĕ те аллине тӳпенелле тăсрĕ.
— Кунтан вăл курăнмасть.
— Вĕсене пирĕн пулăшмаллах.
— Çапла, — килĕшрĕ Икар.
— Элим Петрович пире «тинĕсри пĕр тумлам» тет. Эпир те пысăк ĕçех тума пултараймастпăр-ши? — ĕмĕтленчĕ Таня.
— Тĕрĕсех калать вăл. Тен, Çĕр те пĕтĕм çут тĕнчешĕн тинĕсри пĕр тумлам çеç, анчах та пирĕншĕн çав тери хаклăскер.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...